Куççульсĕр вулама çук
22 сентября 2019
«Патшалăх тумне тавăрса пар», «Сана патшалăх тăрантарса пурăнать» йышши сăмахсене илтсен çухалса каяттăм. Кам-ха вăл — патшалăх? Ку ыйту хуравне тин çеç тупрăм: патшалăх хысни — халăх укçи. Ачарах чухне вăл çĕрме пуян пек туйăнатчĕ. Хăш-пĕр чухне — тăвăр, тепĕр чухне аслă тум тăхăнтартсан та, çулталăк вăхăтне кура мар çÿхе тум уйăрса парсан та патшалăхăма тав тăватăп. Апла пулсан — пĕтĕм халăха. Атте-аннесĕр юлсан шăпах халăх пире урама тăратса хăвармарĕ, хăй çунатти айне илсе ура çине тăма пулăшрĕ. Мĕнпурын умĕнче парăмра эпĕ.
Айгиз Баймухаметов.
— Эх, мăнтарăн ачисем. Пĕри тепринчен пĕчĕк-çке.
— Лăпкама çумра пĕр тăван та юлмарĕ.
— Ан та калăр, ашшĕ-амăшĕ çеç мар, аслашшĕ-асламăшĕ те, кукашшĕ-кукамăшĕ те çук…
— Тытаççĕ те пире, ача çуртне ăсатаççĕ. Темĕнле кансĕр пулсан та вăрманпах утăпăр, — тет Алия аппа больницăран тухса тарнă хыççăн.
— Ай!.. — вăрăммăн йынăшса кăшкăрчĕ Алсу. — Урăх пĕр утăм та тăваймастăп.
Сипленмелли çуртра панă хут тапочкийĕ унăн çурăлса пĕтнĕ иккен. Урисен тĕпне пăхрăмăр та хăраса ÿкрĕмĕр — иккĕшĕ те юнланса пĕтнĕ.
Пÿлĕм алăкне питĕрнĕ-мĕн. Шаккасан та, тапсан та уçăлмарĕ вăл… Вăйран кайнипе урайне тĕшĕрĕлсе антăмăр та чарăнмаймасăр йĕтĕмĕр. Паянтан эпир — тин çеç пĕр хĕрача каланă пек, ача çурчĕн анчăкĕсем.
— Ывăлăм, нумаях пулмасть воспитатель сана пуçунтан çăраççипе çапнине курмарăм тетĕн-и? Мĕнле канăçсăрланчĕ чунăм, анчах нимĕнпе те пулăшаймарăм…
— Леш тĕнчере ырă теççĕ. Çапла-и, анне?
— Мана сирĕнсĕр çăтмахра та канлĕ мар. Çут тĕнчерен яланлăха уйрăлса кайнă куна аса илетĕп те макăратăп. Эсĕ маттур пултăн-ха, ывăлăм.
— Тасал кунтан, уртарса ан тăр, — аллинчи ручкине сĕтел çине ывăтрĕ ача çурчĕн директорĕ. — Паянхи кунччен шăл ыратнипе никам та вилмен. Сирĕнпе больница тăрăх çапкаланса çÿретпĕр пулĕ тетĕр-и? Шиш! Мана эсир шăнман пăр çине лартса хăвараймăр, сăмса шывĕсем!
— Пĕлетĕр-и, камсем эсир? Çăткăнсем! Виçшер çыншăн çиетĕр, çаплах тăранмастăр. Çĕр ма çăтмасть-ши сире пĕрех хут? — сурчăкне сирпĕтсе ятлаçрĕ Мавлида Нургалиевна.
Часах Даян /ача çурчĕн директорĕн юратнă шăпăрланĕ, пурне те «тытса тăраканĕ»/ хăй тавра тĕрлĕ ушкăнри арçын ачасене пухнă, пĕр «йыттине» Фарит патне чуптарнă. Мĕн кăтартĕ вăл юлташăма, манăн çывăх тусăма? Ыран — манăн черет. Даян пÿлĕмĕ пирĕннипе юнашар, çавăнпа кашни сасса тимлĕ итлерĕм. Тусăма хĕнеме тытăнсанах воспитатель патне чупăп тесе тĕв турăм. Унччен те пулмарĕ — урамра темĕскер кĕмсĕртетсе ÿкнĕ сасă илтĕнчĕ.
