Ула йытă
30 мая 2019
Паллă чăваш çыравçин Мария Ухсайăн ачасем валли çырнă хайлавĕсем паянхи куншăн та вырăнлă. Вĕсем ырă чунлă, ĕçчен пулма вĕрентеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшмалли пирки аса илтереççĕ. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Улаçка» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна хĕрĕ Ульха Ухсай пухса хатĕрленĕ.
Кĕнекене «Ташă», «Улаçка», «Ясмăк пĕрчи», «Хăйă çутни» калавсем, «Ирхи сывлăм» юмах тата «Тăрна чăпчăмми» юмах-пьеса кĕнĕ. Вĕсенче автор тавралăх илемне кăтартса парать, ачасене ĕçчен те тăрăшуллă пулмалли пирки асăрхаттарать.
– Анне, эпĕ чипер-и? – тесе ыйтать пĕррехинче амăшĕнчен «Ирхи сывлăм» юмахри Липпа тĕп сăнар.
– Çук, эсĕ пĕртте чипер мар», – тет амăшĕ.
Мĕншĕн капла хуравланă-ха вăл? Çапла каласа хĕрне ирех тăрса ĕçе пуçăнма хăнăхтарасшăн пулнă иккен.
«Хăйă çутни» калавра автор чăвашсем ĕлĕк мĕнлерех пурăннине ачасене ăнланмалла, мăнукĕпе асламăшĕн калаçăвĕ урлă, кăтартса парать:
– Асанне, киле час çитетпĕр-и?
– Хăй çутнă çĕре çитетпĕр, – тет асламăшĕ.
– Мĕншĕн апла калаççĕ?
– Авалранах калаççĕ ку сăмаха. Ĕлĕк электрицă мар, краççын та пулман... – çапларах ÿкерсе парать çамрăклăхне ватă асламăшĕ. Калаври илемлĕ ÿкерчĕк ăна куç умне кăларса тăратма пулăшать.
«Улаçка» калаври тĕп сăнар – вăрçа кайнă хуçине кĕтекен ула йытă. Калав ача ятĕнчен пырать. Ашшĕ вăрçăран киле таврăнасси пирки çырса пĕлтерсен ăна чăтăмсăррăн кĕте пуçлаççĕ килте. «...Эпĕ пăрахут сассине илтмессерен чÿрече умĕнчи пилеш йывăççи çине улăхса уй урлă килекен çул çине пăхатăп», – тет ача. Ăçта-ха ашшĕ? Килме тухнă-ши вăл, çул çинче-ши? Тата Улаçка, хуçине чылай вăхăт курманскер, палласа илейĕ-ши ăна? Куна ачасем кĕнекере тĕплĕнрех вуласа пĕлĕç.
Кăларăм ÿкерчĕксемпе пуян, çыравçă чĕлхи пуян, чĕрĕ, илемлĕ.
«Тантăш», № 21(4639).
30.05.2019.