Конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç
25 апреля 2019
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче ЧР ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче Чăваш кĕнеке издательстви çулсерен ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинчи конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал вăл саккăрмĕш хут иртрĕ, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен пычĕ. Унта Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекесемпе тăтăшах интересленекен, вĕсене юратса вулакан 6‒17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем, çавăн пекех пирвайхи хут аслисем те хутшăнчĕç.
Конкурс тăватă номинаципе иртрĕ. «Ман юратнă кĕнеке хăйне евĕрлĕхĕнче» Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекене вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса панă. Шăпах çак номинацие пур вулакан та хутшăнма пултарнă, чи кирли – аслисен Чăваш кĕнеке издательствинче 2017-2018 çулсенче тухнă кĕнекесене çеç суйлама юранă. «Юратнă кĕнекери чи кăмăла кайнă сăнар» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк» номинацие хутшăнакансем сăнара туллин ÿкерсе панă. «Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинаципе хутшăнма кăмăл тунисем хăйсен аллипе кĕнеке ăсталанă. «Эпĕ Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекине суйлатăп» номинаципе чи килĕшни çинчен кĕске видеоролик хатĕрленĕ.
Саккăрмĕш хут иртекен конкурса 83 çын, 4-ринчен пуçласа 84 çула çитичченхи таран, хутшăнчĕ: Канаш, Йĕпреç, Элĕк, Вăрнар, Вăрмар, Патăрьел, Елчĕк, Çĕмĕрле районĕсенчен тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ хулисенчен. Ульяновск облаçĕнче, Тутарстанра тата инçетри Бурятире пурăнакансем те айккинче юлман.
Уява ЧР ача-пăчапа çамрăксен библиотекин директорĕ Тамара Григорьева уçрĕ. «Эпир Чăваш кĕнеке издательствипе нумай çул пĕрле туслă ĕçлетпĕр. Çĕнĕ кĕнекесем туянсах тăратпăр, вĕсене пирĕн вулакансем питĕ кĕтеççĕ. Çак конкурса хутшăнакансене чи пултаруллă та анлă тавра курăмлă ачасем тесе калас килет ман, мĕншĕн тесен вулавăша çÿремесен, кĕнекепе туслă пулмасан çакăн пек илемлĕ ÿкерчĕксем, кĕнекесем хатĕрлеме питĕ йывăр. Эсир библиотекăпа туслă пулни савăнтарать пире», ‒ терĕ вăл.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ Светлана Каликова ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсемпе библиотека ĕçченĕсене ачасене кĕнекене юратма вĕрентнĕшĕн тав турĕ. «Эсир тăрăшнипе ачасем маттур та пултаруллă, пуян та ырă чун-чĕреллĕ ÿсеççĕ. Пур ĕçĕ те илемлĕ те пуян, çавăнпа та кашни номинацире темиçе çĕнтерÿçĕпе призера палăртрăмăр», ‒ каларĕ Светлана Анатольевна.
Парнене тивĕçнĕ ачасем те пуш алăпа килмен. Илемлĕ ÿкерчĕк калăпласа иккĕмĕш вырăн йышăннă Вероника Усанова хăй çырнă «Аннеçĕм» сăввине вуларĕ. Вероника Елчĕк районĕнчи Шăмалак шкулĕнче вĕренет, тĕрлĕ кружока çÿрет.
Улан-Удэ хулинчи 17-мĕш шкулта вĕренекен Василиса Дорофеева уява килеймен пулин те, хăйĕнпе паллаштаракан видео ярса панă. «Нумаях пулмасть Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине вуласа тухрăм та çакăн евĕр кĕнеке хатĕрлесе конкурса хутшăнас терĕм. Эпĕ çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулни мана савăнтарчĕ, малашне те хутшăнас кăмăлăм пысăк», ‒ пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, кĕнекене Василиса авалхи Китай çырăвĕн стилĕпе пергамент хучĕ çинче хатĕрленĕ, сăнарсене çиппе тĕрлесе калăпланă, хуплашкине чăваш ялавĕ тĕслĕ тунă.
Шăмалак библиотекинче тăрăшакан Венера Усанова Çеçпĕл Мишшин «Чăваш арăмне» сăввине чуна тивмелле вуларĕ. «Мьюзик клаб» юрă студийĕн вĕренекенĕсем – Антон Кудряшовпа Полина Федотова – çепĕç юрăсем шăрантарса уява илем кÿчĕç.
«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс пĕрремĕш хут 2010 çулта иртнĕ, ăна Чăваш кĕнеке издательстви 90 çул тултарнине халалланă. Ун чухне икĕ номинаци палăртнă: викторина тата ÿкерчĕксем. Çулсеренех конкурса хутшăнакансен шучĕ ÿссех пынă, кĕнеке издательствине Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен: Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен, Белгород хулинчен тата ытти çĕртен илемлĕ ÿкерчĕксемпе çыру ĕçĕсем килнĕ. Çакна шута илсе конкурс номинацийĕсем те анлăланнă.
«Тантăш», № 16(4634).
25.04.2019.