Виталий Станьял: Халапри мар, чӑн пурнӑçриех паха Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кĕнекисене вуласан асра юлни
22 января 2020
Нумаях пулмасть мана виçĕ çилçунатçӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кĕнекисене парнелерĕ. Вĕсене умлӑ-хыçлах вуласа тухрӑм. Унти хĕрарӑмсен сӑнарĕсене виççĕшĕ пĕр-пĕринпе калаçса татӑлнӑ пекех çыхӑнтарса çырса кӑтартнӑ. Пĕринче — çын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмĕ машина айне пулса амансан ирĕк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ çапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрçӑ, виççĕмĕш-тӑватӑмĕшĕнсенче — çылӑха кĕмесĕр юрату тасалӑхĕшĕн тӑракан хĕрсемпе арӑмсем.
Чӑваш хĕрарӑмĕсен ку саманари тĕрлĕ сӑнарĕсене курӑмлӑ сӑрланӑ çыраçӑсемшĕн савӑнтӑм. Литературӑн анлӑ хирне вĕсем çирĕп вӑй-халлӑ ушкӑнпа харӑс тухнӑшӑн хĕпĕртесе, хамӑн татӑк-кĕсĕк шухӑша каласа хӑварас тетĕп.
Елен Нарпин «Хĕл лариччен» (Ш., Чӑв. кĕн. из-ви, 2019.— 190 с.) кĕнекинче пĕр халайпа вунӑ калав пичетленнĕ. «Çӳпçе тĕпĕнчи çылӑх» калавне пĕлтĕр 8-мĕш класӑн вĕренӳ кĕнекине кĕртнĕ.
Чекушкина Елена Петровна (Елен Нарпи, 1969, Елчĕк районĕнче çуралса ӳснĕ), И.Н. Ульянов ячĕллĕ университет доценчĕ, филологи ӑслӑлӑхĕсен кандидачĕ, писатель. Паллӑрах кĕнекисем: «Çумламан йӑран» (2007), «Пӑрлӑ шыври хĕвел пайӑрки» (2014), «Хĕл лариччен». Ӑслӑ та тирпейлĕ пулнӑшӑнах ӑна вĕренсе тухнӑ хыççӑнах чӑваш сӑмахлӑхĕн тĕпелне ĕçлеме хӑварнӑ.
«Хĕл лариччен» халай (повĕç) икĕ пайлӑ. Пĕри — «Арçын», арӑмлӑ, ачаллӑ Серуш, Петров Сергей Васильевич, пĕр фирмӑра ĕçлекен менеджер, варлӑ хĕрарӑм куçĕпе пӑхса ӳкернĕскер, тепри — «Хĕрарӑм», упӑшкипе уйрӑлнӑ Элина Гатамова юрӑçӑ çинчен ӑна ачаранпа юратакан Çеруш тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пани. Тĕнче литературинче пин хут калле-малле тавӑрса пӑхнӑ виçкĕтеслĕ те икхут-виçхут юрату теми ĕнтĕ. Кашни çын, çыравçӑ та вӑл шутрах, тĕнчери юмахсемпе çырлахмасть, хӑй те юмахра пулса курасшӑн. Елен Нарпи юмахĕ хитре, усал мар. Ырӑ шухӑшлӑ вӑл, ача чухнехи пĕрремĕш туйӑмсене мухтаса çырнӑ паянхи поэма теме пулать.
«Элинӑн пĕвĕ-сийĕпе сӑн-сӑпачĕ çеç мар, кĕвĕ тĕнчине парӑннӑ чун-чĕри те вышкайсӑр хитре те ĕçсе тӑранаймп çӑлкуç шывĕ пек таса иккен. Çакӑ вара кӑнттам чĕлхеллĕ те хивре кӑмӑллӑ, юнтарма юратакан Оля çумĕнче çĕрпе пĕлĕт пекех расна курӑнса чунӑма арӑмран пушшех те пистерекен сӑлтавсенчен пĕри пулчĕ пулас» (36 ен). Элинӑн ачалӑхĕ, азербайджан ашшĕпе темиçе çултан тĕл пулни, Çеруша салтака ӑсатни, гастрольте пулнӑран ӑна кĕтсе илме май килменни, ӑслӑ кукамай лӑплантарни тата ытти те — пурне те Нарпи йĕркипе, тирпейлĕ те астаруллӑ çырса кӑтартать. «Сивĕ хĕл ларас вырӑнне евĕк çу каялла çаврӑнса çитнĕ» вӑхӑт хайлав геройĕсемшĕн çеç мар, вулаканшӑн та савӑк.