— А-а-а!.. Пуçа!.. — вăрăммăн йынăшни хăлхана кĕчĕ. — Виле-е-е-етĕп! Виле-е-тĕп!..
Чÿречерен пăхрăм та — хам куçа хам ĕненмерĕм. Шап-шурă юр çинче Фарит йăваланать. Хăвăртрах ун патне вирхĕнтĕм. Юлташăм унталла шурĕ, кунталла — ниçта та канлĕх тупаймарĕ. Фарита тумбочка çине лартнă та иккĕмĕш хутри чÿречерен пăрахнă иккен. Фарит пуçĕнчен юн сăрхăннине курсан унпа пĕрле хам та уласах макăрма пуçларăм. Урамра вылякан арçын ачасемпе ăна медпункта йăтса кĕтĕмĕр. Медсестра ача пуçне бинтпа чĕркерĕ те: «Авланиччен тÿрленет», — терĕ лăпкăн.
Фарит çĕрĕпех çывăраймарĕ. Краватĕн пĕр кĕтесĕнчен тепĕр кĕтесне шуса выртрĕ, вăхăтран вăхăта тăрса утанçи турĕ. Ир пуласса аран кĕтсе илтĕмĕр. Фарит ÿтне вилнĕ çын тĕсĕ çапрĕ. Ирхи апатра пĕр чĕптĕм çăкăр та ямарĕ вăл ăшне. Нумай та пурăнаймарĕ, вилчĕ.
Çак тата чуна хурлантарса çÿçентерекен ытти тĕслĕхсемпе эсир, хисеплĕ вулакансем, нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательстви кăларнă «Ан пăрах, анне!» кĕнекере паллашма пултаратăр? Произведени авторĕ Айгиз Баймухаметов — пушкăрт çыравçи. Аван, тĕрĕсрех каласан, чăвашла питĕ лайăх куçарнă ăна Дмитрий Моисеев журналист, «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ. Дмитрий Андреевич, Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçленĕ. Пуласлăхĕ унăн пысăк. Чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ. Куçарăва тимлĕрех вуласан унăн чĕлхи çав тери пуянни, пурнăçа аван ăнланни курăнать. «Не оставляй, мама!» кĕнекене эпĕ вырăсал вуланăччĕ. Ун чухнех килĕштертĕм ăна. Халĕ вара, тăван чĕлхепе куçарнăскере, ниепле те алăран вĕçертейместĕп. Хайлава пысăк чунлă çын куçарни тÿрех сисĕнет. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, кĕнеке авторĕпе Айгиз Гиззатовичпа Дмитрий Андреевич пысăк юлташсем. Тĕнче шайĕпе ирттерекен анлă мероприятисене пĕрле хутшăнаççĕ, вĕсенче тухса калаçаççĕ.
Вырăссен аслă классикĕ Лев Николаевич Толстой çапла каланă: «Шанса тăратăп: çакăн пек вăхăт та çитĕ: писательсем хăйсен произведенийĕсенче хăйсем мĕн курни-тÿсни çинчен хăйсем çырма тытăнĕç». Ку сăмахсем шăпах кĕнеке авторне пырса тивеççĕ. Йăлтах хăйĕн çинчен çырса кăтартнă вăл. «Ан пăрах, анне!» повеçри çичĕ пĕртăван ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлать. Тĕп сăнар — Ильяс — Айгиз Баймухаметов. Икĕ аппăшĕпе тата йăмăкĕпе пĕрле вăл ача çуртне лекет. Темĕн тĕрлĕ терт, асап, усал сăмах илтме тивет вĕсен унта.
Кĕнекене куççульсĕр вулама çук.
