Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Писательсем хăйсен сăнарĕсене юратаççĕ

31 января 2020

Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 100 çул çитсе пынă май республикăри районсенче пултарулăх тĕлпулăвĕсем, кĕнеке презентацийĕсем иртеççĕ.
Çыравçăсемпе редакторсем Улатăр хулине, Елчĕк, Патăрьел, Канаш районĕсене çитме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть литература уявĕ Вăрнарти культура çуртĕнче кĕрлерĕ. Вăрнарти тĕп вулавăшпа пĕрле йĕркеленĕ мероприятие библиотекарьсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, вулакансем пуçтарăнчĕç. Тĕлпулăва Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăсем Улькка Эльменпе Ольга Австрийская хутшăнчĕç.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ Светлана Каликова пухăннисене конкурссенче палăрнă кăларăмсемпе паллаштарчĕ, кăçалхи проектсем çинче чарăнса тăчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 75 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнине халалласа ятарлă кĕнекесем кăларма палăртнине пĕлтерчĕ.
Улькка Эльменпе Ольга Австрийская хăйсен кĕнекисем çинчен каласа кăтартрĕç, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, вулакансен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Улькка Эльмен «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана…» произведенийĕсене чăваш литературине сума сăвакансем юратса вулаççĕ. «Упраймарăм сана…» романти тĕп сăнар Маша вĕсен чĕринех кĕрсе вырнаçнă. 2018 çулта асăннă хайлавăн виççĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Шăпах ун çинче чарăнса тăчĕ Ольга Геннадьевна. Çавăн пекех ачасем валли калав çырса пĕтернине пĕлтерчĕ, вăл çывăх вăхăтра «Тăван Атăл» журналта пичетленмелле. «Инкеклĕ телей» сборник валли повеç çырса хатĕрленĕ, ку кăларăм 2020 çулта кун çути курмалла. Прозаик çĕнĕ роман та çырма пуçăннă.
— Эпир, çыравçăсем, хамăр сăнарсене юрататпăр. Çавăнпа вĕсемпе сывпуллашма, романа вĕçлеме çав тери йывăр. Эпĕ çынсемпе калаçма, вĕсене итлеме тăрăшатăп. Çакăн пек чĕрĕ калаçусенчен, çĕнĕ историсем пĕлнинчен çуралаççĕ хайлавсем, — пултарулăх вăрттăнлăхĕсене уçрĕ Ольга Геннадьевна.
Уяв хăнисем Вăрнар районĕнчи библиотекăсене кĕнекесем парнелерĕç. Нина Пăрчăкан сăвăç хăйĕн сăввисене вуларĕ. Салам сăмахĕсемпе Михаил Васильевпа Вениамин Сорокин писательсем тухса калаçрĕç. Ăшă тĕлпулупа вулакансем те, çыравçăсем те кăмăллă юлчĕç. «Çакнашкал мероприятисем тăтăшрах ирттерсен питĕ аван пулĕччĕ», — терĕç вулакансем культура çуртĕнче йĕркеленĕ кураври кĕнекесемпе паллашнă май.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 10-11(27593-27594).
31.01.2020.