Пĕр роман – икĕ тĕрлĕ хак
15 марта 2019
«Сувар» хаçат çумĕнчи литпĕрлешÿ ертÿçи Евгений Турхан «Сувар» хаçатра «Пĕр роман – икĕ типографире» рецензи пичетлесе кăларчĕ. Унта Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерĕ» романĕ пирки сăмах пуçарнă. «Чаваш халăх сайтĕнче» пичетленнĕ «Çакă-и илемлĕ литература?» статьяпа танлаштарсан асăннă кĕнекене пачах урăх хак панă.
«Çак кунсенче Шупашкарти икĕ типографире – Чăваш кĕнеке издательствинче тата «Çĕнĕ вăхăтра» – пĕр харăс Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерĕ» ятлă «савнисен романне» пичетлесе кăларчĕç. 1000-шер экземплярпа. Халĕ вырăсла вариантне пичете пама хатĕрлеççĕ. Хусанта пурăнакан çыравçа пысăк хак параççĕ».
Тÿрех каласа хăварар, Чăваш кĕнеке издательстви типографи мар: пичете хатĕрленĕ кĕнекесене вăл тĕрлĕ типографине парса пичетлет. Çакна Евгений Турхан хăйĕн «Каганлăх тĕпренчĕкĕ» кĕнекине уçса пăхсан та пĕлме пултарнă. Роман тухнă кăна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ăна пысăк хак параççĕ иккен. Камсем-ши?
Рецензи авторĕн Евгений Турханăн хакĕ вара акă мĕнле: «Нобель премийĕн лауреачĕн Михаил Шолоховăн «Лăпкă Дон» романĕнчен пĕрре те кая мар «Тăлăхарăм минтерĕ». Григорий Мелехов, вăрçăпа юмăлнăскер, винтовкипе пулльисене (патронĕсене мар-ши? - В.А.) шыва пăрахса путарать. Кирлĕ мар вăрçă! Ваçиле сăмахĕсем, вăрçа хирĕç пуçарса янă ĕçсем тата мăнаçлăрах, сулмаклăрах. Тĕрĕссипе каласан, Николай Сорокинăн романĕ. хăй те Шолохов романĕнчен кая мар: вырăнĕ-вырăнĕпе вăйлăрах та пулĕ».
Акă епле иккен. Эппин кĕçех Хусан кăна маар, тĕнче кĕрлесе каять. Шолохов шайĕнче çырнă роман кашни çулах тухмасть, çĕршывра анчах мар, тĕнчере те. Чăваш литературинче ун пекки пулманччĕ-ха. Апла автора «Чăваш халăх писателĕ» хисеплĕ ят кăна мар, тата та чаплăрах премисем парса тултарĕç. Кĕтсе пăхар-ха.
«Чăваш халăх сайтĕнче» пĕр автор виçерен тухса çапла перкелешнине «объективлăха çухатнă графомансен сăмахĕ» тесе палăртнăччĕ. Питĕ тĕрĕс каланă пек туйăнать. Анчах эпир Турхана, тен, ăнланса çитереймен. Тен, вăл автортан тăрăхламалли аван меслет шутласа тупнă? Мухтама мухтарть пек, анчах ăшĕнче унран ахăлтатсах кулать. Е сас-хура сарăлтăр тесе тесе юриех суя хыпар сарать. Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаççĕçке: çак çулпа ма каяс маар?
Николай Сорокин хăй романне «Савнисен романĕ» тесе палăртнă. Пур-ха ун пек жанр: анчах ку кĕнеке пачах урăх çулпа чупать: чат юратуран тăракан хайлав мар вăл.
Шел пулин те, йĕркеллĕ аргумент тупса хÿтĕлеме пултарайман рецензент эпир «хурланă» романа. Виçесĕр хăпартланса çырни вара асăннă рецензире туллиех. Каллех автрăн (Турханăн) чĕлхи пирки калама тивет. Тăван çĕршывшăн пынă Аслă Вăрçа вăл «Раççейĕн Аслă вăрçи» тесе палăртать. Тĕп героя, Ваçилене, Сталина хирĕç кайма хăват çитернĕ хĕрарăма, «ял тĕнчин чури» тесе хаклать. Тепĕртакран «çутçанталăкăн уйрăлми пайĕ» туса хурать. Унтан Рахметов евĕрлĕ ниçта курман тип пулса тăрать вăл: «кашкăрсем те, шарлтама сивĕ те, выçлăх та нимĕн те мар уншăн…»
«Сувар» хаçата вуланă май çапла шухăш та пырса кĕрет: вуланă-ши Турхан Сорокин романе? Вуланах пулсан мĕншĕн капла хаклать? Тен, уçкаласа тухнă та рецензи мар, мухтав юрри çырса пăрахнă. Анчах кĕнекене В. Александровăпа пĕрле вырăсларан вăл куçарнă-çке. Çакăн пекки те пулать иккен пурнăçра: вуласса-вуламан, анчах куçарнă.
Хаçат сотрудникĕсен тимсĕрлĕхĕ пирки те каласа хăвармалла: «тутлă ĕмĕтсем» («сладкие мечты» фразеологи çумне çыпăçса ларнă ĕнтĕ куçараканăн чĕлхи), «йывăр вăхăтри йывăрлăхсене», «манăн çăвара хупаймăр» (хуплаймăр), «…ытарайми сăнар Ваçиле пуçĕнче (асĕнче) роман тăршшĕпех иртет» тата ытти шăйрăксене асăрхаманни хаçат шайĕ пирки шутлаттарать.
"Чаваш халах сайче"