Корзина
(пусто)
(0 руб.)

СМИ о нас

05 марта 2022

УДК 821.512.111-3"2011/2015"

ЧĂВАШ ПРОЗИН

2011–2015 ÇУЛСЕНЧИ

АТАЛАНĂВĔ

ЧГВ, 2021 г., № 16 © В.В. Никифорова

Ман тумалли нумай-ха çĕр çинче,

Эп мар-тăк, кам-ха тĕнчене çĕнетĕ?..

Ф. Муратов. «Раштав» (1986)

 

В статье анализируется общее состояние чувашской прозы 2011–2015 гг. Объектом изучения стали книги, изданные в данный период, и публикации в республиканском литературно-художественном и культурно-просветительском журнале «Тăван Атăл» (Родная Волга). Рассматриваются произведения отдельных авторов; выявляются изменения, которые происходят в литературном и культурном пространстве республики.

 

Ключевые слова: чувашская литература, современная проза, обзор чувашской прозы 2011–2015 гг., критика.

 

Чăваш Республикин наци библиотекинче 2019 ç. ака уйăхĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «История чувашской литературы XX в.» ятлă монографин хăтлавĕ пулчĕ. Чылай çын тухса калаçрĕ, çав шутра А. Кипеч те. Хальхи литература тăрăмне Чăваш Республикин халăх çыравçи «Кипеч вăхăчĕ», тесе хакларĕ. Ку шухăшăн тăсăмĕ пулмарĕ ун чух, пуçтарăннă тĕллевĕ те урăхчĕ. Каярах, уйрăм калаçусенче, çак хаклавра тĕрĕслĕх пурри палăрчĕ.

«Хальхи литература» тенине, калас пулать, тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Юлашки пĕр-ик çултан пуçласа 10–15, 25–35 çç. таранах (çĕн йĕркелӳрен çĕнĕ тапхăр пуçланать, текен шухăш пур). Кирек епле пулсан та, XXI ĕмĕрти чăваш литературине «хальхи литература» чиккинче пăхса тухни тĕрĕс пулĕ.

Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха паянхи литература? Паянхи авторсем камсем? Мĕн те пулин çĕнни илсе килме пултарнă-и вĕсем пирĕн сăмахлăха? Çак ыйтусем ку статьяра тĕп вырăнта пулĕç. Сăмах проза хутлăхĕ пирки пырĕ. Тĕрĕсрех каласан, 2011–2015 ç. чăваш прози пирки. Ку статья унччен пичетленнĕ тишкерӳсен ярăмне малалла тăсать¹.

 

Вера Витальевна Никифорова – кандидат филологических наук, старший научный сотрудник секции литературоведения филологического направления Чувашского государственного института гуманитарных наук; e-mail: vera.nickiforova@yandex.ru

 

Маларахри пĕр вун пилĕк çулпа танлаштарсан пичетленнĕ проза хайлавĕсен хисепĕ ку чух сахалрах пулнăн туйăнать. Наци библиотекине килнĕ кĕнекесен шучĕ те чакнă. Кунта ĕнтĕ йӳтĕмĕ темиçе те. Пĕрне А. Тарасов хăй вăхăтĕнче палăртнăччĕ: «Мĕншĕн унчченхи пек нумай çырмаççĕ? Сăлтавĕ тĕрлĕрен-тĕр. Çапах та пĕри ярт! курăнать. Писательсен пысăк йышĕ ватăлчĕ, çавна пулах çырас хевти те чакрĕ-тĕр. Пурнăç таппи тĕпрен улшăннă май, чылайăшĕ унчченхи идеологисĕр тăрса юлчĕ. Вĕсен каламалли, кăтартмалли сăнарсем çук, мĕншĕн тесен иртнĕ самана картинчен тухайман, унтах юлнă. Вĕсен хыççăнхи ăру, пирĕн тейĕпĕр, йышлах мар. Унта сăвă çыракан ытларах. Тĕллев – çамрăк талантсене шырамалла, вĕсене литература лаççине ертсе кĕмелле»². Тепĕр япала та пĕлтерĕшлĕ пулнăн туйăнать, – хăйсене писатель текен тавра пĕлӳçĕсен йышĕ чакма пуçларĕ. Чăн та, паян та ку авторсем сахалах мар, анчах та вĕсем хăйсем çырнисене аса илӳ пек, сайра хутра – очерк пек пичетлеме пуçларĕç.

Çыраканĕсем те, чи малтанах вара – вулаканĕ – паян урăхланнă. Пурнăç хăвăртлăхĕ улшăннă. Эпир пурте Интернетра нумай информаци тупма хăнăхрăмăр, хамăр литературăна тӳрех тĕнче литературипе танлаштарма пултаратпăр. Вулакансен çамрăк ăрăвĕ Пушкин чĕлхинчен те уйрăлса кая пуçланă. Вĕсем унăн чĕлхине кивелнĕ чĕлхе пек йышăнас туртăм пур. Урăхла каласан, çамрăк вулакан питĕ тиркевлĕ куçпа пăхать литература çине, Пушкин пултарулăхне те вĕсем тиркевлĕ куçпа хаклаççĕ. Тĕнче литературине вĕсем Дж. Роулингăн Гарри Поттер çинчен хайланă фэнтезисем урлă е Дж. Толкиенăн «Властелин колец» трилогийĕ урлă, е тата антиутописем урлă пĕлеççĕ. Паллах, çĕн йĕркелӳ хыççăн шкулта литература урокĕсенче мĕн вĕрентнин результатне те куратпăр эпир паян. Вăтам тата аслăрах çулхи вулакан та пĕр вырăнта тăмасть. Пасар саманинче пурин те улшăнма тивет. Лайăх кĕнекесене вулакан та нумаях мар пулсан, куçкĕрет япăх кĕнекене халь никам та тытса вуламасть. Çыракан паян, паллах, çакна туйса тăрать, потребитель мĕн ыйтнине тивĕçтерме тăрăшать. Çыравçăсенчен пĕр пайĕ çапла шухăшлать: «XXI ĕмĕрти вулакан чылай улшăнчĕ. Вăл халĕ çăмăл вуланакан кĕнеке ыйтать, юрату романĕсем, детективсем... Вăл шухăшласа пуçа çĕмĕресшĕн мар. Вулакан ыйтăвĕсене кунсерен тивĕçтерсе тăнăран (библиотекăра ĕçлетĕп) эпĕ те вĕсем хыççăн каятăп пулас, сăнарсене тарăннăн уçса парас вырăнне юрату “виç кĕтеслĕхĕсемпе” аппаланса вĕсен кăмăлне тивĕçтеретĕп»³. Паллах, кунашкал вулакан та пур, анчах та литература историне «вулакан хыççăн каякан çыравçă» мар, «вулакана хăй хыççăн илсе каякан», ăна аталанма пулăшакан çыравçă кĕрсе юлать.

