Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Шупашкар çинчен пичетлесе кăларнă

05 июня 2019

2019 çулта Чăваш Енĕн тĕп хули летопиçре ун пирки пĕрремĕш хут асăннăранпа 550 çул çитнине паллă тăвать. Çак паллă кун тĕлне «Чебоксары в записках современников и путешественников /вторая половина XVI ‒ начало XX века/» кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Хатĕрлекенĕ, умсăмахсемпе ăнлантарусен авторĕ — С.В. Охотникова, редакторĕ — Н.В. Вечеркина, ÿнерçисем — В.Н. Гончаров, И.Е. Калентьева. Çĕнĕ кĕнеке тиражĕ — 1000 экземпляр.
Таврапĕлÿçĕсемпе историксем ку кĕнекене тивĕçлĕ хак парĕç, мĕншĕн тесен унта XVI ĕмĕрĕн çурринче — XX ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă çынсен, вырăс тата ют çĕршыв çулçÿревçисен çырăвĕсене пухса системăланă. Паллă çăлкуçсемпе пĕрле унта ытлашши пĕлсе кайман авторсен хайлавĕсем, библиографи тĕлĕшпе сайра кĕнекесенчи сыпăксем кĕнĕ. Кĕнеке вулакансене Шупашкар хулин тĕрлĕ саманари пурнăçĕн конкретлă истори саманчĕсемпе, унăн социаллă пурнăçпа экономика тата культура аталанăвĕпе паллаштарĕ.

«Çырусен» пĕрлехи ячĕпе пĕрлештернĕ çăлкуçсене тĕрлĕрен материалсем кĕнĕ: мемуарсем, çул кĕнекинчи сыпăксемпе очерксем /травелогисем/, çырусем, çул-йĕр кăтартакан кĕнекесенчи тата литература хайлавĕсенчи сыпăксем, хаçат-журналта пичетленнĕ вырăнсенче тунă статьясемпе корреспонденцисем тата ытти те. Кĕнекене çав тапхăрта пурăннă 88 çынпа çулçÿревçĕн докуменчĕсене туллин е сыпăкĕсене кĕртнĕ. Материалсене хронологи йĕркипе çырнă. Кĕнекене текстсене ăнлантарса панине, кĕскетнисен списокне, истории терминĕсен тата кивелнĕ сăмахсен словарьне кĕртнĕ.
 

«Ĕç ялавĕ», Етĕрне район хаçачĕ, № 39(11659).
05.06.2019.