Валерий Яковлев çинчен — альбом
13 сентября 2019
Чăваш кĕнеке издательстви кăçал федерацин «Раççей культури» тĕллевлĕ программин грантне тивĕçнĕ. Раççей пичечĕ асăннă программăпа уйăракан нухратпа социаллă пĕлтерĕшлĕ литература кăларĕç.
Тĕрлĕ вăхăтра çак çăмăллăхпа усă курса Чăваш кĕнеке издательствинче А.Салминăн «Праздники, обряды и верования чуваш» /2016/, «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки. 3-мĕш том» /2016/, К.Ивановăн «Нарспи» поэми виçĕ чĕлхепе /2018/ тата ытти те кун çути курнă.
Кăçал вара «Моя жизнь театр. Пурнăçăм — театр» кĕнеке-альбомпа «Экологи энциклопедийĕ» валли укçа уйăрĕç. Кĕнекене СССР халăх артисчĕн, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш петшалăх академии драма театрĕн илемлĕх ертÿçин Валерий Яковлевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă. Валерий Николаевич тăван театра професси тата ÿнер енĕпе çĕнĕ шая çĕкленĕ. Унăн пултарулăхĕн никĕсĕнче — халăхăн аваллăх тымарĕсене, йăла-йĕркин илемĕсене типтерлĕ упрасси. Кăларăма хатĕрлекенĕ — Г.Кириллов.
«Экологи энциклопедийĕ» вулакана Чăваш Енĕн çут çанталăк пуянлăĕпе паллаштарĕ. Кăларăма Ф.Карягин хатĕрленĕ.
«Хыпар», № 103-104/27536-27537/.
13.09.2019.