Публицистика вăйăмĕ, пĕтĕмĕшле илсен, ку тапхăрта та сисĕнет, васкаса пурăнатпăр, тарăна кĕрсе кайма пирĕн вăхăт çук, шухăшласа ларма та. Ку туртăмăн лайăх енĕ те çук мар, социаллă хутшăнусене, социаллă пурнăçа хальхи çыравçăсем чылай тишкерчĕç, темелле.

Паллах, çичĕ теçетке хушши пĕр евĕрлĕ чикĕсенче аталаннă хыççăн, тӳрех урăхланса ларма литература пултараймасть. XXI ĕмĕр пуçлансан сăмахлăх тӳрех çĕнелсе лармасть, унта урăх тапхăр пуçланмасть. Чăваш прози урăх сăн-сăпат йышăнасси, ахăртнех, 2010 çç. пуçланать. Умĕнхи пилĕк çуллăхра Ю. Санăн «Упи каçман çырминчен...» романĕ (2009) пичетленет, шанчăкпа вĕçленекен хайлавсем ытларах курăнма пуçлаççĕ. Роман вĕçĕнче чăваш халăхне «малалла, çуталла, пин-пин ăру хывнă йĕрпе – Чăваш тĕнчине, çĕнĕ кун пуçлама!» ертсе кайма пултаракан сăнар курăнать4. 2010 çç. пуçламăшĕнче литературăра позитивлă курăм, хавхалану кӳрекен хайлавсем кирлине нумайăшĕ – çыракансем те, вулакансем те – ăнланса илеççĕ. Çавнашкалрах хайлавсем пичетленме пуçлаççĕ те.

Тишкерӳре 2011–2015 çç. проза аталанăвне хак панă май, эпир «Тăван Атăл» тата «Самант» журналсен пилĕк çул хушшинчи номерĕсене, çак тапхăрта пичетленнĕ кĕнекесене пăхса тухăпăр.

Тапхăр пуçламăшĕнче пичетленнĕ хайлавсенчен А. Тарасовăн «Тăван ялăм, хваттер яр!» (Тăван Атăл. 2011. 2 №. 39–57 с.) тата «Парнеле мана Париж» [Тăван Атăл (Сунтал). 2011. 6 №. 51–73 с.] калавĕсене палăртмалла. Çак тата ытти калавсем каярах «Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă» (2016) кĕнекене кĕрĕç.

«Хăшĕн те пулин ял тĕппине юлмаллах, унсăрăн пĕтет вăл. Халь акă пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Самани те çавăрттарчĕ асар-писер, халăхĕ суйланса юлни те пĕтерчĕ. Ăслисем, пуçлисем тухса кайса пĕтрĕç, кам тăрса юлать ялта? <...> Халь хăть çамрăксем хулана унчченхилле тапса сикмеççĕ, кунтах пурнăç тума тăрăшаççĕ пек. Хулисем те ялаллах куçаççĕ пек. Эппин, чĕрĕлет-ха вăл, ял, чĕрĕлет», – тет Макçăм Хăвилософ яла ватлăхра куçса килнĕ Александр Кузьмич-Саньккана5. Ку ватăсен «философла калаçăвĕсен» пĕр саманчĕ çеç-ха. Хăй вăхăтĕнче ялтан тухса кайса хулара пурнăç тунă Александр Кузьмича самай лекет ялти тусĕнчен. Вăл ун çине ĕмĕрĕпе пухăнса пынă ыратăвне тиет. «Шапашкăсем вĕт эсир! <...> Пурнăçне унта тăватăр, канма кунта килетĕр. Тăван ялăм, хваттер яр! Ял пурнăçне камăн тумалла тет? Ыттисен тумалла, паллах. Сирĕн мар! Сирĕн хăвăрăн пурнăçа тумалла!»6. Ял пурнăçне сисĕмлĕ туякан А. Тарасов пире пурне те пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Ку калав сцена çинче кăтартса пама е кинофильм ӳкерме питĕ меллĕ. Сăнарсен чĕлхи чĕрĕ, асра юлать. Иронипе хамăртан хамăр тăрăхлани, чун ыратăвне сиплес тени, пурнăçа улăштарас тени пур калавра.

Прозаикăн «Парнеле мана Париж» калавĕ ытларах туйăмсен тĕнчине сăнарласа парать. Иккен, пирĕн хамăра хамăр уçмалли те нумай. Малтан мăшăрне Париж парнелес шухăшлă Сергей Владимирович çак хулана пĕрремĕш юратăвне, Лизăна, парнелеме хатĕрленет. Вĕçĕнче вара хăйĕнчен чылай кĕçĕнрех, анчах та пĕр хум çинче ишекен Эленăна хăйĕн туйăмĕсене парнелет. Кунашкаллине тĕп герой хăйĕнчен хăй те кĕтменччĕ пулĕ-ха. Интрига вĕçне çитиех тытса пыни сайра тĕл пулать паянхи хайлавсенче.