Çемьери пӑтравлӑ кунсенче Серуш арӑмĕ Оля сыватӑша лекет. «Сергейĕн арӑмне сарӑмсӑр машина çапса кайни сасартӑк тӑна кĕртрĕ-ши мана, е, тен, вĕсен хĕрĕпе, Аринӑпа, тĕл пулни-ши?»
«— Çеруш, — терĕм вара тĕлĕкри майлӑ, — пирĕн текех тĕл пулмалла мар. Санӑн çемье пур... Ют йӑвана салатакан пилсĕр хĕрарӑм пулас килмест ман».
Халая (повĕçе) вуласа тухнӑ хыççӑн вулакана пролога (умĕн каланине) тепĕр хут тишкерсе пӑхма сĕнетĕп. Унта хĕрарӑмпа арçын хутшӑнӑвĕсем пирки пĕтĕмлетсе каланӑ. «Пур çĕрте те шайлашупа килĕшӳ пулмаллине асӑрхаса тӑракан Çӳлхуçа çеç вырӑна лартма пултарать этеме» тенипе эп килĕшместĕп. Çыравçӑ хӑй те турӑ мар, çын хӑй ӑсĕпе-намӑсĕпе тĕрĕс çул суйласа илнине çирĕплетет. Калавĕсене те библи вĕрентĕвĕсене чиксе тултарнӑ. Кĕскен каласан, Елен Нарпи ытахалех хӑйĕн чӑн пурнӑçа, этем чунне тĕрĕс кӑтартакан хайлавĕсенче православи мистикипе хутӑштарать. Ку унӑн калавĕсемпе повеçĕн пахалӑхне чакарать, лайӑх япаласенех ĕлĕкхи журналсенче тухнӑ тĕн халапĕ-юмахĕ шайне антарса лартать. Вара ирĕксĕрех «пурнӑç мар, ребус тейĕн» (187 ен).
Елен Нарпи хĕрарӑмĕсем ӳнер тĕнчинче çаврӑнса пурӑнаççĕ пулсан, Галина Матвеева геройĕ — пир-авӑр комбинатĕнче ĕçлесе вĕренекен хĕрупраç.
Галина Матвееван «Мӑшӑр çунат» (Ш.,Чӑв. кĕн. изд-ви, 2019.— 191 с.) кĕнекине «Пурнӑç пурне те авать» калав (1994) тата 12 сыпӑклӑ «Мӑшӑр çунат» повесть (2017) кĕнĕ.
Матвеева Галина Алексеевна (Галина Ялтра, 1957, Вӑрнар районĕ), журналист, писатель, куçаруçӑ, кĕнекесем пухаканĕ тата тĕременĕ (редакторĕ), Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. Паллӑрах кĕнекисем: «Хамӑркка» (2011), «Чӑваш» (2013) поэма, «Мӑшӑр çунат»). Университетри «Çилçунат» пĕрлешĕвĕн ертӳçи пулнӑ чухне вӑл студентсене Пушкӑртстанри Слакпуçĕнче ту çине шур чулсемпе «Кашлатӑр Иванов вӑрманĕ» тесе çыртарнӑччĕ.
«Мӑшӑр çунат» кĕнекери хайлавсенче чӑваш хĕрĕ-арӑмĕсен ХХ ĕмĕр вĕçĕнчи нушаллӑ-тертлĕ пурнӑçĕ ӳкерĕннĕ.
Калавра хӑй ухмаххипе колоние лекнĕ çӑмӑлттай хĕрарӑм Зина çинчен çамрӑк студентка Аня каласа панӑ. Хĕр пуççӑн ача çуратнӑ Зина пепкине урамри сак çине пӑрахса хӑварать, çакӑншӑн ӑна айӑплаççĕ.
