Кушаксен те уяв пур
09 августа 2019
Кушаксене юратакансемшĕн августăн 8-мĕшĕ – ахаль кун пулман. Çак кун Пĕтĕм тĕнчери кушаксен уявне паллă тунă. Кушака юратакансем ăна официаллă мар йĕркепе 1987 çултанпа уявлаççĕ. 2002 çултанпа чĕр чунсене хÿтĕлекен Пĕтĕм тĕнчери фондăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн официаллă уявсен шутне кĕртнĕ. Раççейре ăна 2004 çултанпа паллă тăваççĕ. Тĕрлĕ çĕршывра вара уяв кунĕ расна вăхăта лекет: Польшăпа Италире, сăмахран, – февралĕн 17-мĕшĕнче, Японире – февралĕн 22-мĕшĕнче, Раççейпе Китайра – март уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Америкăра октябрĕн 29-мĕшĕнче уявлама палăртнă. Çак пулăм килсĕр кушаксене хÿтĕлемеллине, вĕсене май пур таран пулăшмаллине, чи кирли вара – кÿрентермелле маррине аса илтерет. Шăпах уяв умĕн Чăваш кĕнеке издательствинче Ева Лисинăн ачасем валли «Çапкаланчăк. Бомжик» кутăн-пуçăн çавăрса вуламалли кăларăм кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Анна Сушкова.
Мĕн пирки сăмах пынине вулакансен кĕнекене алла илсенех тавçăрса илме пулĕ: пĕр енчен килсĕр кушак çури çăмха пек çаврăнса выртнă та хăйĕн шăпишĕн пăшăрханнипе куççульпех хурланать. Пьеса-юмах Çапкаланчăк ят тивнĕ кушак çурипе паллаштарать. Ĕç-пуç Раштав уявĕ умĕн пулса иртет. Унăн асамлăхĕ кĕнеке тăршшĕпех сисĕнет.
«Ура айĕнчи» пьеса-юмах çул хĕрринчи сăпайлă ÿсен-тăранпа паллаштарать. Илемлĕ чечексем унран тăрăхлама та именмеççĕ: иртсе кайнă чух ăна ним шелсĕр таптаççĕ, вăл вара çак асаплă вырăнтан куçма пачах та килĕшмест. Мĕншĕн-ши? Тупсăмне пьеса-юмаха вуласан тупма пулĕ. Хайлавсенчи сăнарсем пуян чун-чĕреллĕ, ырă пулнипе тыткăнлаççĕ. Илемлĕ ÿкерчĕксем сăнарсене асра хăварма пулăшаççĕ.
Дарья МОРОЗОВА.
«Пурнăç çулĕпе», Элĕк районĕн хаçачĕ, № 59(11876).
09.08.2019.