Н. Ишентей чăвашсен ăс-хакăллă/ăс-хакăл (интеллектуаллă) прозине малалла аталантарать. Паянхи литературăра кунашкал прозăн пĕлтерĕшĕ сахал мар. Интернет вулакан тавра курăмне чылай витĕм кӳчĕ, терĕмĕр. Ытлашши сăмах тăсса кайнине паянхи вулакана йышăнма йывăр. Н. Ишентейĕн «Кĕрешӳпе юрату» кĕнекине (2012) çак ятлă повесть тата «Ытама кĕреймен юрату» повесть кĕнĕ. Çулталăк маларах пĕрремĕш повеçĕ урăхларах ятпа «Самант» журналта пичетленсе пычĕ. «Таса юрату таса чунлă çынсене çеç тивĕçет, телей тĕнчине илсе кĕрет», – тенĕ кĕнеке аннотацийĕнче. Çак шухăша прозаик çирĕплетме тăрăшать те хайлавĕсенче. Анюк («Ытама кĕреймен юрату») ăсĕнче ахальтен мар «Чун савнисен саккунĕ» çуралать. Повеçсенче дидактика вăйлах сисĕнет пулин те, вĕсемпе паллашма кăмăллă. Йывăрлăхсене çĕнтерес тесен пур енчен те çирĕп пулмаллине кăтартса параççĕ вĕсем, геройĕсем тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Чăваш литературинче афган вăрçи пирки А. Хмыт 1990 çç. малтанхисенчен пĕри çырма пуçланă. 2011 ç. «Тăван Атăл» журналта унăн «Леш тĕнчерен» ятлă дилогийĕ пичетленме пуçлать, çав çулах вăл Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăммăн кун çути курать. «Тĕнче литературинче “çухалнă ăру” ăнлава палăртакан виçере калăпланăскер» (аннотацирен), ку роман вулакана нумай енчен тĕлĕнтерет. Пĕлтерĕшсĕрлĕх хуçаланать геройсен шăписемпе. Афган вăрçи (1979–1989) совет çамрăкĕсемпе вĕсен çывăх çыннисене кирлĕ пулман. Мĕне е кама пула килсе лекнĕ вĕсем çак ют çĕршыва? Кама хӳтеленĕ? Иккен, совет çарĕнчи хутшăнусем те вăл вăхăтри хаçат-журналта çырса кăтартнă пек пулман. Паллах, салтакра пулса курнă яшсенчен чылайăшĕ сахал мар йывăрлăх тӳссе ирттернĕ. Роман пире вĕсен пурнăçне шалтан кăтартса парать. Тен, ытлашшипех те шалтан, «леш тĕнчерен»... Хăрушă чăнлăха кунашкал яр-уççăн кăтартса паракан кĕнеке, пĕтĕм чăваш литературине илес пулсан та, тӳрех аса килмест. Паллах, вăрçă тамăкĕ витĕр тухнă çыравçăн ун пирки çырса чунĕ ыратнине уçса парас килнех. Кирек епле пулсан та, пурнăç пĕр енлĕ анчах марри паллă. Темĕнле йывăр, хĕрхӳ туйăм çуралать ку кĕнекепе паллашсан. Çыравçă вăл ахаль çын çеç мар, унăн ыттисен умĕнчи яваплăхĕ пысăк. Вĕçĕ аван-ха хайлавăн. «Çухалнă ăру» пурнăçра хăй вырăнне тупассăн туйăнать. Пĕтĕмлетӳллĕ, объективлă куç курăм çитмест пек ку кĕнекере. Факт, пулăм нумай, философи, пулни-иртнине ăсласа илни, тен, чунпа ирĕлтерни сахалрах. Тен, вăхăчĕ çитмен. Чи малтанах – çыравçăшăн хăйшĕн. Вырăн-вырăнпа пур-ха пĕтĕмлетӳллĕ япаласем. Саппи Емелĕпе Çерçи Çимунĕ Тăван çĕршывра ертӳçĕсем шантарнă коммунизм, ытлă-çитлĕ пурнăç пулманнишĕн чунĕсене ыраттарни, калăпăр. Пĕтĕмĕшле илсен чĕрĕ, шухăшлаттаракан кĕнеке пулса тухнă.

Н. Максимовăн ку тапхăрта чăвашла-вырăсла пичетленнĕ «Редиска монуменчĕ» (Монумент Редиски, 2011) кĕнеке хăй çинчен сахал мар калаçтарчĕ. Социаллă фантастика, роман-фантасмагори жанрĕпе прозаик маларах та палăрнăччĕ. Хăйĕн «Тайлăк çын тĕлĕкĕ» (1991) романĕнче автор çĕн йĕркелӳ хыççăнхи çĕршыври лару-тăрăва чылай вирлĕ хак панăччĕ. «Редиска монуменчĕ» жанрне автор пĕчĕк роман, е «романчик» тесе палăртнă. «Роман-фантасмагори», «памфлет» тесе хак пачĕ ку хайлава В.А. Абрамов писательсен черетлĕ пухăвĕнче. Чăн та, республикăра юлашки çулсенче пулса иртнĕ событисене сатирик куçĕпе хак парать Н. Максимов. «Политика памфлечĕ» тесен тĕрĕсрех ку хайлава. Калăпăшĕпе пысăк мар вăл, анчах унта хальхи вăхăтшăн чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хускатнă. Кун пек хăюллăн хăйĕн шухăшĕсене çыравçă илемлĕ текст урлă калани ку тапхăрта та, ытти вăхăтра та шутлă.

