Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тăван ен илемĕ сăнланнă

15 августа 2019

Çулталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕрлĕ. Çуркунне çитсен мĕнпур çĕршыв чĕрĕлет. Çулла хĕвеллĕ кунсем пиллет. Кĕркунне сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕссемпе куçа илĕртет. Хĕлле вара уй-хирпеле вăрмансене, ялсемпе хуласене кăпăшка юрпа хуплать. Алимпиада Кручининăн Чăваш кĕнеке издательствинче тинтерех кун çути курнă «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кăларăмĕ шăпах тăван ен илемне сăнлакан сăвăсемпе паллаштарать. Ун пирки Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова каласа кăтартрĕ:
‒ Çулталăкăн кашни вăхăтне юратса та хумханса сăнласа парать Алимпиада Кручинина. Автор вулакансене çут çанталăкри улшăнусене асăрхама вĕрентет. Сăвăсенчи çут çанталăк ‒ илемлĕ ÿкерчĕк кăна мар, чĕрĕ сăнар та. Сăмахран, çуркунне пирĕн ума утмăл турат куçлă, пăчăр-пăчăр кук тĕрриллĕ, шăнкăр-шăнкăр уçă саслă хĕрача евĕр тухса тăрать. Çил ачи е сăмах хушасшăн, е пуçне вăрттăн çĕклесе пăхать те чупса тарать, унтан уçă кантăкран пÿртех шăвăнса кĕрет.
Чĕр чунсемпе кайăксем, йывăçсемпе тĕмсем, чечек-курăк ‒ йăлтах çут çанталăка пăхăнса пурăнать. Çут тĕнчере пĕтĕмпех çураçуллă та çыпăçуллă. Кашни сăвă вулакана çак чăнлăха систересшĕн тейĕн. Кулленхи пулăмсенче илеме курма, тăван ен хитрелĕхĕпе киленме, ăна упрама пĕлекен çын чăннипех телейлĕ. Куна мĕн пĕчĕкрен вĕренмелле. Алимпиада Кручининăн «Времена года. Çулталăк вăхăчĕсем» кĕнеки ку пархатарлă ĕçре шанчăклă тус пулма тивĕçлĕ.
«Тантăш», № 32(4650).
15.08.2019.