Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Станислав Сатур сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, тӗпчевҫӗ 65 ҫул тултарнӑ тӗле ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ (телеканал "Россия-1. Чувашия", 04.12.2024)

05 декабря 2024

Хальхинче ку сӑвӑ пуххи мар. Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӑларӑмра - авторӑн ҫыру ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур кун-ҫулӗ. Ӑна хаклама ӗҫтешӗсемпе вулакансем Наци библиотекинчи "Чӑваш кӗнеки" центра пуҫтарӑнчӗҫ.

Кӗнекере 400-е яхӑн страница, вӗсене тимлӗн вуласа тухсан Станислав Сатурӑн 65 ҫул утса тухнӑ пурнӑҫне кӑна мар, ун ҫумӗнчи ҫынсен тӗнче курӑмӗпе ҫӗршыври лару-тӑру епле улшӑнса пынине те асӑрхатӑн. Кунта - тӗпчевҫӗ ӑс-тӑнӗллӗ, ыратакан чунлӑ Сатур хӑйӗн статйисемпе рецензийӗсене тата паллӑ саманташӗсем хӑйӗн пултарулӑхне тишкерсе ҫырнӑ хаклавсене пуҫтарса кӗртнӗ.

Станислав Сатурӑн хӑй умне яваплӑн лартнӑ пысӑк пурнӑҫ тӗллевӗ пур: "Эп халӑх тупсӑмне ӑспа тупса илесшӗн", - тет ҫивӗч туйӑмлӑ сӑвӑҫ-философ. Ҫак тупсӑма ҫине тӑрса шыранӑранах вӑл сӑмах вӑрттӑнлӑхӗ урлӑ ӗмӗрсен тарӑнӑшне ҫитет, ҫакна пулах ӗҫтешӗсен сӑввисене никамран ытла шала кӗрейсе ӑнлантарасси патне ҫитет.

Пурӑнса ирттернӗ тапхӑр ҫинчен пуҫ ватакан ҫыравҫӑ ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне те хӑйне евӗрлӗ ҫырса кӑтартнӑ. Темле йывӑрлӑхпа тӗрӗслев витӗр те тухнӑ вӑл - хуҫӑлман, ҫирӗпленнӗ кӑна. Ахальтен мар Станислав хӑйӗн 23-чченхи кун-ҫулне кӳршӗ ялта ҫуралса ӳснӗ Ҫеҫпӗл Мишшиннипе танлаштарать.

Сакӑр класс хыҫҫӑн профтехучилище пӗтернӗ, унтан Афган вӑрҫине хутшӑннӑ, хыҫҫӑн Хусанта комсомол шкулӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ Станислав нимле ӗҫе те тиркемен.

Марина Карягина, Михаил Солин

Источник: ГТРК "Чувашия"

Подробнее о книге...