Викторина ‒ «Çĕнтерÿшĕнпе» пĕрле
17 апреля 2019
«Хыпар» хаçат пуçарнипе республикăра массăллă информаци хатĕрĕсем «Чăваш чĕлхи кунĕсем» пĕрлехи акци ирттереççĕ.
Акци шайĕнче «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕ те викторина ирттерет. Унта хутшăнакансен çак ыйтусем çине хуравламалла:
1. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев чăваш алфавитне миçемĕш çулта хатĕрленĕ?
2. Чăваш чĕлхин кунне миçемĕш çулта паллă тума пуçланă?
3. «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвне Çемен Элкер ятне миçемĕш çулта панă?
4. Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премине илнĕ ентешсенчен кама пĕлетĕр?
5. «Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм, вĕри вутлă çулăм, эсĕ пулăн ху!» Çак йĕркесен авторĕ кам тата çав сăвă мĕн ятлă?
6. Район хаçачĕ хăш çулсенче тата мĕнле ятсемпе тухса тăнă?
Çак ыйтусен хуравĕсене «Çĕнтерÿшĕн» хаçат редакцине çак телефонпа 8(83538) 2-11-95 ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче ирхине 10 сехетрен 12 сехетчен пĕлтерме ыйтатпăр. Шăнкăравласа малтан тĕрĕс хуравсем панă виçĕ çынна «Чăваш журналистикипе пичет энциклопедийĕ» кĕнеке парнелеççĕ.
«Çĕнтерÿшĕн», Йĕпреç район хаçачĕ, № 27(10463).
17.04.2019.