Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем — ав епле иккен вĕсем!

09 августа 2019

Чăваш кĕнеке издательствинче çулсеренех ачасем валли нумай илемлĕ кăларăм пичетленсе тухать: сăвви, калавĕ, юмахĕ, повеçĕ… Чылай чухне хайлавсенчи тĕп сăнарсем — чĕрчунсем. Пĕчĕк вулакансем вĕсене шеллеççĕ те, юратаççĕ те, усаллисене вара сивлеççĕ. Анчах çак чĕрчунсем çут çанталăкра мĕнлерех-ши? Кун çинчен каласа паракан кĕнекесем, уйрăмах чăвашлисем, шутлă кăна.
Нумаях пулмасть вĕсен йышĕ çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ: Чăваш кĕнеке издательствин «кăмакинчен» Владимир Степанов журналистăн тата çыравçăн «Удивительные животные Чувашии. Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем» ятлă кĕнеке «пиçсе тухрĕ». Ăна вăтам çулхи шкул ачисем валли икĕ чĕлхепе — вырăсла тата чăвашла — çырса хатĕрленĕ. Аслисене те вулама кăсăклă пуласси пĕртте иккĕлентермест.
Кĕнеке редакторĕ — Ольга Федорова, ÿнерçи — Дмитрий Литаврин.
Очерксен пуххи Чăваш çĕрĕнче тĕл пулакан вунă хăйне евĕр чĕрчунпа паллаштарать. «Пирĕн тăрăхра пысăк тискер кайăксем çук — çакă Чăваш Енри чĕрчун тĕнчин хăйне евĕрлĕхĕ. Вĕсем çынран пĕчĕк, хăшĕсем çеç — пăши, упа, кашкăр — шултра. Анчах вĕсем йышлă мар, çавăнпа çăткăнсемпе çут çанталăкра куçа-куçăн тĕл пулма май сахал. Çыншăн чĕрчунсем усал мар, пачах урăхла — этем вĕсемшĕн хăрушăрах», — çапларах палăртса хăварать автор ум сăмахра.
Малтанах вулакан «тÿпе хуçипе» паллашĕ. Мĕнле кайăк-ши вăл, çавăн пек илемлĕ ята тивĕçнĕскер? «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче автор шур хÿреллĕ мăн кайăкпа /вырăсла «орлан-белохвост»/ тĕл пулнă иккен: «Çунаттисем тем сарлакăш, дельтаплан тейĕн». Владимир Степанов кайăк хăйне евĕрлĕхне, унăн пурнăç йĕркине туллин уçса панă, çак кайăкпа çыхăннă интереслĕ самантсене илсе кăтартнă.
Кĕнекене малалла уçатпăр: вулакан çине тепĕр чĕрчун тинкерет — шурлăх тимĕр шапи иккен вăл. «Нивушлĕ Чăваш Енре çак чĕрчуна тупма пулать-ши?» — тейĕ тепри. Кун пирки вара çыравçă çапла калать: «Справочниксем те Атăлçире çак чĕрчун Мари Эл, Пушкăрт республикисенче, Самар, Саратов тата Аçтăрхан облаçĕсенче тĕл пулнине çеç кăтартаççĕ, Чăваш Ен пирки шарламаççĕ те. Тимĕр шапа кĕлеткине Комсомольски тавра пĕлÿ музейĕнче курма пулать».
Хă çулĕпе васкамасăр утакан тимĕр шапа пурнăçĕ те питĕ интереслĕ иккен, куна çыравçă питĕ ĕненмелле сăнласа панă. Анчах эмусшăн /шурлăх тимр шапине тепĕр майлă çапла калаççĕ иккен/ пысăк хăрушлăх килсе çитме пултарать. Мĕнли-ши — кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Ачасенчен кам та пулин йăпара курнă-ши? Ун пек маттурсем нумаях та мар пек туйăнать. Кĕнеке авторĕ те ăна ăнсăртран тĕл пулнă. «Чĕрчунăн сăмси вăрăм, хобот пекех. Ăна шыва чикнĕ те сывлăш кăларса пакăртаттарса çыран хĕррине пырать, шыва сĕрсе-сăрхăнтарса тем шырать… Йăпар пулчĕ ку, пирĕн тăрăхри сĕм авалхи чĕрчун… Тепре анса пăхас-ха терĕм хайхи юлташа. Анчах тем пек шырасан та ниçта та курăнмарĕ вăл, сасси те илтĕнмерĕ». Çак чĕрчун çĕр çинче 30 миллион çул ытла пурăнать иккен. Йăпарпа паллаштаракан очерка вуласа вăл Чăваш Республикинче ăçтарах тĕл пулнине те пĕлме пулать. Курсан вара — ан кÿрентерĕр.