Темĕнле йывăр лару-тăрăва лексен те чылайăшĕ хăйĕн пурнăçне пытарма тăрăшать. Кĕнеке авторĕ вара йăлтах тĕп-тĕрĕссине çырса кăтартать, вулакансене ача çуртĕнче хăй мĕнле пурăннипе паллаштарать. Произведени мĕнле çурални пирки Айгиз Гиззатович каласа панинчен: «Университетра вĕреннĕ вăхăтрах «Башкортостан» хаçатра ĕçлеттĕм. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарнă май уяв ячĕпе материал хатĕрлеме хушрĕç. Унтанпа нумай çулсем иртнĕ пулин те аннене юлашки çула ăсатнă самант пĕрре те асăмран тухмастчĕ. Ачасене ашшĕ-амăшне хаклама, хисеплеме вĕрентес килетчĕ. Шăпах çакна тĕпе хурса çыртăм та материала. «Ан пăрах, анне!» ятпа пичетлерĕм ăна. Çырусем килме тытăнчĕç. Малаллине çыртăм, кĕнеке кăлартăм. Вăл тухсан ача çурчĕн директорне ĕçрен хăтарчĕç. Тăлăх нуши тăхăр сыпăклине кăтартма тăрăшнăччĕ кĕнекере…»
Дмитрий Моисеевăн шухăшне те вулакансене пĕлтересех килет: «Повесть авторĕ нимрен те шикленмен. Кĕнеке пичетленсе тухнă хыççăн ача çурчĕн ĕçченĕсем ăна хăратни те пулнă. «Хăвна воспитани парса ура çине тăратнă ача çурчĕ пирки çапларах çырма хăюлăх мĕнле çитертĕн?» — куçран пăхсах ыйтнă унран хăшĕ-пĕри. Эпир нумай пулăма асăрхамасăр, ăса-ăша хывмасăр ирттерсе яма хăнăхнипе çыхăннă мар-ши çакă? «Чăннипе, эпĕ пĕр ача çуртĕнчи ĕç-пуçа кăтартман, пĕтĕм Раççейĕпех çапла… Эпĕ куçăма хупса лайăххи пирки çеç çырма пултарнă. Кайран мĕн пулĕ? Пур ашшĕ-амăшĕ те ачи-пăчине унта леçтĕр-и? Кĕнеке ячĕ те чĕнсе каланă пек янăратăр терĕм: «Ан пăрах, анне!» Тĕлĕннипе йăванса каймалла мар-и: пирĕн ача çуртĕче çĕре яхăн ачаччĕ, вĕсенчен тăхăр вуннăшĕн ашшĕ-амăшĕ чĕрехчĕ. Çакна курса тăрса епле майпа шăп лармалла-ха?..» — терĕ мана Айгиз пĕррехинче чуна уçса калаçса ларнă май.
Повесть авторĕн ачалăхĕ йывăр килнĕ, хута кĕме тивĕç çынсемех куçранах кулнă, апла пулин те вăл хуçăлса ÿкмен… Хăй ĕмĕтленнĕ пекех, аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Университет сукмакне такăрлатма тытăнсан та хăйĕн пурнăçĕ çинчен никама та каласа кăтартман. Яланах костюмпа çÿренĕ, лекцисене сиктермен тесен те юрать… «Интеллигентсен çемйинчен ĕнтĕ эсĕ», — тенĕ ăна тантăшĕсем. Çулталăк иртсен тин пурте ăнкарнă. Ушкăн старости стипенди расчеткине валеçнĕ чухнк çамрăксем Баймухаметовăн стипендийĕ ыттисенчен пысăкраххине курнă. Вăл хăй тăлăх иккенне каланă вара».
«Ан пăрах, анне!» кĕнекене Пушкăртстанра кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче, чикĕ леш енче пысăк хак параççĕ. Халĕ Айгиз Баймухаметов — паллă çын. Ăна Иккĕмĕш Чингиз Айтматов та теççĕ. Преми таврашĕ нумай унăн.
«Ырă хыпар» журнала вулакансене çÿлерех асăннă кĕнекепе питĕ паллаштарас килет. Вуласа тухăр, тархасшăн. Магазинсенче тупса илеймесен пирĕн редакцие шăнкăравлăр.
Вера МЕФОДЬЕВА.
«Ырă хыпар», № 8.
Август, 2019.