«Умра Сăр чикки - хыçра тăван кил» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ (Национальная телерадиокомпания Чувашии)
31 октября 2022
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Умра Сăр чикки – хыçра тăван кил» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Ăна хӳтĕлев чиккисене тума хутшăнакансене халалланă. Кĕнекене тĕрлĕ авторăн хайлавĕсем – сăвăсем, калавсем, поэмăсем, аса илӳсем – кĕнĕ. Кăларăма Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе хатĕрленĕ.
Кĕнеке хаклавĕнче Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» спектакльти пĕр сыпăка кăтартрĕç. Кăларăма кĕнĕ сăвăсене вуларĕç. Çулсем иртнĕ пулин те суран тӳрленмен. Хăрушă вăрçă кашни килех, çемьенех çитнĕ.
АЛЬБИНА ЮРАТУ: «Ман атте Василий сăвăç, вĕрентекен вăрçа хутшăннă. Вăл мана ача чух, çитĕнсен те, паллах, хăйĕн пурнăçĕ çинчен, çавăн пекех вăрçăра епле фашистла Германие хирĕç кĕрешни пирки питĕ тĕплĕ каласа панăччĕ. Çав япаласем мана питĕ хумхатни пирки – чăтаймарăм, тытрăм та çавăн пек хама евĕрлĕ, хамăн чун витĕр кăларса сăвă çыртăм. Çак паттăрлăх темине хускатни. Çак енĕпе питĕ тăрăшса ĕçлени. Хĕрарăмсен канашĕ çак енĕпе сăвă конкурс ирттерсе сăвăсене пĕр çĕре пухса, Кĕнеке издательстви урлă кĕнеке кăларни вăл питĕ пысăк вышкайсăр, питĕ кирлĕ сумлă ĕç тесе шутлатăп эпĕ».
Никама та манман, нимĕн те манăçман. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн юн тăкнă, тылра хастар ĕçленĕ çынсене халласа çырнă кĕнекене 70 яхăн сăвăпа калав кĕртнĕ. 67 авторăн ĕçĕ ку. Вĕсем – шкулта вĕренекенсем, студентсем, воспитательсем, преподавательсем, журналистсем тата, паллах, хӳтĕлев чиккисене хăпартакансен ачисемпе мăнукĕсем.
АНДРЕЙ МОСТАЙКИН: «Пĕлтĕр çак чикĕ хĕрринче ĕçлекен çынсене халалласа, аннене халалласа, юлташĕсене халалласа поэма çырма май килчĕ. Куççуль юхтарсах çыртăм. Питĕ йывăр пулнă. Çимелли нимте пулман. Аннесĕр пуçне вĕсен çемйинче тата 3 шăллĕ пулнă. Ашшĕ вăрçăра, паллах, пулнă, амăшĕ ватăскер. Хăй ĕçлесе илнĕ паёкне – 400 грамм çăкăрне кашни кун 10 километр яла кайса кĕçĕннисене çитернĕ. Паянхи кун та вĕсем Верка пулман пулсан эпир пурнаймастăмăр тесе асăнса макăраççĕ».
«За нами отчий дом. Умра Сăр чикки – хыçра тăван кил» – кĕнекене хаклама килекенсем ăна республикăри шкулсене те илсе çитерме сĕнчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕнекене кĕртнĕ хайлавсем чуна пырса тивнине каларĕ. Çак ĕçе тепĕр çул та тăсма сĕнчĕ.
Источник: http://www.ntrk21.ru/video/58747