Сыпăкăн вулама
12 апреля 2019
Мĕн пĕчĕкрен сăпка юрри, юмах-халап итлесе ÿсекен ача çитĕнсен те кĕнекене алăран ямасть. Шăпăрланшăн вăл пĕлÿ çăлкуçĕ кăна мар, асамлăхпа савăнăç кÿрекен юлташ пулса тăрать. Ача хăй тĕллĕн вулама вĕреннĕ чух усă курнă кĕнекесем вара ăна пысăк витĕм кÿреççĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче пĕчĕк вулакансем валли «Сыпăкăн вулатпăр» ярăмпа чăвашла кăларăмсем пичетленсе тухрĕç.
Елена Ермолован «Дельфин çурипе чарлан» юмах хумсемпе выляма юратакан дельфин çурипе паллаштарать. «Хĕвел шевлинче чăмпăлтатнă чух мĕн те пулин шутласа хурсан ĕмĕтленни пурнăçланатех, эсĕ çавна пĕлнĕ-и?» ‒ тет ăна пĕррехинче шурă чарлан. Дельфин çурин мĕнле те пулин ырă ĕç тăвас килнĕ иккен. Кĕçех меллĕ самант та тупăнать...
Александр Федоров-Давыдовăн «Ал арманĕ» юмахĕнче пирĕн ума питĕ чухăн карчăкпа старик тухаççĕ. Килĕнче çăкăр пĕтсе çитсен хайхискерсем вăрмантан йĕкел пухса таврăнаççĕ те çиме лараççĕ. Карчăкĕ пĕр йĕкелне тĕпсакайне ÿкерет, лешĕ сăмсаланса ÿсме тытăнать. Теприсем кил хуçисем вырăнĕнче ăна кăкласа тăкĕччĕç, ватăсем чееленме шутлаççĕ: «Юман ÿсĕ те, ‒ вăрмана йĕкел патне каймалла та пулмĕ пирĕн. Пÿртрех йĕкел пуçтарса ларăпăр». Асамлă юман тÿпене çитиех ÿснĕ...
Çĕнĕ кăларăмсем хушшинче Редьярд Киплингăн «Слон çурин хобочĕ мĕншĕн вăрăм» хайлавĕ те пур. Ĕлĕк-авал слонсем хальхи пек вăрăм хоботлă пулман иккен. Ун чухне Африкăра Слон çури пурăннă, унăн хăлхи пысăк, сăмси пĕчĕк атă евĕрлĕ пулнă. Слон çури тем те пĕлесшĕн çуннă, çав тери уçă кăмăллă пулнă. Шăпах çак енсем ăна вăрăм хоботлă пуласси патне илсе çитернĕ те.
Константин Ушинскин «Ачасем вăрмана кайни» юмахĕнчи сăнарсене ‒ пиччĕшĕпе йăмăкне ‒ шкулта питĕ пăчă та кичем пек туйăнса каять, вара вĕсем вăрманалла уттараççĕ. Пирĕнпе выля-ха тесе арçын ачапа хĕрача ылтăн нăрра та, пыл хуртне те, кăтка та аптăратаççĕ... Анчах пурте ĕçлĕ, никамăн та вăхăта усăсăр ирттерес килмест...
О. АВСТРИЙСКАЯ.
«Ялав», Куславкка район хаçачĕ, № 14(9972).
12.04.2019.