Конкурсăн çĕнтерÿçисем
17 апреля 2019
Çамрăк авторсен литературăри пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» ятпа иртекен республика конкурсĕ кăçал 7-мĕш хут иртрĕ. Пултарулăх конкурсне И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа ирттерчĕç.
Конкурса пĕтĕмпе 46 ĕç тăратнă. Литература анинче малтанхи утăм тăвакан çамрăк çыравçăсем хăйсен пултарулăхне «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисенче тĕрĕслерĕç.
Пултарулăх конкурсне Çăкалăхри тĕп шкултан вĕренсе тухнă Е.Александрова тата Е.Кошелева хутшăнса палăрма пултарчĕç. «Проза» номинацинче çĕнтерÿçĕ ята Катя Кошелева тивĕçрĕ. Унăн «Сĕт хакĕ» хайлавĕ 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Драматурги» номинацинче Екатерина Александровăн «Пурнăçра çĕр тĕрлĕ пăрăнăç» пьеси çĕнтерчĕ. Çамрăк авторсен хайлавĕсем «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сборникĕн 6-мĕш кĕнекине кĕме тивĕçлĕ пулчĕç.
Юлия КОШЕЛЕВА, вĕрентекен.
«Çĕнтерÿшĕн», Йĕпреç район хаçачĕ, № 27(10463).
17.04.2019.