Наци библиотекинче "Паянхи чӑваш литератури: ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ" ятпа семинар иртрӗ (ГТРК "Чувашия")
29 ноября 2023
Ӑна ҫамрӑк ҫыравҫӑсене тупса палӑртас тата пулӑшас тӗллевпе республикӑри профессионал писательсен союзӗ йӗркеленӗ. Пирвайхи ларура Хветӗр Уяр пултарулӑхӗн уйрӑмлӑхӗсене тишкерчӗҫ.Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Хветӗр Уяр, "Шурча таврашӗнче" дилогипе "Телейлӗ Палюк", "Ӑҫта эс, тинӗс?" йышши нумай хайлав авторӗ, 2000-мӗш ҫулта ҫӗре кӗнӗ. 86 ҫул пурӑнса чылай хура-шур курнӑ ҫыравҫӑ вӑрҫӑ вучӗ витӗр те тухнӑ, айӑпласа кӗнекисене вулама чарнӑ тапхӑра та тӳссе ирттернӗ - ҫынлӑхне ҫухатман, самана пӗр вырӑнта тӑрас ҫуккине ӑнланса чӑтӑмлӑн ӗҫленӗ те ӗҫленӗ. Литературӑна килекен ҫамрӑкшӑн унӑн кӗнекисем - ал айӗнче тытмаллискерсем.
Чӑваш литературинче проза ӑсти, куҫаруҫӑ, публицист, критик пек палӑрнӑ Хветӗр Уяр Чӑваш Ене выҫӑллӑ-тутӑллӑ йывӑр вӑхӑтра, 30-мӗш ҫулсенче килнӗ. "Капкӑн" журналта ӗҫлекен Иван Мучи сатирик ҫамрӑкӑн уйрӑм пултарулӑхне тӳрех асӑрханӑ пулмалла - ӗҫе илнӗ, хӑй патӗнче пурӑнтарнӑ. Уярӑн пӗрремӗш калавӗ 1930-мӗш ҫулта шӑпах "Капкӑнра" пичетленнӗ те. Унӑн хайлавӗсенче - филисофилле тарӑнлӑх, ҫын чунне витӗр курса ӳкерсе пама пӗлни, ытарлӑ тӑрӑхлав, сахал сӑмахпа нумай калама пултарни малта. Николай Максимов романҫӑ, ӗҫтешӗн ҫыру меслетне тӗпчес тесе, Уярӑн сатирӑпа кулӑш журналӗнчи хайлавӗсене тишкернӗ.
Хветӗр Уяр ҫырма пуҫланӑ тапхӑрта пирӗн литература аталану ҫулӗ ҫине тӑнӑ ӗнтӗ, анчах сӑмахлӑх тӗнчине Хветӗр Уяр килни - сисӗнмелли пулӑм: ӑна асӑрхасанах таптама тытӑннӑ. "Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ" тени ун пирки каланӑнах туйӑнать", - тет Юрий Артемьев тӗпчевҫӗ.
Интеллектуаллӑ ҫыравҫӑ вулаканне те хӑй шайне ҫӗклесшӗн. Халӑхра ӗмӗртен пуҫтарӑннӑ ӑс-тӑна тымар сӗткенӗнчен сӑрӑхтарса илсе пире чи техӗмлине сӗнекен Хветӗр Уяр хайлавӗсем - ҫамрӑксемшӗн чӑн пултарулӑх шкулӗ.
Ҫамрӑксене литература ӗҫне явӑҫтарас тӗллевпе ирттерекен семинара тепрехинче Юрий Скворцов пултарулӑхне халалласшӑн.
Марина Карягина, Михаил Солин
См.также:
«Собрание сочинений» Х.Уяра:
Первый том (2021) - первая книга исторического романа "Близ Акрамова" – "Таната" (Тенета).
Второй том (2022) - вторая книга исторического романа "Близ Акрамова"– "Таркăн" (Беглец).
Третий том (2023) - четыре повести (в том числе «Ăçта эсĕ, тинĕс?» (Где ты, море?) и рассказы.