Паттăрсен тертлĕ кун-çулĕ
25 июля 2019
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсен эшкерне çапса аркатнăранпа кĕçех 75 çул çитет. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те паттăрсен ĕçĕ-хĕлĕ паян та пирĕн асрах. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Çулăмлă çулсенче» кăларăм шăпах вĕсемпе паллаштарать. Ун пирки Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова каласа кăтартрĕ:
— Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пирки çырнă вун виçĕ документлă очерк кĕнĕ. Вĕсене фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусемпе кăранташпа чăвашла çырнă дневник йĕркисене, аса илÿсемпе награда хучĕсене, характеристикăсемпе автобиографисене тĕпе хурса хайланă. Кăларăмпа паллашсан çамрăк вулакан рядовой салтаксемпе офицерсем, аслă командирсемпе генералсем çинчен тĕплĕн пĕлĕ.
Очерксен пуххин пысăк пайне чăваш поэзийĕнче тарăн йĕр хăварнă Кĕçтук Кольцов, Андрей Петтоки /Петухов/, Василий Васькин /Никитин/, Александр Пермяк /Пермяков/ поэтсене халалланă. Вĕсем шăрçаланă çырусемпе паллашма питĕ интереслĕ, кашниех тыткăна илет. Автор стильне упраса хăварнă.
«Çĕнтерÿ мĕн тери йывăррăн çитнине, хаяр вăрçă мĕн чухлĕ çамрăкăн ĕмĕт-тĕллевне, пурнăçне татнине кăтартса-астутарсах тăччăр çак очерксем», — тет кĕнекене пухса хатĕрлекен. Яш-кĕрĕм тăнăç пурнăçа хаклама, паттăрсене сума сума пĕлнинчен пахи мĕн пултăр? Çĕнĕ кĕнекепе паллашма васкăр.
«Тантăш», № 29/4647/.
25.07.2019.