Тĕрĕсмарлăхсене тинех тÿрлетнĕ
15 марта 2019
2002 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров Указĕпе Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмпа кĕнекесем кăларассине йĕркеленĕ. Ÿкерчĕксемлĕ, нумай томлă. Унтанпа Элли Юрьев ÿнерçĕ, Петр Егоров архитектор, Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов, Андриян Николаев, Федор Павлов тата ыттисем çинчен тĕплĕн çырса кăларнă кĕнекесем тухса пычĕç.
Çак ярăмра нумаях пулмасть Ф.Н. Козловăн «Братья Турхан: личности и время» кĕнеки кун çути курчĕ. Рецензентсем – В.Г. Родионовпа Л.А. Таймасов профессорсем.
Монографие Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă пĕртăван Турхансен пурнăçне халалланă. Пĕртăвансенчен кашниех – Якку, Энтри, Хĕветĕр – историре, литературăра, фольклористикăра, чиркÿ пурнăçĕнче паллă йĕр хăварнă, наци литературинче уйрăм жанрсене пуçараканĕсем пулнă, анчах обществăлла-политикăлла лару-тăрăва пула манăçа тухнă.
Кĕнеке виçĕ пайран тăрать: вĕсенчен кашниех уйрăм пĕртăванăн пурнăçне кĕскен уçса парать. Пĕрремĕш пай «Яков – Якку. Творчество и жизнь» ятлă, Турхансенчен аслин пурнăçне çутатать. Унăн ачалăхĕ, учительте ĕçлени, наци сăмахлăхĕпе кăсăкланса тăван тавралăхра фольклор пуçтарнине кĕскен уçса панă унта. Пултарулăхне, уйрăмах куçару ĕçне, сăнарланă, поэт-учителĕн наци литературин аталанăвĕнчи поэтикăлла эткерлĕхне хак панă. Тĕн тематикипе сăвăсем çырас кăсăклăхне уйрăм палăртса хăварнă. Якку тĕслĕхĕпе чăваш интеллигенцийĕн пĕр пайĕ тăван халăха çутта кăларма пулăшассипе пĕрлех халăхра православи тĕнне çирĕплетес тĕллевпе священнике тухни пирки каласа кăтартнă. Чиркÿре вăл хăйне «контрреволюци» статйипе айăпласа аретслесе Çурçĕре яричченех ĕçленĕ. Унта ăна тепре арестленĕ, персе пăрахнă.
Иккĕмĕш пай «Андрей – Энтри. Жизнь как творчество» ятлăскер, кĕçĕн шăллĕн пурнăçĕпе пултарулăхне уçать. Ача чухнехи çулсемех сăнарăн хăй тĕллĕнлĕхлĕ максимализмне палăртаççĕ, пĕр хĕрринчен тепĕрне куçса ылмашăнса пынине кăтартаççĕ. Яшлăхра ку максимализм Энтрие 1905 çулхи октябрьти революциллĕ пулăмсене хутшăнасси, каярах çакăншăн учительсен семинарийĕнчен кăларса ярасси патне илсе çитернĕ.
Семинарире вĕреннĕ вăхăтра Энтри литература ĕçне кÿлĕннĕ, вăл вăхăтри хайлавсем ытларах хирĕçлевлĕ унăн. Çакă пиччĕшĕсен пултарулăх эткерĕнчен пачах та уйрăлса тăрать. Çавăнпа пĕрлех Энтри поэзийĕнчи тĕп лейтмотив – Тăван çĕршыв çинчен шухăшлани, çуралнă тăрăхшăн тунсăхлани ăна пиччĕшĕсемпе çывăхлатать.
