Тĕрĕк халăхĕсен юмахĕсем – чăвашла
21 марта 2021
Кашни халăхăн – хăйĕн историйĕпе тавра курăмĕ, аталанăвĕ, çакă халăх пултарулăхĕнче те – юмахсенче – аван курăнать. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахĕсем» кăларăм кун çути курчĕ. Кĕнекене Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Татьяна Бурдина.
Юмахсен пуххине чăваш, тутар, пушкăрт, алтай, якут, казах, азербайджан, узбек, кăркăс, туркмен, турккă халăх юмахĕсем кĕнĕ. Кĕнекене икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ – вырăсла тата чăвашла. Хайлавсем ĕçчен, таса чунлă та ырă пулма вĕрентеççĕ, кирек мĕнле усал ĕç тăваканăн та шалчи тулатех тесе асăрхаттараççĕ.
Вулакансем чăвашсен паттăрĕпе Чеменпе паллашĕç, тутар халăхĕн «Зилян» юмахне вуласа мĕншĕн амăшĕ капăр халата виçĕ ывăлĕнчен хăшне парнелемеллине пĕлмесĕр шухăша кайнине тĕпчĕç...
Кĕнекере арăслан вăкăрсемпе туслашать. Анчах мĕнпе вĕçленĕ-ха ку туслăх?
Ачасем юмахсенчи тĕп шухăша ăша хывасса шанас килет.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
«Тантăш», 11(4629) №.
21.03.2019.