«Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем»
03 августа 2019
Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кăларăма тăван ен илемне сăнласа паракан сăвăсем кĕнĕ. Унăн авторĕ ‒ А. Кручинина сăвăç.
Кĕнеке вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ. Кĕçĕн çулти ачасем валли хатĕрленĕ кăларăмăн тиражĕ ‒ 1000 экземпляр.
Сăвăсене тăватă пая уйăрнă: çуркунне, çулла, кĕркунне, хĕлле. Автор вулакансене çутçанталăкри улшăнусене асăрхама вĕрентет. Чĕрчунсемпе кайăксем, йывăçсемпе тĕмсем, чечек-курăк ‒ йăлтах çутçанталăка пăхăнса пурăнать. Кулленхи пулăмсенче илеме курма, тăван ен хитрелĕхĕпе киленме, ăна упрама пĕлекен çын чăннипех телейлĕ. Кăна мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле.
«Ĕç ялавĕ», Етĕрне районĕн хаçачĕ, № 56(11676).
03.08.2019.