Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Туслăх хакне уçса парать

26 июля 2019

Пурнăçра çывăх тус пулсан кирек мĕнле йывăрлăха та çăмăллăнах сирсе яма пулать. Анчах чăн-чăн туса тупма тата хаклама пĕлмелле. Мĕнре палăрать-ши вăл? Кун пирки Ордем Гали çырнă «Для чего нужна дружба? Мĕн-ши вăл туслăх?» çĕнĕ кĕнеке асра юлмалла каласа парать. Кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ, ăна икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатĕрленĕ. Чăвашла Ольга Васильева куçарнă, художникĕ – Татьяна Бурдина, редакторĕ – Ольга Федорова.
Кĕнекере вулакансем Ваня тата Лена (пиччĕшĕпе тата йăмăкĕпе), Сережăпа тата Катьăпа (пĕр класра вĕренекенсемпе) паллашĕç. Вĕсене пурне те пĕр-пĕрне хисеплеме, туслăха хаклама пĕлни пĕрлештерет.
Ваня кашни кунах хăйне валли аппаланмалли ĕç тупать, шкула кайман Лена унран шит те хăпмасть. Вăрмана çырлана та пĕрле каяççĕ вĕсем, аслисем сисиччен асламăшĕн арчине те тĕрĕслесе илеççĕ – унта чăваш хĕрарăмĕн капăрлăхĕпе тумĕ упранать – тытса пăхмасăр епле чăтайăн?
Пурнăçра кашнинех ырă юлташ кирлĕ. Шкула çÿреме пуçланă Ленăн та пур вăл. Малтанах ĕмĕтре çеçчĕ-ха: «...Акă ăна асамлă юмахран килнĕ Лель ташша чĕнет. Вĕсем иккĕшĕ çак шăплăхпа, ун кĕввипе киленсе ташă çаврăмне путаççĕ...» Çук, ĕмĕтре кăна мар иккен. Кам-ши унăн пурнăçри Лель текен юлташ? Кăна кĕнекене вуласан пĕлейĕр.
«Мĕн-ши вăл туслăх?» калаври тĕп сăнарăн та – Сережăн – çывăх юлташ пур, Катя ятлă вăл. Вĕсем пĕр класра вĕренеççĕ. Мĕншĕн туслашать-ха вăл вăрăм хĕрлĕ çÿçлĕ хĕрачапа? Кĕтмен çĕртен килсе тухнă инкек кам чăн-чăн тус пулнине тÿрех кăтартса парать иккен. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ арçын ачапа Катя юнашар пулать, ăна сиплемелли тĕлĕнтермĕш эмел тупса паратьĕ Мĕн-ши вăл?
Çакна пĕлме те часрах çĕнĕ кăларăмпа паллашма васкăр.
Л. ЛЕВАЦКАЯ.
«Ялав», Куславкка районĕн хаçачĕ, № 29(9987).
26.07.2019.