Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Урăхларах кĕнеке

10 июля 2020

Ача-пăча литературин зӳлĕкĕ тепĕр кăларăмпа пуянланчĕ — маттур чăваш ачисем валли Марина Карягинăн «Чĕвĕлти чĕкез чĕппи» кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
Палăртса хăвармалла: кĕнеке ал зырăвĕ ачасемпе замрăксем валли чăвашла зырнă произведенисен 2019 зулхи конкурсĕнче зĕнтернĕ. «Чĕвĕлти чĕкез чĕппи» — ыттисенчен урăхларах кĕнеке, унти сăвăсем пурте пĕр сас паллинчен пузланакан сăмахсенчен тăраззĕ. Пирĕн чĕлхе зав тери пуяннине ĕнентерет», — палăртнă автор «Манăн ытарайми пĕчĕк тусăм!» пайра. Кĕнекене зирĕм тăватă сăвă кĕнĕ. Вĕсенчен пĕринпе сире те паллаштарас килет:
Хĕветĕрсен хĕрĕх хур,
Хĕрĕхĕшĕ — хура хур,
Хăмăртараххи —
Харсăртараххи,
Хăлат хăраххи —
Хăна хур.
Хĕрĕх хурĕ — хăравçă,
Хăна хурĕ — хуралçă.
Сăвăсем хыççăн ыйтусем пур. Вĕсем ачасене шухăшлама хистеззĕ, хайлава лайăхрах ăнланма пулăшаззĕ. Сăмахран, «Хĕрĕх хурпа хуралзи» сăвă хыззăн закнашкал ыйту панă: «Хăна хурĕ килĕнче мар пулин те мĕне пула хĕрĕх хурăн хуралзи пулса тăма пултарнă-ши?»
«Вырăсла пĕлетпĕр, ют зĕршыв чĕлхисене вĕренетпĕр. Тăван чĕлхене хисеплесе зитĕнекен ача Тăван зĕршыва ытларах юратать, ваттисене сума сăвать. Аслисен пилне тивĕз пулса ӳс, манăн пĕчĕк тусăм. Санра — шанчăк! Пысăк пул!» — сĕннĕ Марина Федоровна кĕнеке тусĕсене.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 75-76(27658-27659).
10.07.2020.