Тăван чĕлхене юратса
19 апреля 2019
Апрелĕн 25-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. «Хыпар» хаçат пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем «Чăваш чĕлхи кунĕсем» пĕрлехи акци ирттереççĕ. Вунă кун хушшинче регионти хаçатсенче тĕрленчĕксемпе статьясем пичетленеççĕ, телерадио каналĕсенче радиоочерксемпе телекăларăмсем кун çути кураççĕ.
«Хыпарпа» пĕрле ‒ викторина
1. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев хатĕрленĕ букварь хăй пурăннă çулсенче миçе хут пичетленсе тухнă?
2. «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский 1906 çулхи çу уйăхĕччен хаçатăн миçе номерне редакциленĕ?
3. Чăваш Республикинчи «Чĕлхесем çинчен» саккуна хăçан йышăннă?
4. Чăваш чĕлхин аталанăвне ăсчахсем миçе тапхăра тата мĕнлисене пайлаççĕ?
5. «...Вăхăт çитĕ ‒ Чăваш çĕрĕн кăмăллă чĕлхи чаплă пулĕ, вăлах пулĕ çамрăк чун пахи...» йĕркесен авторĕ кам?
Çак ыйтусен хуравĕсене «Хыпар» хаçат редакцине (8352) 33-03-38 номерпе 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен чи малтан шăнкăравласа тĕрĕс пĕлтернĕ 5 çынна «Хыпар-эрнекун» хаçата 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнса паратпăр. Тата 5 çынна Чăваш кĕнеке издательстви Е.Жачеван «Чăваш тĕрри» кĕнеки-альбомĕпе тивĕçтерет.
Чăваш Республикинчи Цифра аталанăвĕпе информаци политикин
тата массăллă коммуникацисен министерстви.
«Ялав», Куславкка район хаçачĕ, № 15(9973).
19.04.2019.