Шура аппа патĕнче хватттерте выртнӑ чухне пĕрререн пĕрре курать Зинӑна, анчах ун историне ĕмĕрлĕхе астуса юлать. Тепре 22 çултан лавкка умĕнче сĕт черетĕнче тӑнӑ чухне палласа илет те ӑна, калаçса каяççĕ. Зина ĕнтĕ пачах урӑх хĕрарӑм. «Пилĕк ача амӑшĕ эпĕ. Çемьеллĕ. Халĕ манӑн пурте йĕркеллĕ. Хама телейлĕ тесе калама та пултаратӑп. Упӑшка слесарь пулса ĕçлет...» Вӑл, хӑй те ача çуртĕнче ӳснĕскер, пӑрахса хӑварнӑ ачана ывӑла илет, лайӑх пӑхать. Тупӑннӑ аслӑ ывӑл ĕнтĕ тахçанах çемьеллĕ, хĕрĕ качча кайнӑ, вӑталӑх ывӑлĕ урӑх хулара вĕренет.
«Пурнӑç пурне те авать, çамрӑк чухне тунӑ йӑнӑш пĕрне хуçать, тепринне — ĕс-тӑнне уçать» тесе вĕçленет калав. Ку шухӑш ыттисен хайлавĕсенче те пур. Елен Нарпи ӑна «Çӳпçе тĕпĕнчи çылӑх» калавĕнче психологизм витĕмĕнче кӑтартнӑ.
«Мӑшӑр çунат» халайри тĕп сӑнар — Шупашкарти пир-авӑр комбинатне Чĕмпĕр облаçĕнчи чӑваш ялĕнчен куçса килнĕ хĕр Нина-Ниниле. Ӑна çул урлӑ каçнӑ чухне машина çапса каять, малашнехи пурнӑçĕ пĕтĕмпех пурнӑçпа вилĕм хушшинче иртет.
«Тӑван чĕлхепе калаçас килни Шупашкара илсе çитерчĕ. Эп саккӑрмĕш класра вĕреннĕ чухне наци шкулĕсене вырӑс чĕлхи çине куçарас тапхӑр пуçланса кайрĕ... Ку нуша çитмен-ха, тӑван чĕлхепе ирĕклĕн калаçма çук иккен. Чӑвашла калаçнине илтсен тӳрех асӑрхаттаратчĕç, ятласа тӑкакан та пурччĕ. Чӑвашла калаçма мар, чӑвашла тӑхӑнма та чарчĕç шкул ачисене» (66 ен).
Шупашкар нуши ялтинчен пĕчĕк мар çав! Кунта çутӑ ĕмĕтлĕ Ниниле ним çук çĕртен (тĕрĕссипе — тискер çынсем таптанӑран!) ĕмĕрлĕхе хуçӑлса-ванса юлать. Çапах та тĕнче усалтан кӑна тӑмасть, унта ырӑ тухтӑрсем те, амӑшĕ, тус-тантӑш, чунтан юратакан çынсем нумай. Вĕсем пулӑшнипех Нина куç курманнисен пĕрлешĕвĕнче кирлĕ çын пулса тӑрать, чун юратнӑ шанчӑклӑ арçынна Аванти Юманова качча тухать, Инкек татах килсе çапать. Авнтие авантюристсем улталаса çуртне сутмалла тӑваççĕ, хӑйне вилĕм умне тӑратаççĕ. Кулянса ӳкмест Нина, Чӑваш наци конгресĕн съездне хутшӑнать. Тухтӑрсем ачине пӑрахма сĕнеççĕ пулсан та, килĕшмест. «Вилетĕп-и, чĕрĕ юлатӑп-и — ачана çурататӑпах». Вулакан та пин тĕрлĕ иккĕленӳллĕ шухӑшпа пӑтранать, анчах Нинилене те, унӑн çуралас пĕчĕк Юмановне те тĕрĕс-тĕкеллĕх сунас килет. Çакӑн чухлĕ асап-нуша витĕр тупнӑ шанӑçа никамӑн та харама кӑларас кӑмӑл тупӑнмĕ.
Марина Карягина хайлавĕсем те геройсене вилĕм хӑрушлӑхĕпе тĕрĕслеççĕ. Мĕн тӑвӑн, самани пирĕн тĕле çавӑн пек килсе тухрĕ пулсан!
Марина Карягинан «Хура тумлӑ арçын» (Шуп., Чӑв. кĕн. изд-ви, 2007. 207 с.) кĕнекинче виçĕ халай (повесть), вунӑ калав.