Тишкерекен тапхăрта Валентин Константинов пултарулăхĕ уçăлса çитет. Уйрăм калавсем унчченех пичетленнĕ-ха унăн. «Хĕрлĕ автан ташлаттарнă ӳкерчĕк» калавра (Тăван Атăл. 2012. 6 №. 3–33 с.; «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» кĕнекере «Çулăмри ӳкерчĕк» повесть пек пичетленнĕ) чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнакан мăшăр хутшăнăвĕсене уçса панă. Урине чĕринче урăх арçын, Виталий Сидорович, патне туйăм çуралать. Çак туйăм епле аталанса-улшăнса пынине кăтартса панă прозаик. Иккен, тӳрĕ утакан çын та такăнма пултарать, анчах çак туйăм çынна улăштарать – Урине Митюк хăйшĕн чи хаклă çын пулнине тата çирĕпрех ăнланса илет, Виталий Сидорович та тасалăх çулĕ çине тăрас шанчăк пур. Уйрăм çынра пулса иртекен улшăнусене çапла сисĕмлĕ палăртма пултарни час-часах тĕл пулмасть.

В. Константиновăн «Тăвайкки» калавĕ (Тăван Атăл. 2012. 10 №) «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» кĕнекере «Алевтина» ятпа пичетленнĕ) икĕ çывăх тусăн пурнăçне вулакан умне кăларса тăратать. Микулайпа Сергейăн çулĕсем институт хыççăн йӳпленеççĕ. Ку авторăн деталĕсем питĕ сăнарлă. Вĕсен пĕлтерĕшĕ Николай Иванович юлташĕ патне хăнана килсен уйрăмах куç умне ӳкет. Сергей Николаевич кил-çуртне сăнаса пăхсан, унăн тахçан илемлĕ пулнă ĕçкĕç арăмне курсан вăл хăйĕн тусĕ «пурнăçне выляса янине» ăнланса илет. Çак тĕлпулу Сергейпе Алевтина пурнăçне улăштарни пĕлтерĕшлĕ. Çыравçăшăн вара – çак улшăнăва кăтартса пама пултарни. Унăн «Алăсем» калавĕ (Тăван Атăл. 2013. 9 №. 108–112 с.) Г. Максимовăн «Тусан айĕнчи чăнлăх» калаври пекех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе, вĕсен çемйисемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатать. «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» (2013) кĕнекере тата темиçе лайăх калав пичетленнĕ.

Сайра хутра хальхи прозăра уйрăм характерсене ятарласа тĕпчени тĕл пулать. Кунта Л. Таллеровăн «Ташласа хĕр çураçнă Тимук тата ыттисем» калавсен ярăмне асăнмалла (Тăван Атăл. 2013. 1, 2 №). Сакăр хайлавра прозаик ялта пурăннă «ахаль çынсене» ӳкерсе кăтартнă. Вĕсем çинчен те пĕлмелле, тесе шухăшлать автор, мĕншĕн тесен ял пурнăçĕн илемне унта пурăнакан кашни çын тăвать. Апла пулсан кашни уйрăм çыннăн пурнăçĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсем паттăрсемпе ĕртӳçĕсем пулмасан та. Çак шухăша хушăран хамăра хамăр аса илтерни кирлех. Ял пурнăçĕ чăваш халăх писательне яланах çывăх пулнă. Маларах пичетленнĕ «Ял хыпарĕсем» повеçре те (Тăван Атăл. 2012. 3 №. 13–44 с.) уйрăм ялăн кулленхи пурнăçĕнчи самантсене уçса парать Л. Таллеров. 2014 ç. унăн «Ыр-хаяр» ятлă проза кĕнеки пичетленет. («Ыр-хаяр» пĕчĕк роман формипе çакăнта пичетленнĕччĕ, Тăван Атăл. 2011 №. 9–57 с.).

Л.В. Таллеров 2013 ç. çĕре кĕчĕ. Вăл вилнĕ хыççăн Ю.М. Артемьев ун пурнăçĕпе пултарулăхне хак парса çапларах çырчĕ: «Скворцовсемпе Таллеровсем пиртен уйрăлса кайрĕç, илемлĕ литература хавшаса юлчĕ. Вĕтелтĕмĕр эпир, пасар ĕмĕрĕн юхăм-сулăмне кĕрсе сăнсăрланса, чунсăрланса пыратпăр. <...> Тен, тĕрĕсрех каласан, талантлă çыравçă, хамăр классика тапхăрне “вĕçлекен” сыпăк пек кĕрсе юлчĕ наци культурин историне»7. Ку хаклав пирки уйрăм, тĕплĕнрех шухăшламалла, чăнласах «классика тапхăрĕ» вĕçленчĕ-ши, е пирĕн кăштах та пулин шанчăк пур?

Паянхи кун таппине С. Павлов хăвăрт туйса илсе палăртать. «Тĕтре» романра (Тăван Атăл. 2011. 5–10 №; «Кăтра пуç» ятлă повесть пек уйрăм кĕнекен 2011 çултах пичетленнĕччĕ) паянхи политика, культура, чĕлхе, халăх историйĕн ыйтăвĕсем йĕри-тавра сăмах пырать. Тĕп герой – Лазарь Лазарев фотограф. Романсен ярăмне «Сулăнчăк» роман (Тăван Атăл. 2013. 5 №. 35–72 с.; 6 №. 11–53 с.; 7 №. 3–42; 10 №. 5–35 с. 2015 ç. уйрăм кĕнеке) малалла тăсать. XX ĕмĕрĕн 80–90-мĕш çулĕсенче палăрнă çынсен паянхи пурнăçĕ кунта. Уйрăм çынсен шăпипе (Герман Платов, Вера Леснова, Лазарь Лазарев т.ыт.те) пĕрле паянхи общество пурнăçĕ. Сахал мар ыйту кăларса тăратать ку хайлавра С. Павлов. Чăн-чăн интеллигенци пур-и паян? Паянхи пурнăçăн киревсĕр енĕсемшĕн кашниех айăплă мар-и? Тĕрĕс çулпа утатпăр-и? Сулăнмарăмăр-и?.. Платов студентранпах çырса пынă кун кĕнекинче хăйĕн пурнăçĕнчи çеç мар, çĕршыври улшăнусене те асăрхаса пынă. «Перестройка историйĕн кĕске курсĕ» тет ăна шӳтлесе дневник хуçи. «Пирĕн ăрăва еплерех ят парсан вырăнлă-ши? Улталаннисем е ултавçăсем пулса юлăпăр хамăр тăхăмсемшĕн? Е аркатуçăсем-и?» (Тăван Атăл. 2013. 7 №. 29 с. 3–42 с.). Прозаик шухăшлавçă çулĕ çине тăни аван. Ку ыйтусене тарăнрах тишкерме вăхăчĕ те çитсе пырать пулмалла.

