Тăван ен илемне сăнлакан кĕнеке
03 августа 2019
Çу вăхăчĕн икĕ уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Умра - пуян çурла уйăхĕ тата ылтăн кĕркунне. Вĕсем ăшă та хаваслă пуласса, кăсăклă пулăмсемпе асра юласса пурте шанаççĕ. Анчах тăтăшах çумăр лÿшкесен те кулянма ан васкăр. Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ.
Çуркунне çитсен мĕнпур çĕршыв чĕрĕлет. Çулла хĕвеллĕ кунсем пиллет. Кĕркунне сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕссемпе куçа илĕртет. Хĕлле вара уй-хирпеле вăрмансене, ялсемпе хуласене кăпăшка юрпа хуплать. Тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кăларăма шăпах тăван ен илемне сăнласа паракан сăвăсем кĕнĕ. Ăна кĕçĕн çулти ачасем валли хатĕрленĕ. Унăн авторĕ ‒ Алимпиада Кручинина сăвăç. Кĕнеке вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ. Авторăн сăввисене чăвашла куçараканĕ ‒ Юрий Сементер чăваш халăх çыравçи.
Алимпиада Петровнăн сăввисенче çутçанталăк илемлĕ ÿкерчĕк кăна мар, чĕрĕ сăнар. Сăмахран, çуркунне пирĕн ума утмăлтурат куçлă, пăчăр-пăчăр кук тĕрриллĕ, шăнкăр-шăнкăр уçă саслă хĕрача евĕр тухса тăрать. Çил ачи е сăмах хушасшăн, е пуçне вăрттăн çĕклесе пăхать те чупса тарать, унтан уçă кантăкран пÿртех шăвăнса кĕрет. Хыр вăрманĕ тĕлĕрет. Хĕл Мучи вара Çил-тăманпа сăмахлать.
Чĕрчунсемпе кайăксем, йывăçсемпе тĕмсем, чечек-курăк ‒ йăлтах çутçанталăка пăхăнса пурăнать. Кашни сăвă вулакана çак чăнлăха систересшĕн тейĕн. Кулленхи пулăмсенче илеме курма, тăван ен хитрелĕхĕпе киленме, ăна упрама пĕлекен çын чăннипех телейлĕ. Çакна мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле. Алимпиада Кручининăн «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кĕнеки ку пархатарлă ĕçре шанчăклă тус пулма тивĕçлĕ.
О. АВСТРИЙСКАЯ.
«Пирĕн сăмах», Сĕнтĕрвăрри районĕн хаçачĕ, № 58(10313).
03.08.2019.