Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ҫак кӗнеке - хӑй пӗр палӑк вырӑнне (ГТРК "Чувашия")

21 апреля 2023

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институтӗнче Николай Ашмаринӑн еткерӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекене сӳтсе яврӗҫ. Ушкӑнпа ҫырнӑ монографие кӑҫал наукӑпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.

"Ашмарин - хӑй пӗр тӗнче, уҫлӑх, ун пекки пирӗн урӑх пулман, пулас та ҫук-тӑр", теҫҫӗ кӗнеке авторӗсем 17 томлӑ "Чӑваш чӗлхи словарьне" пухса хатӗрленӗ, чӗлхепе сӑмахлӑха, мифологипе поэзие, историпе кулленхи йӑла-йӗркене тарӑннӑн тишкерсе ҫырнӑ ӑсчах пирки. Ҫав вӑхӑтрах наукӑпа ҫыхӑнман ҫынсем ун ҫинчен ҫав тери сахал пӗлнишӗн кулянаҫҫӗ. Шупашкарта Николай Ашмарин ячӗпе урам, асӑну хӑмисем пурри аван, анчах ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ чухлӗ ӗҫ хӑварнӑ ҫыннӑн, чӑвашпа вырӑс халӑхӗсен патриочӗн палӑкӗ халӗ те ҫук. Ҫак кӗнеке вара - хӑй пӗр палӑк вырӑнне темелле.

"Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем" ярӑмра кун ҫути курнӑ "Ашмарин - корифей чувашской филологии" кӗнеке - ӑсчахӑмӑрӑн пурнӑҫӗ ҫинчен туллин каласа кӑтартакан пӗрремӗш кӑларӑм. Алҫырӑвӗпе Эдуард Лебедев, Виталий Родионов, Ирина Семёнова, Евгений Касимов тӗпчевҫӗсем пысӑк кӑсӑкланупа, хавхаланса ӗҫлерӗмӗр теҫҫӗ. Ушкӑнра чи ҫамрӑкки - Ирина Семёнова.

Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ тӗле кӑларнӑ кӗнекере унӑн йӑхӗ, килйышӗ ҫинчен каласа пани пӗлтерӗшлӗ. Ҫемьере 5 ывӑлпа 3 хӗр ӳснӗ. Виктор ятли асилнӗ тӑрӑх, Николай Иванович 65 чӗлхе пӗлнӗ, анчах тарӑннӑн тӗпчеме чӑваш чӗлхине суйласа илни интереслӗ. "Сӑнӗпе чат пирӗн ял ҫынни пек" тенӗ Иван Юркин ҫыравҫӑ Ашмарин юнпа вырӑс иккеннинчен хытӑ тӗлӗнсе. Монографире ӑсчахӑн мӑн аслашшӗ чӑваш пулни пирки те сӗмленӳ пур. Кӗнекери пулӑмсене вӑхӑт юхӑмне кура 4 пая вырнаҫтарнӑ. Наукӑри пирвайхи утӑмсенчен тытӑнса тӗрлӗ йывӑрлӑха ҫӗнтерсе малаллах ӑнтӑлни, СССРти тӗрӗк чӗлхисене тӗпчени, 1925-мӗш ҫулта Азербайджан патшалӑх университечӗн Канашӗн йышӑнӑвӗпе диссертаци хӳтӗлемесӗрех тюркологи докторӗ пулса тӑни - ҫак фактсене туллин урӑх пӗр кӗнекере те тупса вулама ҫук.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институтӗнче, Ульянов ячӗллӗ тата Яковлев ячӗллӗ университетсенче ӗҫлекенсе пӗрле хатӗрленӗ кӗнекене наука журналӗнче те анлӑн сӳтсе явнӑ. Виҫӗ ҫул хушшинче унпа йышлӑ вулакан паллашса ӗлкӗрнӗ. Корш, Миллер, ытти пысӑк ӑсчахсен вӗренекенӗ пулнӑ Николай Ашмаринӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ монографи - чӗлхе пӗлӗвӗпе, сӑмахлӑхпа, мифологипе, пӗтӗмӗшле чӑваш ӑслӑлӑхӗн иртнӗлӗхӗпе кӑсӑкланакансемшӗн нимпе танлаштарайми паха кӑларӑм.

Марина Карягина, Святослав Петров

Источник: ГТРК "Чувашия"

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)