Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Шураçка» ‒ чăвашла тата вырăсла

30 мая 2019

Мĕн пĕчĕкрен теприн ыратăвне туйма, айваннине хÿтĕлеме, ваттине хисеплеме, алла иленнĕ чĕр чуншăн яваплă пулма вĕреннĕ ача çитĕнсен те тÿрĕ çултан пăрăнмĕ. Ку ĕçре пуян содержаниллĕ, паха кĕнекесем пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче тинтерех кун çути курнă кăларăм - «Шураçка. Шураська» ‒ шăпах çавсен йышне кĕрет. Унăн авторĕ ‒ Николай Ларионов çыравçă, журналист. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене кутăн-пуçăн çавăрса вуламалла. Пĕрремĕш хуплашка хыççăн ‒ чĕр чунсем çинчен чăвашла çырнă вунă калав. Кăларăма тепĕр май çавăрсассăн çав хайлавсенех вырăсла вулама пулать.
Николай Николаевич çут çанталăк тусĕ пулни тÿрех сисĕнет. Вĕçен кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçĕнче кулленех пулса иртекен, анчах эпир чылай чухне асăрхаман ĕçсене питĕ ăста сăнлать вăл. Сăмахран, «Чĕкеç» калавра пĕр мăшăр чĕкеç йăва çавăрнине вуласа пĕлетпĕр: «Часах вĕсем хăйсене килĕшекен кĕтес тупрĕç, аслăк çунатти айне йăва тума пуçларĕç. Темиçе кун тăрăшса ĕçлерĕç кайăксем, пылчăк, тăм, тĕк, лаша-ĕне çăмĕ, пĕлтĕрхи курăк пуçтарчĕç. Вĕсене çыпăçтарса çÿллĕ вырăнта йăва туса хучĕç». Вун икĕ çулти Сентиер пĕррехинче тата тĕлĕнмеллерех пулăм курать: чĕкеç йăви патне хура çĕлен авкаланса пырать иккен! Тĕпренчĕксен амăшĕ çухалса каймасть ‒ туххăмрах шăрчăк йăтса килет. Кайăка мĕн тума кирлĕ-ши вăл? Çĕлен кăпшанкă таврашне çимест вĕт. Ку кăсăклă ыйту хуравне вулакан хайлав вĕçĕнче тупĕ.
Кĕнекере чуна пырса тивекен, тарăн шухăша яракан калав йышлă. Хăшне-пĕрне вара куççульсĕр те вулаймăн.
Йытă-кушак шăпи хуçа кăмăлĕнчен чылай килет. Ишпута та («Ишпут»), Хăрканпа Мăркана та («Хăрканпа Мăркан»), Çинира та («Çинир») хуçисемпе ăнăçнă тееймĕн. Кашнин ‒ хăйĕн хуйхи-терчĕ. «Йытă ‒ чи шанчăклă юлташ», ‒ теççĕ. Тулĕк этем пур чухне те тивĕç-ши ку çирĕп туслăха?
Çинир йыттăн та сутăнчăклăхпа, чунсăрлăхпа тĕл пулма тивет. Микиш ăратлă, чаплă йытă çинчен ĕмĕтленсе шанчăклă кил сыхлавçине (таçтан тупса килнĕскере) хÿтерсе яма шут тытать. Палăртнине пурнăçа кĕртессишĕн мĕн тери киревсĕр пулма пултарать иккен этем! Пуласлăхра хăйне мĕн кĕтессине пĕлмест. Çав хушăрах мĕн тери пысăк чунлă пулаççĕ чĕр чунсем ‒ ниме пăхмасăр юратаççĕ, каçараççĕ, пулăшма васкаççĕ айван çынсене...
«Тантăш», № 21(4639).
30.05.2019.