Паллӑ чӑваш ҫыравҫи Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ (ГТРК "Чувашия")
25 сентября 2023
Поэт, прозаик тата драматург хальхи Куславкка тӑрӑхӗнчи Куснар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе ачасене вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа сумлӑ писателе халалланӑ тӗл пулу та вырӑнти шкулта иртрӗ.
Трубина Мархви чӑваш ача-пӑча литературине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри. Вӑл тата Ваҫҫа Аниҫҫи чӑн малтан пӗчӗк вулакансем валли калавсемпе повеҫсем хайланӑ. Марфа Дмитриевна Чӗмпӗрти учительсем хатӗрлекен шкулта Константин Ивановпа пӗрле вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн тӑван ялӗнче ачасене пӗлӳ пама пуҫланӑ. Унӑн пӗрремӗш произведенийӗ 1917-мӗш ҫулта "Чебоксарская правда" хаҫатра пичетленсе тухнӑ. Хӑйӗн вун-вун сӑввисемпе калавӗсене, пьесисемпе повеҫӗсене, вӑл шутра "Мучар", Вупӑр", "Ача чухнехи" - ачасене халалланӑ. Вӑл чӑваш чӗлхи учебникӗсем те хатӗрлесе кӑларнӑ. Педагогикӑна чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн Ленин орденне, чылай медале тивӗҫнӗ. Вӑл ҫавӑн пекех РСФСР тата ЧАССР хисеплӗ учителӗ.
Трубина Мархви ҫуралса ӳснӗ ҫурт паянхи кунччен те ларать. Унта ҫывӑх вӑхӑтра музей тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти пӗр урам та ҫыравҫӑ ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене шкулта хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ. 3 ҫул каялла кӑна хута кайнӑ ҫак ҫӗнӗ ҫурт. Кунта паллӑ ентешне манмаҫҫӗ. Шкулта Трубина Мархвине халалланӑ кӗтес пур.
Сумлӑ ӗҫтешӗн ятне упрас тесе сахал мар ӗҫ тунӑ ҫыравҫӑсем, малашнехи тӗллевӗсем те пур.
Куснарти вӑтам шкулта вӗренекенсемпе ӗҫлекенсем те хӑйсен ентешӗпе мӑнаҫланаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи урокӗсенче унӑн пултарулӑхӗпе туллин паллашаҫҫӗ.
Пухӑннисем Трубина Мархвин вилтӑприйӗ ҫине ҫитсе чечексем хучӗҫ. Унӑн ячӗ ӗмӗрех халӑх асӗнче пулнине каларӗҫ.
Надежда Александрова, Михаил Солин