Г. Максимовăн «Атăлти хĕрессем» повеçĕнче (Тăван Атăл. 2012. 10 №. 7–53 с.; 2013. 9 №. 3–42 с.; 10 №. 37–84 с.) Атăл леш енчи Айлăмкас ял халăхĕн шăпи ӳкерĕннĕ. Çав вăхăтрах – пĕтĕм халăхшăн пĕлтерĕшлĕ Шупашкар ГЭСĕпе çыхăннă проблемăсем те. Ку хайлава ĕнтĕ пичетре вырăс писателĕсен пултарулăхĕпе çуммăн тăратса та хакларĕç8, монографире те ăна уйрăм тĕплĕ тишкерӳ турĕç. Повеçе «паянхи чăваш литературин ӳсĕмĕпе вăйне кăтартакан хайлав» тесе хакланипе килĕшме юрать9. Г. Максимовăн ку тапхăрта пичетленнĕ «Тусан айĕнчи чăнлăх» калавĕ (Хыпар. 2011. Ака 6, 7, 12, 14, 19) вулакансене чылай калаçтарчĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса киле таврăннă фронтовиксемпе вĕсен çемйисем юлашки çулсенче чылай çăмăллăха тивĕç пулчĕç. Вăрçăра выртса юлнисем вара? Вĕсем хăйсем те пĕтнĕ, мăшăрĕсем те тăлăха юлнă, ачи-пăчисене те ӳстереймен, халĕ те нимĕнле пулăшу та çук. Паллах, ку çав тери кăткăс, паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусем. Прозаик уççăн вĕсем пирки шухăшлама чĕнет. «Тĕлĕнме пăрахмастăп, вăрçăран сывă таврăнни хăй çеç мĕнлерех телей вĕт-ха, çемйисемшĕн пушшех те – епле пысăк тĕрев. Патшалăхăн пулăшăвĕ пурпĕр вĕсен пуçĕ çинех тăкăнчĕ, халĕ те тăкăнать. Пирĕн пеккисене, – хирте выртса юлнисен, яла çаврăнса пӳрменнисен çемйисене, – нимĕн те лекмерĕ. Эмел туянмалăх темиçе çĕр тенкĕ юлашки çулсенче пама тытăнни те çителĕклĕ теççĕ-тĕр»10. Икĕ енне те ăнланма пулать... Мĕнлерех тусан тĕрĕсрех-ши? Ку калав та, В. Константиновăн «Алăсем» калавĕ те, паянхи пурнăçпа тачă çыхăннă. Урăхла каласан, вĕсем литературăпа чăн пурнăçа çирĕп çыхăнтаракан тĕслĕхсем.

Г. Желтухин «Çӳçе кăвакартнă тăватă кун» калавне (Тăван Атăл. 2013. 12 №. 99–112 с.) Раççей Федерацийĕн Геройне Евгений Борисова халалланă. Ку хайлав шкул ачисене те, аслăраххисене те кăсăклантарĕ. Паянхи тăнăç пурнăç вăхăтĕнчи вăрçă, унăн тискерлĕхĕ, тĕп геройăн çирĕплĕхĕ, паттăрлăхĕ... Салтак яваплăхĕ тата. Калавра чăн-чăн патриотизм пур, суя пафос вара çук. Ку ĕнтĕ, чи малтанах, Г. Желтухинăн куç курăмĕ. Тăван çĕршыв унăн ăрăвĕшĕн пуш сăмах çаврăнăшĕ пулман. Куратпăр, паян та паттăрсем пур пирĕн. Шкул ачисемпе çамрăксем валли тĕслĕх. Е. Борисовăн кайранхи шăпи пирки те калаçмалла пулать, паллах.

Е. Нарпин «Тупсăмне шыраса...» калавĕ асра юлать (Тăван Атăл. 2013. 4 №. 107–112 с.). Ксеньăн мăшăрĕ машинăпа çапăнса вилнĕ, виçĕ çултан вăл унăнни пек куçлă арçынна, Игоре, тĕл пулать. Лешĕн те, иккен, арăмĕ çав аварирех вилнĕ. Ксеньăн куçĕ Игоре мăшăрĕннине аса илтерет. Иккен, кирек епле тĕлпулу та çĕр çинче ăнсăртран мар. Нарпи çын пурнăçĕнчи самантсене чылай чух Çӳлти Хăватсен вăйăмĕпе çыхăнтарать. Паллах, кунта урăхла шухăшлакансем пулаççех, анчах прозаик хăй шухăшне яланах çирĕплетет, уйрăм çын пурнăçне ытларах, урăхларах хаклама пулнине кăтартса парать.

А. Мышкинăн «Çын çинчи ача» калавĕ (Тăван Атăл. 2014. 11 №. 54–58 с.) пурнăç тĕрлĕ тĕслĕ пулнине, çынсем те пĕр енлĕ анчах пулманнине тепĕр хут аса илтерет. Алина Ивановна Петĕре, ĕçке ярăннă хĕрарăмăн ывăлне, пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма пулăшать, амăшĕнчен кĕтсе илеймен ăшша парнелет. Арçын ачан амăшĕ те йĕркене кĕме пуçлать пек. Каччă салтака кайса килет, чи малтанах вара вăл кӳршĕ хĕрарăмĕ патне килет. Çак тĕлпулăва çӳп-çап купинче эрех кĕленчи шыракан амăшĕ курать. Унăн та чĕринче шанчăк çуралать, ывăлĕ ăна пăрахмĕ тесе ĕненет вăл.

