Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Юрату та — тарăн шухăшлă

16 августа 2019

Чăваш кĕнеке издательстви Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Кунта — юрату калавĕсемпе повеçĕсем хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ хаçат-журналта тата писателĕн кĕнекисенче кун çути курнă хайлавсем. 

                                                              Вун-вун çул каялла та, паян та…
Вĕсем — «Рак хуранĕн юрри», «Вырăс хĕрачисемпе туркмен ачи», «Çав Сăпас каçĕсем», «Сĕм вăрманти шур мунча», «Хурăн çырли уçланки», «Чĕнмен хăна», «Аташуллă каç», «Юрпике» калавсем, «Лили», «Юрату урокĕсем» повеçсем. Асăннă произведенисем вулакана 25-35 çул каяллах кăсăклантарнă пулин те, вĕсем халĕ те хăйсен çивĕчлĕхне çухатман. Шăпах вулакансем ыйтнипе çĕнĕрен кун çути курнă та çак кăларăм. Ăна Борис Чиндыков писатель пухса хатĕрленĕ. Вăлах — кĕнеке редакторĕ.
Вулакансенчен ытларахăшĕ Василий Петровичăн «Лили» повеçне вуланах ĕнтĕ. Акă унти йĕркесене илер: «…Лили! Эсĕ — пĕртен-пĕрре. Анчах сан урлă ыттисен шăпи, самана инкекĕ чукмар пек килсе çапрĕ мана, пĕтĕм ăс-тăна кисретсе, ăш-чике пăлхатса çавăрса пăрахрĕ. Тап-тасан курăнатчĕç унччен тин çурăлнă чечек çеçкисем, халĕ асăрхатăп та, вĕсем çинче мĕн кăна çук-ши: асăрханса, сĕртĕне-сĕртĕнми вĕçекен вĕлле хурчĕсем те, кăпшанкăсем те, сан сĕткенÿшĕн антăхакан шăнасем те, анчах вĕсем вĕçсе-шуса каяççĕ те, пĕр палăрăм вара яланхи — вут тĕслĕ лилин те хăмăр пăнчăсем пур иккен… Тин куç уçăлчĕ… Акă ăçта иккен тĕнче тÿнтерĕ!.. Ăçта вара чăн тасалăх, сăваплăх?..»
Унашкал «хура» пăнчăсем чечек çинче кăна мар, çынсенче те пур. Çав сăмахсемпе писатель эпир мĕн шырани, таçта талпăнни тĕлсĕрлĕх, мĕскĕн аташу, ултавлă йăпану пулнине палăртмасть-ши? Юрату хайлавĕ пулин те, унта мĕн тери тарăн философи! Ахальтен-и Эктелĕн «Лили» кĕнеки Чăваш наци библиотеки 2015 çулта хатĕрленĕ «Чăваш Ен литература уçлăхĕ: вуласа тухмалли 100 кĕнеке» электронлă коллекцие кĕме тивĕç пулнă. Чĕмпĕр хулинчи 17-мĕш вулавăш та çак кĕнекене «Чăвашсен чи лайăх 20 кĕнеки» списока кĕртнĕ. Республикăри Л.Н. Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека икĕ çул каялла Эктелĕн «Юрату урокĕсем» повеçне куç курманнисем валли, сасăпа вуласа, «Калаçакан ярăмпа» кăларнă. Çамрăк çыравçăсен Чăваш наци библиотеки çумĕнче пуçтарăнакан «Варкăш» клубĕ хăйĕн иртнĕ çулхи пĕрремĕш ларăвĕнче «Лили» повеçе сÿтсе явнă.

