Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ кӑларӑм (ГТРК "Чувашия")

23 мая 2024

Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе "За Победу! Ҫӗнтерӳшӗн!" ятлӑ сӑвӑсен пуххи кун ҫути курнӑ. Кӗнекепе вулакансене ҫывӑхрах паллаштарас, ӑна халӑхра ытларах сарас тӗллевпе ҫыравҫӑсем тӗл пулусем йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма ҫак кунсенче Йӗпреҫре пахаларӗҫ.

Ҫыравҫӑ-поэтсемпе тӗл пулма районти тӗп библиотекӑна шкул ачисем, вӗрентекенсем, вулавӑшсенче тӑрӑшакансем пуҫтарӑннӑ. "За Победу! Ҫӗнтерӳшӗн!" сӑвӑсен пуххине 50 яхӑн автор произведенийӗсем кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырнӑ. Александр Ильиншӑн ҫарпа патриотизм теми яланах ҫывӑх пулнӑ. Вӑл 12 поэма, 100 ытла сӑвӑ тата сонетсен икӗ ярӑмӗн авторӗ. Ывӑлне ҫар операцийӗнчен кӗтекенскер ҫӗнӗ хайлавсемпе салтаксене хавхалантарма шутланӑ.

Сӑмахӑн вӑйӗ хӑватлӑ тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Вӑл ҫынна ҫунатлантарма, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать. Ҫавӑнпа та кӗнекене пурнӑҫа мухтакан, шанӑҫ ҫуратакан, ҫӗкленӳллӗ произведенисене кӗртнӗ. Украинӑри хирӗҫ-тӑру инкекӗ хӑшпӗр ҫыравҫӑна та пырса ҫапнӑ. Ятарлӑ ҫар операцинче Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер пӗртен пӗр мӑнукне ҫухатнӑ. Галина Антонова салтакӑн амӑшне халалласа савӑ шӑрҫаланӑ.

Кӗнекере чуна хускатакан сӑвӑ нумай. Вӗсен йышӗнче тӗрлӗ тӑрӑхри, вӑл шутра ҫӗнӗ регионсенчи поэтсен сӑввисем те пур. Сӑвӑсен пуххине чиксе ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе ятарласа пӗчӗк калӑпӑшлӑ кӑларнӑ. Ҫитес вӑхӑтра кӗнекесене гуманитари пулӑшӑвӗпе чӑваш салтакӗсем патне ҫитерӗҫ.
Ку вӑл ҫакнашкал иккӗмӗш хӑтлав пулчӗ. Унччен маларх ҫыравҫӑсем Пӑрачкаври вулакансемпе курнӑҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче, ҫавӑн пекех ытти хулапа округра та тӗл пулусем иртмелле.

Диана Иванова, Виктор Степанов

Источник: ГТРК "Чувашия"

Подробнее о книге...