Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Наци библиотекинче Улькка Эльменӗн "Пурнӑҫ сулӑнка лексен..." романне тишкерсе пахаларӗҫ (ГТРК "Чувашия")

21 сентября 2023

Ят илнӗ авторӑн кӗнекине хӑтлама ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, прозаикӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчӗҫ.

 

Романа чӑн пулнине тӗпе хурса ҫырнӑ. Сюжет ҫинчен кӗскен калас пулсан, хайлаври тӗп сӑнар, Таисия Краснова судья, айӑпланакан Александр Тихонова юратса пӑрахать, туйӑмсен тыткӑнне лексе пуҫне ҫухатнӑ хӗрарӑм никама та итлемест, ҫакӑ ӑна йӑнӑш ҫул ҫине илсе тухать. Нумай йывӑрлӑх витӗр тухма тивнӗ Таиҫӗн шӑпи вулакана шухӑшлаттарма тивӗҫ.

Хайлавӑн редакторӗ - Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекен Ольга Иванова-Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑ. Вӑл роман хыҫҫӑн роман кӑларакан Улькка Эльмен алҫырӑвӗсене кашнинчех хапӑлласа йышӑнатӑп тет. Ку хайлава вӑл икӗ ҫул чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

Улькка Эльменӗн кӗнекисене вулакансем алран ямаҫҫӗ темелле. Юлашки вӑхӑтра пирӗн литературӑра роман сахаллипе те ҫыхӑннӑ-тӑр ҫакӑ. Унӑн хайлавӗсем наци библиотеки йӗркелекен "Ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке" ӑмӑртура та пӗрре мар мала тухнӑ, цифра аталанӑвӗн министерстви ирттерекен ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чӑвашла алҫырусен конкурсӗнче те ҫӗнтереҫҫӗ. Унӑн геройӗсем - паян пирӗнпе юнашар пурӑнакансем.

Авторӑн ӗҫтешӗсем романа тӗплӗн вулани сисӗнчӗ. Ют куҫпа пӑхса шӑйрӑксене тимлесе шырани кирек хӑш ҫыравҫӑшӑн та питӗ усӑллӑ. Сӗтеклӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, вырӑнлӑ усӑ курнӑ сӑнавсемпе ваттисен сӑмахӗсем сӑнарсен шалти тӗнчине яр уҫҫӑн курма пулӑшаҫҫӗ. Тишкерӳҫӗсем прозаик ял пурнӑҫне ӗнентерӳллӗ ҫырса кӑтартнине палӑртрӗҫ - автор хӑй те ялта ӗҫлесе пурӑнать.

Тишкерӗве пӗтӗмлетекенни Юрий Артемьев филологи докторӗ пулчӗ. Ҫивӗч куҫлӑ та сӑнарлӑ чӗлхеллӗ литература тӗпчевҫи ыттисем асӑрхайманнине курса ытарлӑн чылай усӑллӑ сӗнӳ пачӗ.
"Пурнӑҫ сулӑнка лексен..." роман Чӑваш кӗнеке издательствинче пысӑках мар тиражпа тухнӑ, туянса вулама васкӑр.

Марина Карягина, Димитрий Макаров

Источник: ГТРК "Чувашия"

Подробнее о книге...