Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Вĕсен кун-çулĕ — «Çулăмлă çулсенче» кăларăмра

31 июля 2019

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсен эшкерне çапса аркатнăранпа кĕçех 75 çул çитет пулин те паттăрсен ĕçĕ-хĕлĕ паян та пирĕн асрах. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Çулăмлă çулсенче» кăларăм шăпах вĕсемпе паллаштарать. Унăн авторĕ — В.Прокопьев публицист, журналист тата тĕпчевçĕ, редакторĕ — О.Федорова. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пирки çырнă вун виçĕ документлă очерк кĕнĕ. Вĕсене фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусемпе кăранташпа чăвашла çырнă дневник йĕркисене, асаилÿсемпе награда хучĕсене, характеристикăсемпе автобиографисене тĕпе хурса хайланă. Кăларăмра çамрăк вулакан рядовой салтаксемпе офицерсем, аслă командирсемпе генералсем çинчен тĕплĕн пĕлĕ. «Вĕсем çарта тĕрлĕ должность йышăннă, анчах пурин те пĕр тĕллев пулнă: хăвăртрах ирсĕр нимĕç фашисчĕсене çапса аркатасчĕ, Совет çĕрне вăрă-хурахран ирĕке кăларасчĕ», — тесе палăртать В.Прокопьев.
Очерксен пуххин пысăк пайне чăваш поэзийĕнче тарăн йĕр хăварнă Кĕçтук Кольцов, Андрей Петтоки /Петухов/, Василий Васькин /Никитин/, Александр Пермяк /Пермяков/ поэтсене халалланă. Вĕсем шăрçаланă çырусемпе паллашма çав тери интереслĕ, кашниех тыткăна илет. Автор стильне упраса хăварнă.
Сăмахран, Кĕçтук Кольцов Екатерина мăшăрĕ патне янă çыруран: «…Ман шутпа, эп санран икĕ хут нумайрах çыратăп, эсĕ вĕт сайра хутра çеç çырам пекки тăватăн. Сансăр пуçне манăн Шупашкара виç-тăватă çын патне, Шăхасана, Вăрнара тата ытти çĕре çырма тивет. Ман пата килекен çĕр çыруран пĕр çыру вăл — ялтан. Тĕнче кулли вĕт!
Ăнланччĕ эсĕ, тархасшăн, çыру фронтра — чи хаклă, чĕрене çывăх тус. Хăть мĕнле самантра та вăл чуна уçса ярать. Аптăранă енне эпĕ тунсăх май Çурçĕр хĕрĕсемпе çыру тăрăх паллашма пикентĕм…»
Красноармейски районĕнчи Шывпуç Чуракасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Василий Васькин поэтăн сăввисем тата еплерех хăватлăн янăраççĕ:
Тăшман тăсрĕ кунта юнлă алă,
Юн ĕçме шуса тухрĕ çĕлен.
Пăшал тыт çапăçма, паттăр халăх,
Тăван çĕршĕн пĕр çын пек çĕклен!
Хаяр вăхăт умра… хула, ялăм,
Çул пуç чĕнчĕ, çĕклен эсĕ кар.
Ирĕк пурнăçшăн тăр, паттăр халăх,
Тăшмана çиçĕм евĕр çунтар!
Чăваш Маресьевĕ тенĕ летчикăн тертлĕ те асаплă кун-çулĕ çинчен чĕрене ыраттармасăр вулаймăн. М.Левицкий летчик ушкăна лекнĕ Калинин фронтĕнчи 39-мĕш çара апат-çимĕçпе, хĕç-пăшалпа тивĕçтернĕ, аманнă салтаксемпе офицерсене иле-иле кайнă. 1942 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнче унăн У-2 кукурузник самолета нимĕçсен зенитчикĕ персе ÿкернĕ…
Хусан кĕпĕрнине кĕрекен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнчи Мăн Вылă салинче /халĕ — Элĕк районĕ/ чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă А.Ефимовăн та сахал мар хура-шур тÿсме тивнĕ: «тыткăна лекнĕ, фашистсенчен тарса Белорусси вăрманĕсенче партизанра çÿренĕ, Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ».
М.Яковлев генерал-лейтенантпа тата В.Михайлов генерал-майорпа Канаш районĕ тивĕçлипех мухтанма пултарать: вăрçă çулĕсенче вĕсем ахаль салтакран пуçласа пысăк çар начальникĕсене çитнĕ, йышлă орден-медале тивĕçнĕ.
«Çĕнтерÿ мĕн тери йывăррăн çитнине, хаяр вăрçă мĕн чухлĕ çамрăкăн ĕмĕт-тĕллевне, пурнăçне татнине кăтартса-астутарсах тăччăр çак очерксем», — тет кĕнекене пухса хатĕрлекен. Яш-кĕрĕм тăнăç пурнăçа хаклама пĕлнинчен пахи мĕн пултăр?
О.АВСТРИЙСКАЯ.
«Хĕрлĕ ялав», Вăрмар районĕн хаçачĕ, № 54(10710).
31.07.2019.