Ку çулсенче А. Павловская прозаик вулаканшăн паллă ят пулса тăрать. 2010 ç. унăн «Сапаскар хĕрĕ» кĕнеки пичетленсе тухать. Çак повесть каярах журналта та пичетленет (Тăван Атăл. 2012. 7 №. 3–73 с.; иккĕмĕш хут кĕнекен 2014 ç. пичетленет). Прозаикĕн чĕлхи сăнарлă. Вăл çынна та, çутçанталăка та, интерьера та, туйăмсене те вулакан куçĕ умне чĕррĕн кăларса кăтартма пултарать. Акă, Маринен («Сапаскар хĕрĕ») чĕринче пĕрремĕш юрату туйăмĕ çуралать. Йăкăнат вара унăн тус-тантăшне, Праские, суйласа илет. Юратупа суккăрланнăскер, питĕ пысăк йăнăш туса хурать Марине. Мăн хырăмлă Праски кӳлĕ хĕрне кĕпе çума ансан ăна вакка тĕксе ярать. Праские çăлаççĕ, анчах унăн ӳпки шыçать, вăл хĕне каять, ачине вăхăтсăр çуратать те вилет. Унăн хĕрне, Сывпине, Марине пăхса ӳстерет. «Сывпиех çын турĕ мана», – тет вăл каярах. Характер улшăнни, хăйне евĕрлĕ аталанни, сюжет кăсăклăхĕ чылай вулакана илĕртме пултарчĕ. «Сапаскар хĕрĕ» кĕнеке «Литературăллă Чăваш Ен – 2011 çулхи çулталăк кĕнеки» республика конкурсĕнче «Чи нумай вуланакан кĕнеке» номинацире çĕнтерчĕ. Ку кĕнекене тата 11 калав кĕнĕ, вĕсем паянхи пурнăç çинчен. «Эльтукан çĕрĕ» калăпăшăпе чи пысăкки. Мехелĕпе вăл икĕ калав, е повесть патне туртăнать. Светлана пурнăçĕ пирки пуçланать те вăл Эльтукан шăпи çине куçать. Чăн та, Эльтукан çĕрĕ çинче туй тăваççĕ-ха унăн мăнукĕпе Светлана вĕçĕнче. Ку калавра та, «Мускав кулач çитерет...» калавра (ашшĕ Наташăна амăшĕн шăпи пирки каласа панă чух), ытлашши тăсса янă вырăнсене асăрхама пулать. Хăшпĕр чух вĕсем такăнтараççĕ те вулакана. («Мускав кулач çитерет...» калавра çамрăксем Мускава телей шыраса кайса инкеке лекнине çырса кăтартнă). Ахăртнех, ку прозаик пултарулăхĕ пысăкрах жанрта уçăлаканскер, пĕчĕк форма уншăн тăвăртарах.

Хв. Агивер «Сапаскар хĕрĕ» кĕнекен ум сăмахĕнче каланă шухăшпа чăна килет: «Çак кĕнекене кĕртнĕ произведенисем Раççей историйĕн çывăх çулĕсене, чăваш халăхне те самаях кисретнĕ пăтăрмахлă тапхăрсене çутатса параççĕ. Апла пулин те, историлле хайлавсем мар вĕсем, историллĕ тапхăр-пулăмсем кунта çын шăпине курăмлатмалли вăхăт паллисем кăна. Повеçпе калавсен тĕп сулăмĕ – этем тивĕçĕ, юратăва сăваплани, унăн хăватне пурнăç пĕлтерĕшне курнă пек курни»11.

2012 ç. Г. Красновăн «Çăлтăр çинчен аннă чăвашсем» ятлă фантастикăллă романĕ пичетленет. Ку хайлав çыравçăн юлашки пулса юлчĕ, çак çулхинех вăл çĕре кĕчĕ. Романри ĕçсем 3123 ç. пулса иртеççĕ. Иккен, пирĕн эрăри 445 ç. Акăш çăлтăрĕсен Анотан ятлă планетинчен вĕçсе килнĕ аноарсем чăвашсене вут тыткăнĕнчен çăлнă. Халь çав чăвашсен тăхăмĕсем Çĕр çине вĕçсе килнĕ. Вара тĕлĕнтермĕш ĕçсем пуçланаççĕ. Чăн та, çак вăхăтра пурăнакан çынсен пурнăçĕ пĕтĕмĕшле пирĕн вăхăтринчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть-ха, ачасем М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав университетне кĕме хатĕрленеççĕ; ялта ĕлĕкхи пекех кооператив та, библиотека та, пысăках мар кирпĕч завочĕ те пур; Шупашкар та, Етĕрне те хăй вырăнĕнчех; чăваш президенчĕ те пур т.ыт.те. Чăваш фантастикин хăйне евĕрлĕхĕ пулĕ вăл – традицисене çирĕп пăхăнасси, çĕрпе çыхăнăва татас мар тени. Пин çул хушшинче аваллăхри никĕс упранса юлсан питех те аван пулнă пулĕччĕ, паллах.

2013–2014 çç. Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» романĕ журналта пичетленсе пычĕ (Тăван Атăл. 2013. 3–5 №; 2014. 6–8 №). Çав çулсенчех кĕнекесем те тухрĕç. Чылай пысăк ӳкерчĕк ăсталама пултарнă çыравçă. Хайлавра вăйлă туйăм та, уйрăм çемье историйĕ те, çĕршыв историйĕ те пур.

