Куракан камите ытларах килĕштернишĕн пăшăрханать
31 января 2020
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Моя жизнь — театр. Пурнăçăм — театр» кĕнеке-альбом пичетленсе тухрĕ. Ăна К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев режиссер 80 çул тултарнă май кăларнă.
Кĕнекене алла тытсанах вулама пикенетĕн те чарăнма çук. Валерий Николаевичăн кăмăл-туйăмĕ, чун ыратăвĕпе савăнăçĕ яр уççăн тухса тăраççĕ, мĕншĕн тесен кăларăм унăн шухăшĕсене пĕрлештерсе тăрать. Ăна хăйне евĕрлĕ пултарулăх дневникĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Мĕнле ыйтусем тавра шухăшлать-ха режиссер? Паллах, малта театр тăрать: «Театр ĕçĕ — ахаль ĕç мар. Кунта куллен 12—14 сехет ĕçлесси — хăнăхнă йĕрке. Сехет çине пăхмасăр вăй хурсан çеç артиста, режиссера театр хăй юратма пуçлать. Мĕнрен палăрать-ха çакă? Енчен те театр малалла сансăр пурăнма пултараймасть, унта эсĕ çукки çав тери палăрать, куракансем саншăн питĕ тунсăхлаççĕ пулсан. Икĕ енлĕ юрату кирлĕ театра».
«Маншăн пĕлтерĕшли — этемĕн чунне тарăннăн тишкересси, пулăмсене тĕрĕс хаклама, философла шухăшлама хистесси», — палăртнă Валерий Николаевич. Пурнăç пĕлтерĕшĕ, куракансем, гастрольсем, вылянă рольсем, режиссер ĕçĕ, фестивальсем, манăçми тĕлпулусем, кил-йыш — пĕтĕмпех хумхантарать ăна. Пăшăрханни те сисĕнет: «…Шел те, паянхи куракан камите ытларах кăмăллать. Юлашки çирĕм çулта ÿссе çитĕннĕ ăру литературăран чылай писнĕ, шоу, попса енне туртăнать… Кунта тĕрлĕ «çăлтăр» тата «уйăх» пирки сăмах пырать. Вĕсем куракан кĕсйине пушатаççĕ. Телекурав вăтăр ытла каналпа кăтартать тата… Вăрттăнлăх çук унта. Пурнăç хăй çавăн пек».
Нумаях пулмасть К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче асăннă кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Альбома хак пама артистсемпе журналистсем, издательство ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Валерий Алексеев кăларăмăн пĕлтерĕшĕ пысăккине ăнланса, çине тăрса, туслă ĕçленине палăртрĕ. Альбома Валерий Яковлев каланă шухăшсенчен йĕркеленĕ. Ăна тĕрлĕ архиври сăн ÿкерчĕксем пуянлатаççĕ. «Сăн ÿкерчĕксем кăна мар, вăхăтра каланă шухăш та, журналистсем çырса кăларакан статьясем те пĕлтерĕшлĕ. Валерий Яковлев пурнăçĕ — чăваш театрĕн пĕр пайĕ. Çакă — чăваш театрĕн чи ăнăçлă тапхăрĕ», — терĕ Валерий Алексеев.
Издательствăн тĕп директорĕ Светлана Каликова çĕнĕ кăларăмăн хăйне евĕрлĕхĕ çинче чарăнса тăчĕ: альбом Валерий Яковлевăн пултарулăхĕпе çывăхрах паллашма май парать, вулаканпа кураканшăн интереслĕ материалсем упрать, кунта Валерий Николаевичăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăна мар, туслă çемйи пирки те вуласа пĕлме пулать.
Валерий Яковлев пурне те тав турĕ, пуласлăхра театр пирки те çакăн пек паха альбом кун çути курсан аван пулассине палăртрĕ. «Пĕтĕмĕшле театр пирки çырса кăтартни — халăха валли юлтăр, манăçа ан тухтăр тени. Тĕрлĕ тапхăрсене çутатакан кĕнекесемпе хаçатсенче çырнисем ĕмĕрлĕхе юлаççĕ», — пĕтĕмлетрĕ Валерий Николаевич.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 10-11(27593-27594).
31.01.2020.