Карягина Марина Федоровна (1969, Патӑрьел районĕ), талантлӑ тележурналистка, поэт, таврӑнккаçӑ (палиндромист), нумай премисен лауреачĕ. Паллӑрах кĕнекисем: «Хум пӑшӑлтатӑвĕ» (1995), «Тӑваткал тĕлĕксем» (тетралоги, 2002), «На реке Ран» (2007), «Хура тумлӑ арçын». Студент çулĕсенче чӑтса ирттернĕ хура хурлӑха парӑнмасӑр пултарулӑх çулĕпе çирĕп утрĕ, чӑваш культурин ятне аслӑ Раççей умне кӑларма пултарчĕ.
Виçĕ повеçрен пĕрне, тӳрех калам, кĕнеке ятне тухнӑ «Хура тумлӑ арçын» (2001) хайлава, эпĕ ӑнланмарӑм, çавӑнпа савӑнса йышӑнаймарӑм. Халай вунçичĕ вӑрӑм мар сыпӑкран тӑрать, ӑна вулама йывӑр теместĕп, анчах вӑрӑм пуплевсене тата кукӑртнӑ шухӑшлавсене тĕшмĕртсе ларма манӑн вӑй çитмерĕ. «Çын ĕретне çухатрӑм эп сана палланӑранпа. Çын мар ĕнтĕ, чӑнах та — туйӑм ейĕвĕ». Çапла «ейӳре пурӑнакан» хĕрарӑмсем виçĕ кĕнекере те пур, вĕсем пурте тĕнчери шутсӑр нумай «юрату романĕсенчен» чӑваш картишне килсе ӳкнĕ пулмалла та, арçынсем çинчен, юр-пӑр çинчен, çил е хĕвел çинчен, турӑпа шӑпа пирки философиленсех ватӑлаççĕ. Хура тумлӑ арçынна тĕмсĕлсе, «этем ĕретсĕр туйӑмсемпе юратакан пĕр чун», юратнӑ çынна çывӑхран тӳсме пултарайманскер, йĕплĕ кактус ӳстерекенскер, качча каякан Алясенчен (ашшĕн йӑмӑкĕнчен) Альбинӑсенчен (амӑшĕнчен) «пулсаçитнĕлĕх паллисемсĕр» (87 ен) юлнӑ ватӑ хĕрарӑм, ӑслӑлӑх тухтӑрĕ, хӑйне те, ыттисене те «никамтамар» тесе улталанаканскер, выртса юратса курманскер (92), телей кĕтсех хӑйне тӑлӑх юратупа телейлĕ тесе шутлать. Шурӑ тумлӑ хĕрарӑмран (ку вӑл ашшĕпе пĕр варта ӳснĕ йĕкĕреш Аля-мĕн) ӑна вулама кун кĕнеки çеç Атӑл хĕрринче выртса юлать. Халап пекех вĕçленет хайлав: Йĕкĕрешсене «паян манӑн пĕрле пытармалла... пĕр шӑтӑка... тен, Шурӑ тумлӑ аппана çĕртен малтан тӳпе йышӑнса ĕлкĕрнĕ»...
Тӳпе сӑнарĕ «Ялавсӑр тӳпе» (1991) повĕçре Татьяна артистка урлӑ тата уççӑнрах палӑрать. Каллех — кун кĕнеки, Люда Чемоданова студентка çырса пынӑскер. Кунта вара юрату-савӑшу ӳкерчĕксем пурнӑçранах. Ӗлĕкхи философ Фома Аксинскин сисĕмлĕх (интуици) шайĕнче мар. Мĕне тӑрать йӑр-япӑш Василиса студентка, мӑнтӑркка кахал Оксана Сулахай, алла лекнĕ хĕрсен спискине тӑсасшӑн вĕлтĕртетекен Патӑрьел Шишки, хытӑ пуçлӑ Эльмира, унӑн сивĕ сӑмахĕшĕн çакӑнса вилнĕ Петя, тĕлĕкри Виктор. Ку повĕçре — асра юлакан сӑнарсем. Вӑхӑчĕ те — патшалӑхӑн «ялавсӑр тапхӑрĕ», аркану, эксперимент вӑхӑчĕ. Героиня парӑнасшӑн мар: «хулан чи çӳллĕ çурчĕ тӑррине хӑпарса Таса Юрату ялавĕ çакӑп: туй каçĕнче юнланнӑ простынь». Ак сана! Сĕмсĕр Патӑрьел Шишки тапӑнсан Таня çӳлти хутран сиксе хӑтӑлать, Юрату Ялавне упраса хӑварать вӑл, Викторпа пĕрле пулать, çĕршыв çийĕн ирĕклĕ те мӑнаçлӑ ялав вĕлкĕшме тытӑнасса ĕненсе пурӑнать.