Çеменпе Лизавета юратăвне пур енлĕн те кăтартса пама пултарнă прозаик. Çак туйăм Çемене аталанма, ӳсме хавхалантарать. Прозаик никама та сивлемест. Вулакана илĕртес тесе илемсĕр вак-тĕвек çине куçса каймасть. Паллах, ку туйăм пĕтĕмпех аркатма пултаратчĕ. Çемьене Çемен мăшăрĕ Анна çăлса хăварать. Çеменĕн те, Аннăн та – çирĕп характерсем. Йывăр лару-тăрура Анна тата питĕ ăслă пулни курăнать. Ăна пурнăç хăй вĕрентнĕ теме те чăтса ирттерсе татах та çирĕпрех пулма.

Çапăçусем пирки сахал мар тата сăнарлă çырнă. Сталинграда хӳтĕлекен çартан пиллĕкĕн юлнă, вăл шутра Çемен чăваш та пур иккен. Истории романĕ мар та ку хайлав, истори чăнлăхне унта шырамăпăр, çапах та историлĕх текенни кунта питĕ нумай, «Сапаскар хĕрĕ» повеçринчен те ытларах. Вăрçă нуши-терчĕ, çапăçу хирĕнчи самантсем, вăрçă «географийĕ», тылра юлнисен ĕçĕ-хĕлĕ... Приключениллĕ сюжет йĕрĕ те аталанать хайлавра (тĕслĕхрен, Саша-Шăнкăрчăн кун-çулĕ). Сюжечĕ ку кăсăклă, анчах та тăсăларах кайнă, туратланса каять пек тĕп сюжетран. Хавхаланса кĕрсе кайса пулмалла, прозаик çапла хăш-пĕр чух хушма сюжет йĕрĕсене романра та тăсса ярать. «Вĕрене шывĕ те пылак» романăн 1-мĕш кĕнеки те 2013 ç. «Литературăллă Чăваш Ен – çулталăк кĕнеки» конкурсра çĕнтерӳçĕ пулчĕ. Унăн геройĕсене «пурне те вăйлă характерлă пулни, пурнăçа юратни, йывăрлăхсене çĕнтерсе тухма пултарни пĕрлештерет»12.

В. Кузьминăн «Çумрах-ха эс, савниçĕм!» повеçĕ (Тăван Атăл. 2014. 12 №. 54 с.), ячĕ тăрăх хаклас пулсан, юрату çинчен пулмалла пек. Паллах, юрату пур-ха кунта, анчах та вăл çеç мар. Пантелей Турпанов Киремет çырминче шуса ӳкет. Пулăшу кĕтнĕ хушăра вăл хăйĕн пĕтĕм пурнăçне аса илет. Кăна çитменлĕх теме çук, паллах. Повесть жанрĕн пурнăçа анлăрах кăтартма майĕ те, мехелĕ те çителĕклĕ. [Прозаикăн тепĕр повеçĕ, «Çĕр пики» (Тăван Атăл. 2014. 8–9 №) ятлăскер, пиçĕрех пулса тухнăн туйăнать.] Ку туртăм ытти прозаиксен те палăрать, юлашки çулсенче çырнă чылай хайлавра, повеçсенче анчах мар, калавсенче те, авторĕсем май пур таран сăнарăн пĕтĕм пурнăçне, кăмăл-туйăмне вырнаçтарма тăрăшни курăнать («Телей кӳмен юрату», «Чул хушшинчи чун» В. Яковлевăн т.ыт.те.). Пĕчĕк калăпа, паллах, нумай вырнаçаймасть, çавăнпа та чылай чух прозаиксем мĕн пулса иртнисене черетлесе асăнса тухнипе çырлахаççĕ. Тепĕр чухне писательсем телекуравçăсене аса илтереççĕ, айккинчен сăнаççĕ вĕсем событисене, ытларах çиелти паллăсене мала кăлараççĕ (мĕн пулса иртнĕ сăнарăн пурнăçĕнче, мĕн тăхăннă вăл т.ыт.те), çын чунне шала кĕмесĕр е, тен, хăйсен яваплăхне вĕçне çити ăнланса илмесĕр. Илемлĕ сăмах ăсти пурте пулайманни паллă, математик е физик пурте пулайман пекех. Çавăнпа та яваплăх кашнин питĕ пысăк, тăван чĕлхепе литература умĕнче те, пафосларах каласан – халăх умĕнче те. Пулса иртнине чун витĕр сăрхăнтарман хайлавсем вулакана та айккинчен çеç пырса тивеççĕ, вуласа тухнă та манса кайнă, геройĕсен ячĕсем те асра юлмаççĕ. Ахăртнех, сăнарсен пурнăçне çыравçă хăй чунĕ витĕр кăлармасть пулсан, пулăмсем çинчен каласа анчах каять пулсан витĕмлĕ сюжет пулаймасть. Вулакан чунне те вăл пырса тивмест. Илемлĕ проза пурнăç прози шайне анса ларнă паян. Кулленхи хутшăнусене, кулленхи пурнăçа япăх фотограф ӳкерсе илнĕ евĕр. Лайăх фотограф та çын чунне кăтартса пама, унăн тарăнлăхне уçса пама пултарать.

Пĕр кунлăх япаласем çуралнинче сериалсен витĕмĕ те пурах. Тавра пĕлӳçĕсем илемлĕ литература анинче сахал мар пулнин пĕр сăлтавĕ те çакăнпах çыхăннă. Йăх-несĕл историне тĕпченĕ чух вĕсен çак темăна илемлĕ кăтартса парас килет. Япăххи кунта, паллах, çук. Енчен те уйрăм çемье историне е аса илӳсем çыракан уйрăм автор хăйне çыравçă темест пулсан вара çак ят пĕлтерĕшĕ йӳнелет. Чăн та, хăш-пĕр чух тавра пĕлӳçĕсен аса илӳ çинче никĕсленнĕ хайлавĕсем те интереслентерсе яма пултараççĕ. Калăпăр, Д. Шашкинăн «Урташ ачалăхĕ» повесть («Пурнăç кустăрми», 2014 ç. кĕнекере) асра юлать. Иккен, ирĕклĕх ӳснипе пĕрлех (халь хуть те мĕн çыр, никам та сана чармасть), кашнин яваплăхĕ ӳсмелле.

