Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тĕне ĕненекенсем валли

21 марта 2021

Пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Аслă типĕ - Иисус Христос Туррăмăр ячĕпе тытакан типĕ - пуçланчĕ. Вăл ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен тăсăлĕ. Сăваплă çак кунсенче çăмарта, сĕт-турăх тата аш-какай çиме тăхтамалла. Çапах та ку тапхăрта сĕтел çинче мĕнле çимĕç ларни пирки кăна мар, чун апачĕ çинчен те шухăшлама манмалла мар. Типĕ вăхăтĕнче ÿкĕнсе çылăхсенчен тасалма, наянлăхпа вĕчĕрхенÿрен тата ытти усал йăларан хăтăлма, пĕр-пĕрне каçарма, пулăшма тăрăшмалла, усăллă кĕнекесем вуламалла. Ĕненĕве сăмахпа кăна мар, ырă ĕçсемпе те çирĕплетмелле-çке.
Православи тĕнне ĕненекенсем валли Чăваш кĕнеке издательствинче чăвашла «Кĕлĕ кĕнеки. Туррăн Таса Ÿчĕпе Юнне ăша илмелли йĕрке» (Канонник. Правило ко святому причащению) кăларăм кун çути курчĕ. Вăл Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава пиллĕхĕпе пичетленсе тухнă. Ăна пухса хатĕрлекенĕ тата куçаруçи - В.Г. Григорьев, редакторĕсем - В.Г. Григорьев, В.Н. Алексеев. Тиражĕ - 2000 экземпляр.
Кĕнекене канонсем, акафистсем, кĕлĕсем, тропарьсемпе кондаксем кĕнĕ, кĕлтумалли йĕркесене çырса кăтартнă. Унпа килте кунсерен кĕлтунă чухне те усă курма юрать, мĕншĕн тесен çывăрас умĕн вуламалли тата ирхи кĕлĕсене те кĕртнĕ кунта. Кăларăма хатĕрленĕ чух çак кĕнекесемпе усă курнă: «Правило ко святому причащению» (Мускав Патриархачĕ, Мускав, 1993), «Сехет кĕллисемпе канонсен кĕнеки» (Шупашкар, 1991).
«Кĕлĕ кĕнеки. Туррăн Таса Ÿчĕпе Юнне ăша илмелли йĕрке» кĕнекере вулакансем çак канонсене тупма пултараççĕ: савăнăçлă Иисус Христоса, Туррăн Таса Амăшне, çынна сыхласа усракан Ангела, Ÿтсĕр Ангелсене, Турă Умĕн Килнĕ святой Иоана, Туррăн Таса Амăшне (Одигитрия), святой Апостолсене, святой Николай аттемĕре, Христосăн Чĕрĕ Тăвакан таса Хĕресне тата ыт. те. Ирсĕрленнинчен кĕлтуса тасалмалли йĕркепе те паллашма май пур. Усал сывлăшăн астаракан тĕлĕкне курсан этем ирсĕрленме пултарать. Ун пек чухне вăрансан пит хăвăрт тăмалла та чунтанах ÿкĕнсе, пуççапса Турра йăлăнмалла тесе вĕрентет кăларăм. Тĕлĕкре асса ирсĕрленесси тĕрлĕ сăлтавпа пулса иртет: çывăх çыннăн çылăхне айăп туса калаçсассăн (шухăшласа çÿресессĕн), мăнкăмăлланса пурăнсассăн, апата виçине пĕлмесĕр ĕçсе çисессĕн, ÿт-пÿ вăйсăрланса кайнăран, астаракан кинофильм е телевизор пăхнăран... Чирлĕ е вилнĕ çыншăн вуламалли канонсем те пур кĕнекере.
О. АВСТРИЙСКАЯ.
«Ялав», Куславкка район хаçачĕ, 11(9969) №.
22.03.2019.