«Нумайăшĕшĕн çĕлен — вăрттăн та хăрушă чĕрчун», — тепĕр очеркри çак йĕркесемпе ниепле те килĕшмесĕр май çук. Кĕнеке авторĕ те çак шухăша сивлемест, çапах та çĕлен пирки питĕ хăйне май каласа парать. Кăларăмра В. Степанов икĕ çĕленпе паллаштарать: пĕри — хура çĕлен, тепри — пăхăр çĕлен /коронелла/. «Коронелла — пирĕн тăрăхри чи вăйлă çĕлен. Ăна хÿри вĕçĕнчен тытса çĕклесен вăл хăвăрт авăнса илсе çынна аллинчен çыртаять. Кунашкал фокуса хурăн пуçлă çĕлен, хура пуçлă çĕлен те тăваймаççĕ». Çавăн пек тĕлĕнтермĕш чĕрчун иккен вăл! Ăнсăртран сăхрĕ тĕк наркăмăшĕ çыншăн сиенлĕ-ши? Ку çĕлене ыттисенчен мĕнле уйăрмалла? Ыйтусем çине пăхăр çĕлене халалланă очеркра хурав тупма пулать.
Страницăсене малалла уçатпăр. Ку тата мĕнле чĕрчун-ши? «Çурăмĕ çинче ун — пÿрне чĕрни пысăкăш хуп-панцирь, хырăмĕ енче вара темĕн чухлĕ ури тата сули çилхе пекех усăнса тăраççĕ. Хÿри юплĕ, сăнă пекех». Кунта сăмах виçĕ куçлă юп-хÿре /вырăсла «щитень»/ пирки пырать иккен. Унăн виççĕмĕш куç евĕр орган пур, урисен шучĕ 70 мăшăра та çитет-мĕн! Çакăн пек тĕлĕнтермĕш çинчен вуламасăр ăçтан чăтайăн? Чим-ха, илемлĕ Чăваш çĕрне мĕнле майпа лекнĕ-ха куп урне те хăратма пултаракан чĕрчун? Унăн пурнăçĕ йĕркине те асра юлмалла çырса кăтартнă.
Пуян кăларăм «хура рыцарь» пурнăçне уçса паракан очеркпа вĕçленет. Хура рыцарь тесе автор йывăç кăткине калать, ун çинчен те интереслĕ фактсене илсе кăтартать. Сăмахран: «Вăл сăпса сăхнинчен 30 хут ытларах ыраттарса çыртать, ыратни вара талăкран тин иртсе каять».
Унсăр пуçне кăларăм упа нăррипе, хĕрленкĕпе тата сăрă улăппа паллаштарать. Мĕнсем-ши вĕсем? Вулăр — йăлтах пĕлĕр.
Автор кĕнекене çăмăл чĕлхепе çырнă, кашни страница чĕрчунсен ÿкерчĕкĕсемпе пуян. Çапах та, тем пек интереслĕ пулсан та, кĕнекене васкамасăр вулама сĕнес килет: кашни кун пĕрер очеркпа паллашсан ача пуçĕ пăтрашăнса каймĕ. Хаклава çыравçă сăмахĕсемпе вĕçлес килет: «Чĕрчунсен йышĕнче усаллисем те, ыррисем те çук — вĕсем çут çанталăк панă вăйсене пăхăнса пурăнаççĕ, кашни тĕсĕ хăйне евĕр. Чĕрчунсемпе ÿсен-тăрансем пулмасан пирĕн планета пĕтет — çакна яланах асра тытăр».
Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.
«Халăх шкулĕ», № 4. 2019.