Паттăрсем пирки
26 июля 2019
Чăваш фольклорĕ тĕрлĕ жанрпа пуян. Юмахсем уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕпе «Чăваш халăх пултарулăхĕ» кĕнекере паллашма май пур.
Вăхăт малаллах шăвать. Фольклористсемпе тĕпчевçĕсен умне çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ. «Наци культурипе кăсăклантармашкăн, ăна сыхласа хăвармашкăн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ фольклор пуххине икĕ чĕлхепе пичетлеме йышăнчĕ», ‒ пĕлтерет кăларăм редколлегийĕ.
Каласа хăвармалла: «Паттăр юмахĕсем. Богатырские сказки» «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмри икĕ чĕлхеллĕ пĕрремĕш кĕнеке пулчĕ. Унта институтра упранакан ал çырăвĕсене, унччен пичетленнĕ халапсене кĕртнĕ.
«Хыпар», № 82‒83(27515‒27516).
26.07.2019.