Хисеплĕ Ю.В. Яковлев сăнани чылай чух чăна килет: «Хальхи чăваш çыравçисем çырасса аванах çыраççĕ пек – литература йĕркине пĕлсе, яка, анчах вĕсене пĕр тĕвве тĕвĕлентерекен пысăк шухăш çукки, хăйсен тĕнчине çавăрайманни пĕтерет»13. Акă, калăпăр, М. Ишимбай çырнă «Йӳçĕ телей» калава илер (Тăван Атăл. 2012. 9 №. 100–104 с.). Йĕркеллех пек, çиелтен пăхсан. Детальсене вырăнлă усă курнă темелле, анчах та вĕçĕнче икĕ виле пулсан, кунашкал калав ячĕ вырăнлă-ши. Çавна май автор мĕн каласшăн пулнине ăнланса илме йывăртарах.

В. Муравьев хăйне прозăн пур жанрĕнче те тĕрĕслесе пăхрĕ темелле (калав, повесть, роман). Ку тапхăрта унăн «Çылăхлă арçын» романĕн 5-мĕш кĕнеки тухать. Çак романăн тăсăмĕ – «Çĕмĕрт сивви» ятлă тепĕр роман пичетленме пуçлать (Тăван Атăл. 2014. 1 №. 3–77 с.). Романсем-и вĕсем, çук-и? Вăхăт иртнĕçемĕн, паллах, жанр паллисем улшăнаççĕ, çапах та тĕшши юлмалла. Вăтам япаласем нумайланса кайнă тапхăр халĕ. Муравьева анчах пырса тивмест ку. Кун пек хайлавсенче сюжет та пур пек, анчах чĕлхи илемлĕ литература чĕлхи мар, тарăнлăхĕ те çук. «Юхха» калав (Тăван Атăл. 2013. 3 №. 104–112 с.) качча кайман хĕрарăм шăпи çинчен. Тӳрех каламалла, витĕмлĕ сăнар теме çук Ленăна. Çиелти паллăсем, пурнăçри пăтăрмахлă пулăмсем çинче ытларах чарăнса тăнă автор. Ахăртнех, вулакана çапла кăсăклантарасшăн пулнă. Ку енĕпе Л. Саринен «Хĕве хупман хĕр» (Тăван Атăл. 2013. 8 №. 9–36 с.) калавĕ ăнăçлăрах пулса тухнă.

В. Муравьевăн «Çухалнă çĕрĕ» повеçне автор пултарулăхĕшĕн çитĕнӳ тесе хакламалла (Тăван Атăл. 2015. 1 №. 37–71 с.). Ку хайлавра пурте виçеллĕ, чун-чĕре тăрăмне кăтартса пани те, сăнарсен шухăш-кăмăлне уçса пама тăрăшни те, сюжет аталанăвне тĕлĕкпе символла сăнарсене кĕртсе яни те. Хайлав ячĕпе унăн телейлĕ вĕçленĕвĕ çураçăнсах пĕтеймеççĕ-и, тен, çапах та кунта пысăк хирĕçӳлĕх çук. Çак автор пултарулăхĕшĕн вăтам жанр (повесть) пĕлтерĕшлĕ пулнăн туйăнать. Ку номерте пичетленнĕ «Ульма» калав (авторĕ – А. Исемпи; Тăван Атăл. 2015. 1 №. 72–89 с.) йытă пурнăçне йĕрлесе тухать, çынпа йытă туслăхне туйăмлă кăтартса парать. Пулни-иртни шучĕпе пĕр калав валли анчах та мар пек кунта.

Чĕмпĕр ен авторĕсем ку тапхăрта татах та хастартарах ĕçлеççĕ. «Канаш» хаçатра Е. Мустаевăн, Е. Алексеева-Аксупин калавĕсем тăтăшах пичетленеççĕ. Н. Андреев калавĕсем те пур кунта. «Тăван Атăл» журналта, ытти хаçатсенче те вĕсен хайлавĕсем час-часах кун çути кураççĕ.

Икĕ ĕçтеш традициллĕ литературăна малалла аталантараççĕ. Вĕсемшĕн çемье, тăван кил, кăмăл-сипет ыйтăвĕсене сӳтсе явни пĕлтерĕшлĕ. Елена Мустаевăн «Аннесене каçараççĕ» (2012) ятлă пĕрремĕш кĕнекине калавсемпе новеллăсем, юмахсем, повесть кĕнĕ. Вĕсенчен хăшне-пĕрне 1990 çç. çырнă. Тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавсен, паллах, шайĕ те тĕрлĕрен, пĕр тикĕс мар. Чи илĕртекеннисен шутне пĕчĕкрех калавсене, ачасем çинчен çырнисене кĕртмелле. И. Яковлев пирки «Халала вуласах тăмалла» (шухăш) тесе палăртнă япала та пур кунта. Çак таранччен мĕн çырнине кун çути кăтартас тенĕ, ахăртнех, автор. Хĕрарăм кун-çулне, шухăш-кăмăлне шалтан уçса пама тăрăшни аван.

Елена Алексеева-Аксупин «Каснă чĕлĕ» (2015) кĕнекине виçĕ-тăватă çул хушшинче пичетленнĕ калавсем кĕнĕ. Е. Аксупи, пĕтĕмĕшле илсен, хатĕр характерсене тĕпчет. Пурнăçра пулса иртекен пăтăрмахсене вĕсем тĕрлĕрен чăтса ирттереççĕ. Ытларах чухне йывăрлăхсене те, хăйсене хăйсем те çĕнтерме пултараççĕ. Иккен, темле те пулать пурнăçра, санран килет чылай чух сан шăпу. Ку прозаик калавĕсем вулакана пурнăçа позитивлă йышăнма тăрăшмаллине ĕнентереççĕ.

Улькка Элмен прозаик ăсталăхĕ çулсерен ӳссе пыни куçкĕрет. «С