Шӳтлĕ хайлавсем вулама сĕнеççĕ
30 апреля 2020
Мăнкун умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Терентьевăн «Мăнкун иртсен — тунтикун» кăларăмĕ пичетленчĕ. Унта сатирăллă повеçсемпе калав кĕнĕ. Вĕсен ячĕсене пăхсанах йăл кулмасăр тăма çук: «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ», «Коррида, самурайсем тата анăçран тухнă хĕвел», «Кремль сакки сарлака»…
«Мăнкун иртсен — тунтикун» мĕн пулнине те пĕлес килет. Кун хыççăн «Чечек çыххи» калавпа «Çурхи тĕлĕк» повеç те темĕнле йĕплĕ-туратлă, пăтăрмахлă пулассăн туйăнать. Тавçăрни тĕрĕсех: ку кĕнекене вуланă чухне кулнипе вар хытма та пултарать.
Сăнарсем хăйсен айванлăхĕпе, çаврăнăçусăрлăхĕпе, наянлăхĕпе ахăлтатма хистеççĕ мар-и? Автор аванах йĕплет-чĕпĕтет пулин те вĕсенчен тăрăхламасть — вăл этем çитменлĕхĕсене питлет, килпетсĕр енсене тĕллесе кăтартать. Ку сăнарсем хамăр хушăрах çӳреççĕ пек, вĕсене кашни ялтах курма пулать. Калаçăвĕ те, хуйхи-суйхипе савăнăçĕ-хавхаланăвĕ те халăха çывăх.
Паянхи лару-тăрура пусăрăнса лариччен, тен, шăпах çавăн пек шӳтлĕ хайлавсем вуламалла? «Кулăш — пурнăçра пулăш» теççĕ мар-и-ха?
Чăваш литературине юратакансемшĕн, унăн кун-çулĕпе кăсăкланакансемшĕн Юрий Терентьев çĕнĕ ят мар, унăн произведенийĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче литература журналĕсенче тăтăшах пичетленнĕ. «Мăнкун иртсен — тунтикун» — çамрăклах пурнăçран уйрăлнă çыравçăн черетлĕ кĕнеки. Пĕрремĕшĕ «Кремль сакки сарлака» ятпа 1997 çулта тухнă. Кĕске калавĕсене «Чап-чап уйăхĕ» кĕнекере /2019/ тупса вулама пулать.
Тарăн пĕлӳллĕ, анлă тавракурăмлă, пурнăç хури-шуррине çивĕч туйнă писатель Элĕк районĕнчи Исванкă ялĕнче çуралнă. Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ, Ставрополь облаçĕнчи «Молодой ленинец» хаçатра, унтан таврăнсан Элĕк районĕнчи «Пурнăç çулĕпе» хаçатра, республикăра тухса тăнă «Капкăн» журналта редакторта, литература пайĕн заведующийĕнче, тĕп редакторăн çумĕнче ĕçленĕ.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 47-48(27630-27631).
30.04.2020.