Кушаксене юрататăр-и?
14 августа 2019
Кушаксене юратакансемшĕн çурла уйăхĕн саккăрмĕшĕ – ахаль кун мар. Çав кун Пĕтĕм тĕнчери кушаксен уявне паллă тăваççĕ. Кушака юратакансем ăна официаллă мар йĕркепе 1987 çултанпа уявлаççĕ.
2002 çултанпа чĕр чунсене хÿтĕлекенсен пĕтĕм тĕнчери фонд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн официаллă уявсен шутне кĕртнĕ, Раççейре ăна 2004 çултанпа паллă тăваççĕ.
Тĕрлĕ çĕршывра вара уяв кунĕ расна вăхăтра лекет: Польшăпа Италире, сăмахран, – нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Японире – нарăсăн 22-мĕшĕнче, Раççейпе Китайра – пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Америкăра юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче уявлама палăртнă. Çак пулăм килсĕр кушаксене хÿтĕлемелле, вĕсене май пур таран пулăшмалла, чи кирли вара – кÿрентермелле мар тесе аса илтерет. Шăпах уяв умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче Ева Лисинăн ачасем валли «Çапкаланчăк. Бомжик» кутăн-пуçăн çавăрса вуламалли кăларăм кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Анна Сушкова.
Мĕн пирки сăмах пынине вулакансем кĕнекене алла илсенех тавçăрса илĕç пулĕ: пĕр енчен килсĕр кушак çури çăмха пек çаврăнса выртнă та, хăйĕн шăпишĕн пăшăрханнипе-ши, куççульпех хурланать. Пьеса-юмах Çапакаланчăк ят тивнĕ кушак çурипе паллаштарать. Ĕç-пуç Раштав уявĕ умĕн пулса иртет. Унăн асамлăхĕ кĕнеке тăршшĕпех сисĕнет: «...Аякра шăппăн «Тÿпере ангелсем юрлаççĕ...» Раштав юрри янăрать... Алăк хыçĕнче кушак мяуклатни илтĕнсе каять. Сасси питĕ хурлăхлă унăн», – çапларах ертсе кĕрет автор вулакана хайлав тĕнчине. Çăрахви аппа ырă хĕрарăм кушак çурине хăй патне пурăнма илет.
«Аппа, сан пек лайăх çын тĕнчере тек çук!» – çирĕппĕн пĕлтерет хăй шухăшне Çапкаланчăк. Çапла калама мĕн хистет-ха ăна? Пур çын та Çăрахви аппа пек мар çав: «Эпĕ пĕрремĕш хутран пуçласа виççĕмĕшне çити кашни алăк умĕнче уçса кĕртĕр-ха тесе йăлăнтăм, эсĕ çеç уçса кĕртрĕн. Пĕрисем елка валли чăрăш йăтса килетчĕç, чăрăшĕ калама çук илемлĕ лăпсăркка туратлă, эпĕ çав лăсси айĕпе вĕсен пÿртне вăрттăн кĕрсе каясшăнччĕ те, курчĕç çав мана: «Ах, çапкаланчăк!» – тесе урапа тапса хăварчĕç...» – çапларах пĕлтерет Çапкаланчăк кил шырани пирки. Çапкаланчăкăн çеç мар, урамри пур кушакăн та шăпи çăмăл мар. Пьесăра вулакансем Ватă кушак çинчен вуласа пĕлĕç, кĕтмен çĕртен унăн пурнăçĕ те улшăнса каять. Мĕнре-ха телейпе савăнăçăн вăрттăнлăхĕ? Тупсăмĕ пит ансат иккен.
«Ура айĕнчи» пьеса-юмах çул хĕрринчи сăпайлă ÿсен-тăранпа паллаштарать. Илемлĕ чечексем унран тăрăхлама та именмеççĕ, иртсе кайнă чух выльăхĕ ним шелсĕр таптаса каять, вăл вара çак асаплă вырăнтан куçма пачах та килĕшмест. Мĕншĕн-ши? Куна Çÿппи – пьеса-юмахри тĕп сăнар – хăйне евĕр каласа парать.
Хайлавсенчи сăнарсем пуян чун-чĕреллĕ, ырă пулнипе тыткăнлать. Илемлĕ ÿкерчĕксем сăнарсене асра хăварма пулăшаççĕ.
Дарья МОРОЗОВА.
«Çĕнтерÿ çулĕ», Вăрнар районĕн хаçачĕ, № 62(11330).
14.08.2019.