Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ҫӗнтерӳҫӗн хайлавӗ ҫитес ҫул вулакан патне ҫитӗ (ГТРК "Чувашия")

30 ноября 2023

Ҫулталӑк каялла Чӑваш кӗнеке издательстви роман ҫыракансен ӑмӑртӑвне ирттерме йышӑннӑ. Конкурса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташсенчен темиҫе алҫыру килнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн хайлавӗ килес ҫул вулакан патне ҫитӗ.

 

Тӗнче кӗске хайлавсем ҫине куҫрӗ, анчах пирӗн вулакан хулӑн кӗнеке вулама килӗштерет иккен. "Чӑваш романӗ" ӑмӑрту хамӑрӑн паянхи ҫыравҫӑсен пултарулӑх хевтине палӑртма тата кӑтартма кирлӗ", - тет издательствӑн тӗп редакторӗ Владимир Степанов.

Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем тӑтӑшах вулакансемпе тӗл пулаҫҫӗ. "Литература каҫӗсенче прозаиксенчен ытларах пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсем ыйтаҫҫӗ", - тет Ольга Фёдорова, тӗп редактор ҫумӗ. Республикӑри писательсен икӗ пӗрлӗхӗнче пурӗ 330 пайташ, анчах роман хайлакансен ӑмӑртӑвне издательствӑра иккӗленерех йӗркеленӗ: хутшӑнакан пулӗ-ши?

Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн эпир ҫӗнтерӳҫӗ кам пулнине пӗлтӗмӗр: вӑл - Пушкӑртстанра пурӑнакан Аркадий Русаков. Унӑн "Турхан сӑмахӗ" историлле хайлавӗ килес ҫул пичетленсе тухмалла. Ҫак кунсенче эпир авторпа курнӑҫса калаҫрӑмӑр. Ку - Аркадий Никандровичӑн иккӗмӗш романӗ-мӗн.

Аркадий Русаков Пушкӑртстанри Фёдоровкӑра пурӑнать, район сыватмӑшӗнче невролог пулса ӗҫлет. Пилӗк ачаллӑ колхозник ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ тухтӑр "Шуратӑл" литература пӗрлешӗвӗн ӗҫне хастар хутшӑнать. Унӑн сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем чылай юрӑ ҫырнӑ.

Ӗҫлӗ ҫыннӑн инҫе ҫула тӑтӑш тухса ҫӳреме май ҫук ӗнтӗ. Аркадий Русаков чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ уява та килейменччӗ. Пирӗнпе хурӑнташлӑ казахсем хӑйсен наци мӑнаҫлӑхне, Султан Бейбарса халалласа ирттернӗ "Литературная Азия" конкурсра унӑн калавӗ 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, чӑвашла ҫыракансем хушшинче Гран-прие прозӑра Пётр Кудрявцев, поэзире Галина Матвеева тивӗҫнӗ. "Пирӗн те хамӑрӑн наци геройӗсене ҫапла ӑмӑртусем ирттерсе ҫӗклемелле", - тет сумлӑ хӑна.

"Тӑван халӑхне сума сӑвакан ҫынна пур ҫӗрте те вырӑна хураҫҫӗ", - тет Аркадий Никандрович. Кӗнеке издательствине "Чӑваш романӗ" конкурса малалла тӑсма сӗнет.

Кунсӑр пуҫне, Чӑваш кӗнеке издательстви пултаруллӑ ҫамрӑксене хавхалантарас тӗллевпе ҫуллен тепӗр ӑмӑрту ирттерет. "Манӑн юратнӑ кӗнеке" темӑпа ӳкернӗ ӳкерчӗксене, хаклав ӗҫӗсене ҫывӑх вӑхӑтра пӗтӗмлетӗҫ.

Марина Карягина, Виктор Степанов

Источник: ГТРК "Чувашия"