Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ю. Сементерĕн «Çĕнтерÿ ячĕпе» кĕнеки тухрĕ

11 июня 2020

Ăна совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул, Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă
Поэзи – иксĕлми чĕрĕ çăлкуç. Хăйĕн сиплĕхне, асамлă хăватне пурне те халаллама хатĕр вăл. Ăна йышăнма, чун-чĕрепе туйма пултармалла çеç. Вара пурнăç илемĕ те çĕнĕлле çуталса кайĕ, кулленхи кăмăлсăрлану-пăшăрхану та айккинелле пăрăнĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Сементерĕн «Çĕнтерÿ ячĕпе» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Чăваш халăх поэчĕн çĕнĕ кĕнекине ытти кăларăмсенче пичетленмен сăвăсемпе поэмăсем кĕнĕ. Редакторĕ – В.Н. Алексеев, ÿнерçи – С.А. Бритвина. Тиражĕ – 500 экземпляр.
Кĕнекери сăвăсене тĕрлĕ ярăма пĕрлештернĕ. «Çĕнтерÿ ячĕпе» пайра Аслă Çĕнтерÿ теми тата салтаксен иксĕлми паттăрлăхĕ тĕпре.
Тав сире, салтаксемĕр,
Çăлăнăç патăр пире,
Ирĕклĕх çăлтăрĕ евĕр
Ятăр пурнать тÿпере.
(«Тав сире, салтаксемĕр».)
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьенех хĕн-хур, инкек илсе килнĕ. Тăшман никама та, ниме те шеллемен – ял-хулана çунтарнă, халăха тĕп тăвасшăн ăшталаннă. Ачасем те çитĕннисемпе танах нушине пайтах курнă-тÿснĕ, выçăллă-тутăллă пурăннă, тÿнсе кайиччен ĕçленĕ, пурпĕр ырра шанма пăрахман. Кĕнекен иккĕмĕш – «Вăрçă ачисем» – ярăмĕнчи сăвăсем шăпах вĕсен шăпипе паллаштараççĕ.
Çăнăх çук чух,
Кĕрпе çук чух
Хăй сиплĕхне кÿрет мăян.
Татмашкăн сертепе пултран
Вăрманалла утас пулсан –
Мăян пирĕнпеле ялан.
(«Мăян».)
«Мамай сăртламĕ» поэмăра автор вăрçа хутшăннă поэтсене аса илсе кашнине сăвă халаллать. «Хаклă пиччемĕрсем! Эпĕ хĕл варринче çуралса утма пуçланă вăхăтра эсир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр çапăçăвĕсене кĕрсе кайнă, кам Çурçĕрте, кам Мускав патĕнче, кам кăнтăр енче тăшмана пăшалпа тĕлленĕ, пенĕ, чунăрта кăвар пек хĕрӳ сăвăсем кĕвĕленĕ», – тесе шăрçалать Юрий Семенович. Камсем-ха вĕсем, çамрăклах юнлă вăрçăра пуç хунисем? Иван Викторов, Григорий Калинин, Марк Аттай, Николай Пиктемир, Андрей Петтоки, Василий Васькин тата ытти те. «Сирĕн паттăрлăхăра, сирĕн çынлăхăра, сирĕн чунлăхăра чĕререн сума суса эпĕ çак сăвă ярăмне çыртăм, халĕ ăна сирĕн пĕрлехи сăваплă тăпрăр умне халăхăмăр ячĕпе хуратăп», – тет автор.
Поэзи тусĕсем çавăн пекех «Кĕмĕл хĕлĕх», «Хĕвеллĕ симфони» пайсенчи сăвăсене вуласа киленме пултараççĕ. Лирикăлла хайлавсенче Юрий Сементер паянхи пулăмсен туртăмĕсене тишкерет. Çĕр çавраран тăракан «Салам, Омар Хайям!» поэма тарăн шухăшлăхĕпе илĕртет. Тухăç поэзийĕн туртăмĕпе хĕлхемленнĕскер илемĕпе те тыткăнлать:
Пикеçĕм, туслăх шерпетне уçсам,
Вăл юратушăн пулĕччĕ бальзам,
Кашни çут çăлтăр чĕрене ачашлĕ
Çÿлтен ануçăн ытарми асам.
«Пĕлĕтсем хушшинчи пайăрка» ярăмри çаврасем те рубаи сывлăшĕпех сывлаççĕ:
Сентябрь, çутçанталăк ювелирĕ,
Кăкăр çине сар çулçă тÿмелерĕ.
Кĕр мăнтăрĕн хитре ытамĕнче
Паян эп – ылтăн çăлтăр кавалерĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
«Сувар», № 23(1370).
11.06.20