Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тăван ен илемне сăнлать

16 августа 2019

Çу вăхăчĕн икĕ уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Халĕ - пуян çурла уйăхĕ, умра - ылтăн кĕркунне. Вĕсем ăшă та хаваслă пуласса, кăсăклă пулăмсемпе асра юласса пурте шанаççĕ. Анчах тăтăшах çумăр лÿшкесен те кулянма ан васкăр. Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ.
Çуркунне çитсен мĕнпур çĕр-шыв чĕрĕлет. Çулла хĕвеллĕ кунсем пиллет. Кĕркунне сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕссемпе куçа илĕртет. Хĕлле вара уй-хирпеле вăрмансене, ялсемпе хуласене кăпăшка юрпа хуплать. Тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кăларăма шăпах тăван ен илемне сăнласа паракан сăвăсем кĕнĕ. Унăн авторĕ - Алимпиада Кручинина сăвăç. Кĕнеке вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ. Авторăн сăввисене чăвашла куçараканĕ - Юрий Сементер чăваш халăх çыравçи, ÿнерçи - Екатерина Васильева, редакторĕ - Ольга Иванова.
Сăвăсене тăватă пая уйăрнă: çуркунне, çулла, кĕркунне, хĕлле. Çулталăкăн кашни вăхăтне юратса та хумханса сăнласа парать Алимпиада Кручинина. Автор вулакансене çутçанталăкри улшăнусене асăрхама вĕрентет:
Кур: татах та симĕсленчĕç
Хурăнсем, хырсем,
Çÿлелле хуллен çĕкленчĕç
Çамрăк хунавсем.

Ирсерен кăшт сивĕ пур пек,
Шурă тăм ÿкет,
Кулленех çанталăк пурпĕр
Ăшшăн чĕрĕлет...
(«Çуркунне».)
Çулла уйсемпе хирсем çине епле киленсе пăхмăн тата. Улăхсемпе çарансем кавир евĕр туйăнаççĕ. Кĕркуннене те тимлĕх уйăрмасăр май çук:
Çулăм евĕр хĕмленеççĕ
Пилешсен сапакисем,
Шĕл кăвар пекех çиçеççĕ
Палансен çупкăмĕсем.
(«Кĕрхи тĕссем».)
Хĕллене асăнмасăр мĕнле иртĕн. Шурă юр акăш мамăкĕ евĕр вĕлкĕшет, «Йăл та йăл çиçсе илет хĕм кăларнă евĕр», тепре пăхсан «Шур лĕпĕшсем, шур лĕпĕшсем анаççĕ тÿперен»...
Алимпиада Петровнăн сăввисенче çутçанталăк илемлĕ ÿкерчĕк кăна мар, чĕрĕ сăнар. Сăмахран, çуркунне пирĕн ума утмăлтурат куçлă, пăчăр-пăчăр кук тĕрриллĕ, шăнкăр-шăнкăр уçă саслă хĕрача евĕр тухса тăрать. Çил ачи е сăмах хушасшăн, е пуçне вăрттăн çĕклесе пăхать те чупса тарать, унтан уçă кантăкран пÿртех шăвăнса кĕрет. Хыр вăрманĕ тĕлĕрет. Хĕл Мучи вара Çил-тăманпа сăмахлать.
Чĕрчунсемпе кайăксем, йывăçсемпе тĕмсем, чечек-курăк - йăлтах çутçанталăка пăхăнса пурăнать. Çут тĕнчере пĕтĕмпех çураçуллă та çыпăçуллă. Кашни сăвă вулакана çак чăнлăха систересшĕн тейĕн. Кулленхи пулăмсенче илеме курма, тăван ен хитрелĕхĕпе киленме, ăна упрама пĕлекен çын чăннипех телейлĕ. Куна мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле. Алимпиада Кручининăн «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кĕнеки ку пархатарлă ĕçре шанчăклă тус пулма тивĕçлĕ.
О. АВСТРИЙСКАЯ.
«Ялав», Куславкка районĕн хаçачĕ, № 32(9990).
16.08.2019.