Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Тарӑн пӗлӳ илме май паракан кӗнекесем (ГТРК "Чувашия", 06.03.2023)

06 марта 2023

Кӗнеке - пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ. Ҫавӑнпа ачасене вӗрентес ӗҫре учебниксем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш наци библиотекинче харӑсах 3 вӗренӳ пособийӗн хӑтлавӗ иртрӗ.

Кӗнекесем хушшинче - 4-мӗш классем валли ҫырнӑ "Литература вулавӗ", 6-мӗшсем валли "Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӗн историйӗ" тата 8-мӗш классем валли "Вӗсен ячӗсем ӗмӗрлӗхе" вӗренӳ пособийӗсем. Ячӗсенченех паллӑ - ку учебниксем ачасене тӑван чӗлхе, йӑла-йӗрке, республикӑра ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫынсем пирки ытларах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Кӗнекесене калӑплакансем вӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗшӗн те, тӑван чӗлхепе кӑсӑкланакансемшӗн те усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ.

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова

Источник: ГТРК "Чувашия"