Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Паянхи вулаканшăн та çывăх

26 мая 2020

«Пĕчĕк акăшсен ташши» кĕнекери хайлавсен авторĕсене ĕмĕрхи ыйтусемех алла ручка-кăранташ тытма хистенĕ. Асăннă кăларăм «Эткер» ярăмпа пичетленчĕ.
Хайлавсен пуххи Василий Игнатьевăн «Пĕчĕк акăшсен ташши» калавĕпе тата Леонид Маяксемĕн «Лива», Александр Волковăн «Пĕчĕк ялăн пысăк çылăхĕ» повеçĕсемпе паллаштарать. Вĕсем Чăваш Наци библиотеки сĕннĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока кĕнĕ. Кашни произведенин хăйĕн илемлĕ тĕнчи. Анчах вĕсенче пĕрпеклĕх те çук мар. Тĕпрен илсен, хайлавсенчи тĕп сăнарсем — яшсемпе хĕрсем. «Çамрăкăн ăс сахал, ваттин вăй сахал. Яшлăх эрленмест, ватлăх эрленет», — теççĕ пулин те ку яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн хуйхи-пăшăрханăвĕ, иккĕленĕвĕ-çухатăвĕ аслă çултисенчен кая мар. Мĕн шухăшлаттарать-ха çамрăксене? Юратăва пула канăçа çухатаççĕ мар-и? Пирвайхи асамлă туйăм хăпартлану кăна мар, тертленӳ те илсе килет тепĕр чухне. Каччи 10-мĕш класс кăна пĕтернĕ, хĕрĕ консерваторин 3-мĕш курс студентки пулсан — пушшех те. «Пĕчĕк акăшсен ташши» калаври йĕкĕт шăпах çапларах лару-тăрăва лекет. Вăрманçăн çинçе пилĕклĕ, кăтра çӳçлĕ хĕрне Лидăна килĕштерет вăл. Анчах пуçĕнче капланса килекен шухăшсене пĕлтерме, чунне уçма хăяймасть. Ыйхăсăр каçсем, кĕске тĕлпулусемпе калаçусем, пианинăпа «Пĕчĕк акăшсен ташши» кĕвве калама вĕренни… — çапларах пулăмсемпе асра юлаççĕ каччăшăн вăрман хуçалăхĕнче ирттернĕ кунсем.
Леонид Маяксемĕн «Лива» повеçĕнчи /сăмах май, вăл хăй вăхăтĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Çамрăксен хаçатĕнче пичетленнĕччĕ. — Ред./ 18-ти Палюш киномеханикпа Муççа моториста та ытла çăмăл шухăшлă тесе калаймăн. Ялтан яла кино кăтартса çӳреççĕ каччăсем. Вĕсем пăрлă Пăла юхан шывĕ урлă кивĕ кимĕпе каçма тăнине те икĕ енлĕ хаклама пулать. Пĕр енчен, чăн та, ăссăрла хăтланаççĕ, тепĕр енчен, ял халăхĕ умĕнчи яваплăха туйниех теветкеллĕ çак утăма тума хистет. Вилĕм умĕнче тăрсан та хăйсем пирки мар, кинолентăна çăлса хăварасси çинчен шухăшлаççĕ туссем. Ăçта çамрăклăх — унта юрату. Кинел ялĕнчи Лива çинчен тем калакан та пур. Пуçа усма, çын сăмахне хăлхана чикме хăнăхман вăл. Пике ăшă чун-чĕреллĕ пулнине Палюшăн та ăнланса илме тивет.
Александр Волковăн «Пĕчĕк ялăн пысăк çылăхĕ» повеçĕнчи Игорь те телей çумăрĕ айĕнче çӳрет тееймĕн. Çĕнĕ çул каçĕ… Каччă хуларан тăван яла таврăнать. Вăл пуриншĕн те тунсăхласа çитнĕ. Анчах мĕн курать-ха çамрăк çын? Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕре, шăллĕсем таçта, йăмăкĕсем выçă, пӳртре сивĕ те тирпейсĕр… Ку — пĕр çемьен инкекĕ кăна мар, вун-вун кил-йыш çапла пурăннине систерет автор. Ялсем юхăнни, халăх ĕçке ерни ун чунне ыраттарать, ку пăшăрхану вулакана та куçать.
Хайлавсенче иртнĕ ĕмĕрте пурăннă яшсемпе хĕрсен кун-çулне сăнланă пулин те вĕсен савăнăçĕ-пăшăрханăвĕ, чун туртăмĕ-шухăшлавĕ паянхи çамрăк вулаканшăн та çывăх, ăнланмалла.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 56(27639).
26.05.2020.