Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Пĕр роман ‒ икĕ типографире

15 марта 2019

Çак кунсенче Шупашкарти икĕ типографире ‒ Чăваш кĕнеке издательствинче тата «Çĕнĕ вăхăтра» ‒ пĕр харăс Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерĕ» ятлă «савнисен романне» пичетлесе кăларчĕç. 1000-шер экземплярпа. Халĕ вырăсла вариантне пичете пама хатĕрлеççĕ. Хусанта пурăнакан паллă çыравçа пысăк хак параççĕ.
Мĕн хавхалантарать-ха кĕнекеçĕсене. Мĕн çинчен çырнă-ха «Аттеçĕм Атăл» роман-трилогин авторĕ çĕнĕ кĕнекере.
Романăн тĕп геройĕ Ваçиле ‒ Раççейĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăлăха юлнă миллионшар хĕрарăмран пĕри. Ял тĕнчин чури вăл. Шăпах çавăн пек хăюллă, йывăрлăхсенчен, тăшмансенчен хăраманскерсем Çĕнтерĕве туптанă та иртнĕ вăрçăра. Унăн паттăрлăхне, тĕллевне пурнăçлассишĕн, юратнă упăшкипе тĕл пулассишĕн темле йывăрлăха та, кашни тăшмана та çĕнтерме хатĕр пулнине кăтартса парать автор.
Ытарайми илĕртÿллĕ пурнăçа, тутлă ĕмĕтсене вăрçă касса татнă. Анчах вăрçăчченхи телейлĕ пурнăç, савнă упăшкипе пурăннă малтанхи çулсем, унăн ытарайми сăнарĕ Ваçиле пуçĕнче роман тăршшĕпех иртет.
Пĕччен, тăлăха юлнă хĕрарăм темелле. Анчах пĕччен мар вăл, пĕр шухăшлисем нумай унăн. Вĕсенчен чи мала Ваçилен пĕртен-пĕр юратăвне, вăрçăра пуç хунă упăшкине Ванюша хумалла. Ăна ялан асра тытнипе, йывăр вăхăтра йывăрлăхсене çĕнтерет тăлăх. Ывăлĕсем Толикпа Венька, хĕрĕ Лилька, хуньăшĕ Ермолай Кузнецов тÿсĕмлĕ пулма çĕклеççĕ ăна.
Тăшмансем вара тепĕр чухне сĕре те хĕссе çитереççĕ, çавах парăнтараймаççĕ:
«...‒ Совет çарне çирĕплетессишĕн заем, ‒ ăнлантарать çар çынни.
‒ Мĕн, Хĕрлĕ Çар çирĕп мар-им. ‒ салтак арăмĕн куçĕсенче шуйттансем вылярĕç.
‒ Сÿпĕлтетсе тăр-ха кунта. Арестлетĕп! ‒ хăратса илчĕ Кабаргас.
‒ Заем! Заем! Заем! ‒ урисемпе тăпăртатрĕ влаçри.
‒ Кăравул! Вĕлереççĕ!
‒ ... твою мать! ‒ намăс сăмахсемпе чыхăнса кайрĕ хуларан килнĕ чиновник».
Çĕнтереймеççĕ тăлăха, мĕншĕн тесен вăл ‒ аслă тĕнчен пайĕ, хăй тĕнче. Вăл çутçанталăкăн уйрăлми пайĕ пулнине уйрăмах Ваçиле Суслонгера кайни ĕненмелле кăтартса парать: кашкăрсем те, шартлама сивĕ те, выçлăх та нимĕн мар уншăн. Çапла романăн лейтмотивĕ ‒ парăнма пĕлмен чун. Ачаш, çепĕç хĕрарăм чунĕ пулсан та.
Юлашкинчен, романăн тĕп пĕтĕмлетĕвĕ: тăлăх арăм çĕнтереймест темелле ‒ ăна тĕрмене хупаççĕ, анчах анлă пĕлтерĕшпе илсен вăл çÿнтерÿçех пулса юлать: «Эсир манăн çăвара хупаймăр. Эпĕ ĕненетĕп, мана Раççейри, тен, ытти çĕршывсенчи тăлăх арăмсем те илтĕç. Вăрçăн пиншер мĕскĕнĕ. Вăрçăсем пĕтесси пуçлăхсенчен килет. Вĕсем çынсене кăмакана пуленккесем ывăтнă пек пăрахаççĕ. Пĕр шелсĕр».
Нобель премийĕн лауреачĕн Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» романĕнчен пĕрре те кая мар «Тăлăх арăм минтерĕ»: Григорий Мелехов, вăрçăпа юмăлнăскер, винтовкипе пульлисене шыва пăрахса путарать. Кирлĕ мар вăрçă! Ваçиле сăмахĕсем, вăрçа хирĕç пуçарса янă ĕçĕсем тата мăнаçлăрах, сулмаклăрах. Тĕрĕссипе каласан, Николай Сорокин романĕ хăй те Шолохов романĕнчен кая мар, вырăнĕ-вырăнĕпе вăйлăрах та пулĕ.
Ыран, мартăн 16-мĕшĕнче, Хусанти Туслăх Çуртĕнче çĕнĕ кĕнекен хăтлавĕ иртет. Мероприяти 17.00 сехетре пуçланать.
Евгений ТУРХАН,
«Сувар» хаçат çумĕнчи «Сунтал» литпĕрлешÿ ертÿçи.
В.Александрова сăнÿкерчĕкĕ.
«Сувар», № 10(1306).
15.03.2019.