«Хирĕçлев» – Энтрин пурнăç çулне тĕп-тĕрĕс сăнласа паракан сăмах. Кĕске вăхăт А.В. Турхан учительте ĕçлет, анчах унăн «революцилле ĕçĕсем» çинчен панă çăхава пула шкултан тухса кайма тивет. Хресчен хуçалăхĕпе пурăнасшăн пулать, шăпа ăна тĕн сукмакĕ çине кăларать. Хусанти тĕн академийĕ çумĕнче икĕ çул вĕреннĕ хыççăн вăл темиçе çул Чăваш Ен тулашĕнче тĕрлĕ прихутсенче ĕçлет. Анчах ку ĕçре те вăл хăйĕн «новаторла» ĕмĕчĕсене пурнăçлама пуçлать, прихутăн тĕн пурнăçне «Христосăн коммунистла идейисемпе çыхăнтарма» хăтланать. Çакăншăн ăна ĕçрен хăтараççĕ, нерв чирĕпе чирлĕ тесе йышăнаççĕ, икĕ çул унăн тĕрлĕ невропатологсем патне çÿресе сипленме тивет. Çак вăхăтра та вăл сăвă çырас ĕçре пысăк активлăх кăтартать, Тăван çĕршывшăн тунсăхлани пирки сăвăсем калăплать.
1916 çулта унăн чиркĕве таврăнма май килет, каллех Тăван çĕршыв тулашĕнче. Пушкăрт çĕрĕнче. Революци хыççăн унăн пурнăçĕ хăвăрт ылмашăнса пырать, ĕç, пурăнакан вырăнĕсене тăтăшах улăштарать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче вăл Шупашкара куçса килет, патшалăх ĕç вырăнĕнче вăй хурать, унтан каллех учителе куçать. Учительте 1937 çулчченех ĕçлет. «Буржуази националисчĕ» тесе айăпласа ĕçрен кăларса янă хыççăн И.В. Сталин патне çыру çырать. Çакă ăна ытларах айăплассинчен хăтарса хăварнă. Тăван тăрăха таврăнса пенсие тухичченех учительте тăрăшать вăл.
Виççĕмĕш пай «Федор – Хветĕр. Жизнь и творчество» ятлă. Унăн пурнăçĕ ыттисенни пек вăйлă пăрăнăçсем тумасть, ансатрах. Биографийĕ çиелтен пăхсан питĕ ансат пек туйăнсан та, Хĕветĕр Турханăн сăвă эткерлĕхĕ наци литературин пĕтĕмĕшле аталанăвĕнче питĕ паха вырăн йышăнать. Кĕнекере поэт пултарулăхĕнчи тĕп ăнлавсен характеристикине панă.
Хăйĕн тĕпчевĕнче Ф.Козлов творчество интеллигенцийĕн XIX–XX ĕмĕрсен чиккинчи тата XX ĕмĕрĕн пирвайхи вунă çуллăхĕсенчи ĕçĕнчи чăваш халăхĕн этникăлла ăнланулăхĕ аталанса йĕркеленнин пайĕ пулса тăнă идеологилле лайăх тĕслĕхсене тупса палăртнă.
Çаксем пурте хальхи вăхăтра, наци пĕрпеклĕхне шыранă тата тăван халăхăн аваллăхĕпе кăсăкланасси ÿссе пынă тапхăрта питĕ кирлĕ те паха.
Козлов Турхансем пирки маларах тунă тĕпчевсенче, библиографи словарĕсенче, энциклопедисенче тунă йăнăшсене тÿрлетнĕ. Сăмахран, Турхан Яккăвĕ хăçан тата ăçта вилнине тĕрĕс çырнă, Турхан Хĕветĕрĕ чиркÿ çынни пулманнине, Энтри Православин автокефальлĕ чăваш наци чиркĕвĕн деятелĕсемпе хутшăнманнине çирĕплетнĕ, Хĕветĕр вилнĕ куна тÿрлетнĕ.
Çак ĕçсене пурне те архив хучĕсене тата пичетленĕ çăлкуçсене тишкерсе, поэтсен çывăх тăванĕсемпе калаçса, вĕсен çемье архивĕсемпе паллашса, çĕрщывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ФСБ органĕсемпе çыру çÿретсе пурнăçланă.
Евгений ТУРХАН, журналист, çыравçă,
Митта Ваçлей, Алексей Талвир,
Кашкар Махмучĕ, Сажида Сулейманова
ячĕсемлĕ литература премийĕсен лауреачĕ.
«Сувар», № 10(1306).
15.03.2019.