Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Наци библиотекинче Анатолий Хмыт прозаикӑн ҫӗнӗ хайлавне пахаларӗҫ (ГТРК "Чувашия", 22.02.2023)

23 февраля 2023

Вунӑ кӗнеке авторӗ "Турай" приключениллӗ романне Афганистан вӑрҫипе ҫыхӑнтарнӑ.

Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Хмыт - педагог, чылай ҫул Шупашкарти 18-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентет. Директор ҫумӗ пулса та ӗҫленӗскер, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ачасемпе ӗмӗр ирттерекен вӗрентекен роман хыҫҫӑн роман ҫырса кӑларни тӗлӗнтерет.

Кӗнеке хӑтлавне Хмытӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем, ӗҫтешӗсемпе ҫарташӗсем пуҫтарӑннӑ, романсен прототипӗсем те пур. Анатолий Дмитриевичӑн хайлавӗсем чӑнлӑха тӗрӗс хаклама ӑнтӑлнипе паха - вӑл хӑй те 1982-1984-мӗш ҫулсенче ҫар тивӗҫне Афганистанра пурнӑҫланӑ, вӑрҫӑ тамӑкӗ витӗр тухнӑ. "Романра фантасмагориллӗ ӗҫсем те пулса иртеҫҫӗ", - теҫҫӗ вулакансем.

Пысӑк калӑпӑшлӑ хайлав ҫырнӑ чухне ху курни-илтни кӑна ҫителӗксӗр: нумай пӗлмелле, тӗпчемелле, архивра лармалла. Романра сӑнар нумай, ӗҫсем тӗрлӗ вырӑнта, тӗрлӗ халӑх хушшинче пулса иртнӗрен темиҫе тӗн, культура, тӗнчекурӑм явӑҫса сюжета интереслӗ аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Приключениллӗ хайлава фэнтези текен те пулчӗ. Тавлашуллӑ ыйтусем тухса тӑнине те палӑртрӗҫ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков

Источник: ГТРК "Чувашия"

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)