Çил-тӑманра пурнӑçшӑн вилĕмпе кĕрешсе тупнӑ иккĕмĕш юрату Ирук хĕрупраçӑн тĕлĕнтермĕшĕ пулать-тӑрать («Иккĕмĕш юрату» халай). Аппӑшĕ патне яла çитме тухнӑскере, çул çинче çухалса кайсан хӑйĕн шкулти пĕрремĕш юратӑвне аса илсе пӑтранакан Иринӑна вокзалта паллашнӑ Олег юлашки вӑй-халпа шӑнса хытасран хӑтарать. «Ӑсатса яр мана аппасем патне, ял хĕрринчи виççĕмĕш çурт, хĕвеле кутӑн. — Мĕн.— тĕлĕнсе хытрĕ каччӑ. Эпĕ шӑпах çавӑнта пурӑнатӑп. Эппин... Манӑн инкен йӑмӑкĕ-и вара эсĕ? Ленӑн йӑмӑкĕ-и?»
О.Генри пекех кĕтмен самантпа вĕçлеме пĕлет хайлавĕсене Марина Карягина. Çакӑ та çыравçӑ ӑсталӑхĕн пĕр енĕ.
* * *
Хĕрарӑм çыравçӑсем çутатса панӑ чӑваш хĕрĕ-арĕ çинчен вуланӑçемĕн çĕр тĕрлĕ шухӑш çуралать. Килĕшмелли те нумай, хӑш-хӑш вырӑнта тавлашас та килет. Ман шутпа, ним тӑхтаса тӑмасӑр ачасемпе яш-кĕрĕме ухмахла вĕлерӳ-çарату е çарапаккалӑх витĕмĕнчен сыхланма вĕрентекен кĕнекесем кирлĕ. Эпĕ вуланӑ повĕçсем шӑпах çавӑн çинчен (вĕсене аслӑ класс ачисем валли кӑларнӑ), анчах ачасене ансатрах хайлавсемпе тӑн памалла-тӑр. Хунав яш-кĕрĕм философийĕ чӑваш халӑхĕн питĕ çирĕп пулнӑ, темшĕн кучух ӑна писатель пуçпа кут-пуç юмахĕпе хуплама тӑрӑшатпӑр. Юрӑхлӑ мар капла!
Чӑваш пӑраснине (прозине) маттур хĕрарӑмсем хӑюллӑн та пултаруллӑн кĕни пур енчен те мухтамалли пулӑм. Вĕсем литература ĕçне тĕплĕ пĕлеççĕ, геройĕсем сӑваплӑ, чĕлхисем таса та пуян, ĕртĕсене (сюжетсене) кукӑртса вулакана астарма та ӑста. Хальлĕхе вĕсен хайлавĕсенче хӑйсен пурнӑçĕнчи пулӑмсемпе сӑнарсем тĕп вырӑнта тӑраççĕ. Паллах, çыравçӑ ĕмĕр тӑршшĕпех хӑй кĕнекине çырать теççĕ. Анчах халӑхри вӑхӑт кӑткӑслӑхне хальлĕхе Ульха Элмен, Галина Матвеева, Марина Карягина кӑшт анлӑрах ярса илнĕ. Елен Нарпие тата кунта асӑнман ыттисене те хӑйсен паттӑр Нарспийĕсемпе Салампийĕсен чун вылявне тĕнчери чӑваш ытамĕнчи ĕçсенче кӑтартма сĕнетĕп — унсӑрӑн халӑха кирлĕ те вӑхӑта çĕнтерекен хайлавсем çуратса пама пулаймĕ.
Виталий Станьял
Чăваш халăх сайчĕ