Паттăрсене халалласа
06 июля 2019
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кĕçех 75 çул çитет. Юнлă вăрçа пирĕн республикăран 208 пин çын ытла хутшăннă. 106 пин салтак киле таврăнман.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Çулăмлă çулсенче» кăларăм шăпах вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарать. Унăн авторĕ — Валериан Прокопьев публицист, журналист тата тĕпчевçĕ. Редакторĕ — Ольга Федорова. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пирки çырнă вун виçĕ документлă очерк кĕнĕ. Вĕсене фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусемпе кăранташпа чăвашла çырнă кун кĕнекин йĕркисене, аса илÿсемпе награда хучĕсене, автобиографисене тĕпе хурса хайланă. Очерксен пуххин пысăк пайне чăваш поэзийĕнче тарăн йĕр хăварнă Кĕçтук Кольцов, Андрей Петтоки, Василий Васькин, Александр Пермяк поэтсене халалланă.
«Хыпар», № 85-86(27518-27519