                                                                                    Уççăн палăртатчĕ
— Василий Эктел чăваш литературинче нумай та тĕрлĕ енлĕн ĕçлерĕ, — писатель пултарулăхĕ пирки çапла палăртрĕ Борис Чиндыков. — Пурнăçĕ вăрăмах пулмарĕ пулин те пурăннă чухнех унăн вун виçĕ кĕнеки кун çути курчĕ, çав шутра — икĕ пысăк роман /«Шавкăн» тата «Пархатар»/, ача-пăча сăввисем, критикăпа публицистика, поэзи, калав-повеç кĕнекисем.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çыравçă ытларах прозăпа эссеистика енне сулăнчĕ. Вăл, нихăçан та лăпкă ларайманскер, 1999 çулта «Калем» издательство йĕркелерĕ, чăваш çыравçисен 100 ытла кĕнекине кун çути кăтартрĕ, вырăсла «Литературная Чувашия» журнал кăларса тăчĕ. Раççей Литература фончĕ ăна Чăваш Республикинчи хăйĕн уйрăмĕн директорне лартрĕ. Çав çулах ЧР Художниксен союзне илчĕç, 2001 çулта правлени председательне суйларĕç. Эктел, литература тата общество пурнăçне хастар хутшăнаканскер, пурнăçра та, хаçат-журнал страницисенче те хăйĕн шухăш-кăмăлне яланах çивĕччĕн калатчĕ. Çакăншăн ăна вулакансем питĕ хисеплетчĕç.
Çак тата ытти шухăша Чăваш наци библиотекинче Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнекин хăтлавĕнче те палăтрĕç. Унта писателĕн пиччĕшĕ Петр Сидоров /Петĕр Лаштай/ паллă журналист, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова, ентешĕсем — Татьяна Шаркова, Николай Балтаев, Петр Пупин ÿнерçĕсем, ыттисем хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
Çапла, Василий Петровичăн пултарулăхĕ уçăлса тата вăй илсе пынă тапхăрта вăхăтсăр татăлчĕ. Тем тесен те, чăваш литературинче унăн ячĕ манăçмĕ, мĕншĕн тесен Эктелĕн хайлавĕсем кирек хăш ăрушăн та паян, шăпах вĕсем валли ятарласа çырнăн туйăнаççĕ.

                                                                                ШУХĂШ
                                                      Атнер ХУСАНКАЙ, литература критикĕ:
— Хăй вăхăтĕнче унпа тавлашаттăмăр. Ÿнерпе сăмахлăх тивĕçĕсем пирки пирĕн шухăшсем расна та пулнă. Анчах çав расналăх чĕрĕ, аталанакан культурăра кирлĕ те. Вăл пулмасан кичемлĕх пусать пирĕн ăс-хакăла. Енчен те Эктел Ваçлейĕ хăйне евĕр чăвашла архаист пулнă тăк, эпĕ хама хальхи модернист е постмодернист тесе шутлатăп. Хирĕçÿлĕхсем аталанмашкăн кирлĕ. Аваллăх ахрăмĕ те, çĕнетÿ те кирлĕ пире. Чăвашлăх пурне те йышăнать, Ăс-хакăл культуринче Эктелĕн ячĕ нихăçан та манăçмасть.

                                                                           СĂМАХ МАЙ
Василий Эктел /Сидоров/ — тăван литературăра тĕрлĕ жанрта ĕçленĕ çыравçă: вăл сисĕмлĕ поэт та, тарăн публицист та, хĕрÿ литература критикĕ те, ача-пăча çыравçи те, художниксем пирки чылай статья çырнă сумлă критик та. Василий Петрович 1950 çулхи нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă. Сăввисем пуçласа 1965 çулта район хаçатĕнче, унтан «Пионер сасси» хаçатра кун çути курнă, ÿкерчĕкĕсем «Капкăн» журналта пичетленнĕ. Шкул хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1972 çулта, алла диплом илсен, Узбекистанри Наманган хулинче интернат шкулта ачасене черченипе рисовании вĕрентнĕ. Каярахпа çавăнти пĕр техникумра директор çумĕнче ĕçленĕ. Çавртан таврăнсан темиçе çул Елчĕк районĕн тĕп архитекторĕнче вăй хунă, Мускаври А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ. Пурăнма Шупашкара куçсан малтан Чăваш телекуравĕн корреспондентĕнче ĕçленĕ, каярахпа — тĕп хулари электроаппаратура заводĕнче тĕп художникра, 1988 çултанпа — «Ялав» журналăн илемлĕх редакторĕнче, 1990 çултанпа — «Пике» журналăн тĕп редакторĕн çумĕнче. 1999 çулта çыравçă «Калем» издательство йĕркеленĕ. Василий Эктел 2005 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Хăйĕн кăмăлне шута илсе ăна тăван ял масарне пытарнă.
«Хыпар», № 91-92(27524-27525).
16.08.2019.