Пурнăç чăнлăхĕ сăнланнă
01 августа 2019
«Хăвăр тĕллĕн тата пирĕнпе пĕрле вулăр! Çу кунĕсене кĕнекепе ирттерĕр!» — çакăн пек девизпа кĕтсе илет Элĕкри ача-пăча библиотеки çамрăк вулакансене. Çуллахи вулав шайĕнче кунта нумай мероприяти иртет: паллă çыравçăсен юбилейĕсене халалласа йĕркеленĕ куравсем, литература викторинисем, тĕл пулусем… Эрнесерен салари картишсенче вулав сехечĕсем тата куравсем йĕркелесси те планпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.
Çак кунсенче библиотекăра чăвашсен паллă çыравçи Ева Лисина 80 çул тултарнине халалласа «Кĕнекесенче — пурнăç чăнлăхĕ» литература сехечĕ иртнĕ. Паллă çыравçă ача-пăча хайлавĕ сахал мар калăпланă, ют çĕршыв çыравçисенне те чăвашла куçарнă. Унăн повеçĕсем, калавĕсемпе юмахĕсем çитĕнекен ăрăва ырра усалран уйăрма вĕрентеççĕ кăна мар, ачан шалти туйăмне те туллин уçса ун çине тимлĕрех пăхма хистеççĕ. Тĕп сăнарсем — кăмăл-сипет енчен çирĕп, тÿрĕ кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ ачасем.
— Ева Лисинăн «Çĕньял ачисем», «Хупах хăлха Илюк», «Тепĕр çул та килетпĕр», «Вĕçекен кÿлĕ» тата ытти хайлавне çамрăк вулакансем лайăх пĕлеççĕ, вĕсем нихăçан та çÿлĕк çинче тусанланса выртмаççĕ, — палăртрĕ библиотека ертÿçи Галина Миронова.
Ачасем çыравçăн «Çăкăр хакĕ», «Мĕнле-ха пулăшас мар?» тата «Вĕçекен кÿлĕ» калавĕсене сасăпа вуласа тишкернĕ, ыйтусене хуравланă. Уйрăмах пĕчĕккисене «Çăкăр хакĕ» шухăша янă. Ахальтен мар çыравçăн пурнăç чăнлăхне сăнланă хайлавне нумай чĕлхене куçарнă.
«Тантăш», № 30(4648).
01.08.2019.