Тĕрĕк халăхĕсен юмахĕсем – чăвашла
15 марта 2019
Кашни халăхăн хăйĕн историйĕпе тавракурăмĕ, аталанăвĕ, çакă халăх пултарулăхĕнче те – юмахсенче – аван курăнать. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Сказки тюркских народов. Туссен юмахĕсем» кăларăм кун çути курчĕ. Кĕнекене Ольга Федорова пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Татьяна Бурдина.
Çĕнĕ юмахсен пуххине тĕрĕк халăхĕсен юмахĕсем кĕнĕ. «...Тĕрĕк халăхĕсен ушкăнĕ чи авалхисен шутне кĕрет, тăхăмĕсем – ăрăвĕсем – тĕнчипех сарăлнă», – тесе палăртнă кĕнеке умсăмахĕнче. Чăвашсем тĕрĕк халăхĕ йышне кĕреççĕ, тутарсем, пушкăртсем, якутсем, казахсем тата ыттисем те унпа хурăнташлă. Кĕнекене икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – хатĕрленĕ. Чăвашла Ольга Васильева куçарнă. Пĕтĕмпе 11 юмах кĕнĕ унта. Юмахсен пуххине чăваш, тутар, пушкăрт, алтай, якут, казах, азербайджан, узбек, кăркăс, туркмен, турккă халăх юмахĕсем кĕнĕ. Вĕсем ĕçчен, таса чунлă та ырă пулма вĕрентеççĕ, кирек мĕнле усал ĕç тăваканăн та шалчи тулатех тесе асăрхаттараççĕ.
Вулакансем чăвашсен паттăрĕпе Чеменпе паллашĕç, тутар халăхĕн «Зилян» юмахне вуласа мĕншĕн амăшĕ капăр халата виçĕ ывăлĕнчен хăшне парнелемеллине пĕлмесĕр шухăша кайнине пĕлĕç. Пушкăрт халăх юмахĕ Алп паттăр пирки каласа парĕ, якутсен юмахĕ туслăха мĕнле тупма май пуррине кăтартĕ. Ку çеç те мар. Вулакансем казах халăхĕн юмахне вуласа тĕп сăнара пурнăçра пулăшса пыракан виçĕ канаш çинчен пĕлĕç.
«Уйăх çинчи хĕр» чăваш халăх юмахне пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çĕр варринче шыв патне кайнă хĕр усалсенчен, хĕрхенме пĕлмен ама çуринчен хăтăлас тесе уйăхран пулăшу ыйтать, лешĕ ăна хăй патне илет. Тĕрĕк халăхĕ хушшинче çак сюжет анлă сарăлнă иккен. Ку кĕнекере кăркăссен юмахне кĕртнĕ – «Хĕрачапа уйăх» ятлă вăл.
Туслă та тату пурăннине нимĕн те çитмест текен шухăш туркмен халăхĕн «Виçĕ вăкăр» ятлă юмахĕнче палăрать. Пĕр килте ÿснĕ виçĕ вăкăр ĕçрен хăраса вăрмана тухса тараççĕ. Чăнах ĕнтĕ, тĕреклĕскерсенчен арăслансем те хăраççĕ. Нимĕн те çĕнеймĕ пулĕ вĕсене. Çук иккен.
«...– Вунă арăслана çĕнтертĕм те санран, пĕчченрен, хăратпăр тетĕн-и?» – тĕлĕнеççĕ Вăкăрсем ăнсăртран курăк хушшинче пĕр арăслана курсан.
– Сире тапăнма тетĕн-ха эс, – кĕлмĕçленме пуçланă арăслан. – Вĕсем мана хăйсен ушкăнĕнчен хăваласа кăларса ячĕç. Эпĕ айван та сунара çÿреме пĕлмен арăслан терĕç. Йĕрĕнмесен мана, телейсĕрскере, эсир хăвăр ушкăна илсемĕрччĕ, эпĕ сирĕншĕн тăваттăмĕш тăван пулăп».
Çапларах туслашать вăкăрсемпе арăслан. Анчах мĕнпе вĕçленĕ-ха ку туслăх?
Кĕнекене «Ăста алăсем» турккă халăх юмахĕ те кĕнĕ. Илемлĕ те чипер хĕр пĕччен тăрса юлать, ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕрет. Анчах «чунри суранран вилмеççĕ, ăна вăхăт тата тÿсĕмлĕх çеç ирттерсе ярать» тет халапçă.
Чăнах та, кĕçех чипер хĕр ырă та ĕçчен çынна качча тухать, çемьере килĕшÿ те юрату хуçаланать. Эх, шел нумайлăха мар. Ачашласа ÿстернĕ хĕр ĕç тĕлне пĕлмен иккен. Çакна кура упăшки те кăмăлсăрланма пуçланă. Çапла пулмасăр: килĕ-çурчĕ таса мар, кил хуçи ĕçрен таврăннă çĕре апатне те пĕçерсе хуман. Кам пулăшĕ-ши мĕскĕн хĕре? Куна кĕнекене вуласа пĕлĕç ачасем, вĕсем юмахри тĕп шухăша ăша хывасса та шанас килет.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
«Сувар», № 10(1306).
15.03.2019.