Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Республикӑра коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗн энциклопедийӗ кун ҫути курнӑ (ГТРК "Чувашия", 13.01.2022)

13 января 2023

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӑрӑшакансен ӗҫӗпе эпир кунсерен тӗл пулатпӑр. Вӗсен ӗҫченлӗхӗнчен кил-ҫуртра ӑшӑ, урамра тирпейлӗ те хӑтлӑ пуласси килет. Ку тытӑмӑн историйӗ мӗнрен пуҫланнӑ тата мӗнле аталаннӑ? Малтанах камсем вӑй хунӑ тата халӗ мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ? Ҫак ыйтусене хурав тупма нумай пулмасть кун-ҫути курнӑ энциклопеди пулӑшӗ.

535 страница, 1 200 ытла статья, вӑл шутра 800 ытла биографи тата 900 яхӑн сӑнӳкерчӗк. Ҫакӑн пек калӑпӑшлӑ кӗнеке кӑларас шухӑш авторӑн 3 ҫул каялла Федор Карягин профессӑрӑн экологи энциклопедине пахаланӑ вӑхӑтра ҫуралнӑ. Унӑн тӗслӗхӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнче ҫур ӗмӗре яхӑн вӑй хуракан Валерий Алексеева хӑпартлантарса янӑ. Вӑл тӳрех ӗҫе пикеннӗ.

Хамӑр историне, йӑх-несӗлсене пӗлмесӗр - пуласлӑх ҫук, тесе ахальтен каламан. 1235 экземплярпа пичетленсе тухнӑ энциклопеди вара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче нумай ҫул хушши вӑй хунӑ паллӑ ҫынсен ӗҫӗ-хӗлне ӗмӗрлӗхе астӑвӑмра упраса хӑварма пулӑшӗ. Кӗнекене республикӑри ҫак тытӑмра тӑрӑшакансем хавхалансах йышӑннӑ.

Энциклопедине пахалама хутшӑннисем автора вӑраха ямасӑр изданин 2-мӗш пайне кӑларас ӗҫе пуҫӑнма вӑй-хӑватпа ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Оксана Верликова, Михаил Солин

Источник: ГТРК "Чувашия"