Наци библиотекинчи "Варкӑш" клубра Дмитрий Моисеевӑн ҫӗнӗ кӗнекине хак пачӗҫ (Россия-1 Чувашия)
31 января 2025
Наци библиотекинчи "Варкӑш" клубра ҫамрӑк ҫыравҫӑн "Хуҫасӑр пӳртри сехет сасси" кӗнекине тишкерсе хак пачӗҫ. Кӑларӑма вун пӗр калав кӗнӗ."Варкӑш" литература клубне ытларах ҫамрӑксем ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем, паллах ӗнтӗ, чи малтан хӑйсене кӑсӑклантаракан кӗнекесене тишкереҫҫӗ. Дмитрий Моисеевӑн калав пуххинче - шӑпах паянхи яш-кӗрӗм пурнӑҫӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ. Ӑрусем хушшинчи хутшӑнусем те канӑҫсӑрлантараҫҫӗ автора.
Дмитрийӑн хайлавӗсене хурӑнташлӑ халӑх ҫамрӑкӗсем те хапӑлласа йышӑннӑ-мӗн. Хамӑрӑн паллӑ тӑлмач, Зоя Романова, темиҫе калавне, Сильва Казакова - пӗрне вырӑсла куҫарнӑ.
Ку - ҫамрӑк авторӑн иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ "Ют пахчари хӑмла ҫырли" ятлӑччӗ. Ӗҫтешӗсем Дмитрийӑн чӗлхи сӑнарлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ, ваттисен сӑмахӗсемпе, танлаштарусемпе усӑ курни ӑна пушшех пуянлатать. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ хӑй те тӗрлӗ чӗлхепе ҫыракан тантӑшӗсен калавӗсене куҫарать, вӗсене вӑл хӑй ӗҫленӗ "Хыпар" издательство ҫурчӗн кӑларӑмӗсенче пичетленӗ. Халӗ Дмитрий Моисеев - Чӑваш Республикин медиацентрӗн пуҫлӑхӗ.
Сӑмах май, Моисеевӑн пӗрремӗш кӗнеки кӗске хушӑрах сутӑнса пӗтнӗ. "Хуҫасӑр пӳртри сехет сасси" те лавкка ҫӳлӗкӗ ҫинче вӑрах выртмасса шанас килет. Вулакансем ҫамрӑк ҫыравҫӑран пысӑкрах калӑпӑшлӑ хайлавсем кӗтеҫҫӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов